Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă форматри услугăсем

05 декабря 2012 г.

Тунти кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин правительство членĕсемпе, территори федераллă органсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлура Информполитика министерствин ертÿçи Валентина Андреева патшалăх (муниципаллă) услугăсемпе электронлă майпа тивĕçтерес тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле шайра пулнипе паллаштарнă, ведомствăсем хушшинче электронлă майпа çыхăнса ĕçлесси йĕркеленсе пыни пирки каласа панă.

Министр хыпарланă тăрăх патшалăх тата муниципаллă услугăсен порталне (wwwĕgosuslugiĕcapĕru) 2010 çулта йĕркеленĕ. Унта çак вăхăта 487 тĕрлĕ услуга вырнаçтарнă. Граждансене услугăсемпе электронлă майпа Шупашкар хула администрацийĕ, кунпа пĕрлех ĕç тăвакан 5 влаç органĕ (Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви, Культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министерстви, Юстици министерстви, Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби) тивĕçтереççĕ. Çулталăк вĕçлениччен электронлă формата татах 50 услуга куçармалла (патшалăх услугисем 25 тата муниципаллă услугăсем 25).

Министр çавна та аса илтернĕ. Чăваш Ен РФ субъекчĕсем ĕç тăвакан федераллă влаç органĕсенчен илекен сведенисене тестлассипе çĕр-шыври «пилотлă» ултă регион шутне кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика