Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт антарасси ан чактăр

01 декабря 2012 г.

саттесемпе асаннесем ĕнене çур пурнăç тесе хакланă. Ĕмĕртен пырать çак чăнлăх. Çавăнпа та ялта пурăнакан хăйĕн пурнăçне паян та ĕне усрамасăр курмасть. Çу кунĕсем хыçа юлнă май ĕнесене витере тытса тăмалли тапхăр çитрĕ. Çак вăхăтра вĕсенчен продукци илессине тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварасси – килти хушма хуçалăхра ĕне усракан кашни çемьешĕнех пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та паян хаçат тĕпелне выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцинчи выльăх тухтăрне А. ФЕДОРОВĂНА чĕнтĕмĕр. Пирĕн калаçу ĕне усракансемшĕн усăллă пуласса шанатпăр.

– Алина Петровна, сĕт тата унăн тытăмĕ пирки эсир пирĕн вулакансене мĕн калайратăр;

– Сĕт – биологилле продукт. Унăн тытăмĕнче 200 ытла усăллă компонент. Вĕсен шутĕнче тулли пĕлтерĕшлĕ 20 аминокислота, 147 çу кислоти, 4 тĕслĕ сахар, макро- тата микроэлементсем – 30, тĕрлĕрен витаминсем – 23, глицеридсемпе фосфатидсем, ферментсемпе пигментсем тата ыттисем те. Хими составĕпе тата апат пахалăхĕпе сĕтпе танлашаканни çук. Вăл тин кăна çуралнă чĕр чунсемшĕн те, кирек хăш ÿсĕмри çыншăн та питĕ вырăнлă апат-çимĕç. Пĕр литр сĕтĕн энергетика хăвачĕ 3000-4000 Джоульпе танлашать (1кДж 0,239 ккал пулать тесе шутламалла).

1 литр сĕт пулма ĕне çилли витĕр 400-500 литр юн иртмелле. Тĕслĕхрен, вăтам сĕт паракан ĕне çилли урлă талăкра 8–10 тонна юн иртет. Ĕнен продуктивлăхĕ мĕн чухлĕ пысăкрах – унăн сĕт парĕнчи сĕт çаврăнăшĕн хăвăртлăхĕ те çавăн чухлĕ ытларах.

– Хĕл тапхăрĕн пуçлăмăш уйăхĕ иртсе пырать. Ку вăхăтра выльăхсене ăшă витере тытнипе пĕрлех вĕсене апатлантарнин тата пăхса усранин условийĕсем те улшăнаççĕ. Кун пирки мĕн калайратăр;

– Пысăк сĕт продуктивлăхлĕ ĕне валли унăн юнĕнче сĕт йĕркелекен хатĕрсем тăтăшах пулни кирлĕ. Çакна, малтанах, выльăха тулăх тата вăхăтра тăрантарнипе, ĕçмелли шывпа çителĕклĕ тивĕçтернипе пурнăçлама пулать. Иккĕмĕшĕнчен, рационра тĕрлĕ компонентсем пулни апата организма кирлĕ хатĕрсем тĕлĕшпе шайлаштарма пулăшать.

Ĕнесен рационĕнче тулли пахалăхлă апат ытлă-çитлĕ пулмалла. Хуçалăхсенче те, ял çынисем те пăруламалли ĕнесене сумаллисенчен пахарах тăрантарнине асăрхама пулать. Тутлăхлă япаласем ĕнене уйрăмах пăрулас умĕнхи икĕ эрне хушшинче çителĕклĕ кирлĕ. Кунпа пĕрлех вĕсене уçăлма активлă кăларни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Паянхи çĕр ĕç структурипе баланслă рацион тытса пырасси хĕллехи вăхăтра уксахлать. Анализсем хĕллехи апатра протеин, фосфор, кобальт, йод, А тата Д витаминсем çителĕксĕррине кăтартаççĕ. Çавăнпа та ĕнесен сăвăмĕ палăрмаллах чакса каять.

Сĕт нумай антаракан ĕне тума пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче тата килти хушма хуçалăхсенче ытларах сĕт сăвас тесен симĕс конвейер пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна валли вăйлă апат бази кирлĕ. Ĕнерен çулталăкне 4000 кг сĕт сăвас тесен выльăхăн чĕрĕ виçи çут çанталăкăн ырă кăтартăвĕсемпе 500 килограмран ытларах таймалла.

– Ĕнесене витере тытнă тапхăрта час-часах вĕсене шăварассипе ыйту сиксе тухать.

– Эсир мĕн каласшăннине ăнлантăм. Сĕт йĕркелĕвĕнче шыв паллă вырăн йышăнать. Çавăнпа та фермăсенче ĕнесем умĕнче тăтăшах шыв пулмалла. Килти хушма хуçалăхсенче вĕсене кунне 2 – 3 хут шăварассине йĕркелемелле. Сĕт антаракан ĕнешĕн календарлă çулталăк икĕ тапхăра пайланать: сĕт антарнă вăхăт тата пăрулама хатĕрленнĕ тапхăр. Пĕрремĕшĕ татах икĕ пая пайланать: улăх-çаранта çÿретнĕ тата вите-сарайĕнче тытнă уйăхсем. Ĕнесем улăх-çаранта вăтамран 135 кун çÿреççĕ пулсан, 230 кунне витере тăрса ирттереççĕ. Хĕл кунĕсенче ĕнесене микро- тата макроэлементсем çителĕклĕ памалла. Вĕсене паян кашни ветаптекăрах туянма пулать.

Ĕне продуктивлăхне çÿллĕ шайра тытас текен паянхи калаçуран тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвасса шанас килет.

А. ПЕТРОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика