Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăç çĕр ĕçĕпе туслаштарчĕ»

01 декабря 2012 г.

Валентина Антонова Турай ял тăрăхĕнчи Кĕçĕн Чураш ялĕнче пурăнать. Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче уй-хир бригадирĕнче нумай çул вăй хунăскер тивĕçлĕ канура та алă усса лармасть. Çакна хаçат вулакансем çак сăн ÿкерчĕкренех (Тыр-пул уявĕнче тунă) асăрхама пултараççĕ: кунти пĕтĕм продукци Валентина Михайловнăпа унăн мăшăрĕ Виктор Владимирович тăватă ачин тата 3 мăнукĕн пулăшăвĕпе килти хушма хуçалăхра туса илнĕскерсем. Кашни сухан, çĕр улмипе кишĕр, купăстапа пан улми (сăн ÿкерчĕкре) хыçĕнче – ял çыннисен çичĕ хут тар юхтарăвĕ. Кĕрхи йĕпе-сапаран пăрăнса киоскалла кĕрсенех кил хуçисем хушма хуçалăхра тирпейлĕх ыйтăвне тĕпе хурса ĕçлени палăрчĕ.

– Ĕçлемелле, умри ĕçе чуна парса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать. Ĕçленипе пĕрлех эрех-сăраран аякра тăни те – пурнăçра яшлăха тăснин тĕп вăрттăнлăхĕ. Ĕçлекене патшалăх та пулăшусăр хăвармасть. Çакна эпир йăлтах хамăрăн килти хушма хуçалăх аталанăвĕ çинче туятпăр, – пурнăç тути-масипе самаях кушăрханă пит çăмартисене кулă кăларса калаçать Валентина Михайловна.

Ярославка ял тăрăхĕнчи Тăмкасси хĕрĕпе Кĕçĕн Чураш каччи çемье çавăрнăранпа 39 çул хыçа юлчĕ. Çак хушăра вĕсем пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнмасăрах килти хушма хуçалăха та аталантарнă. «Вун-вун çул пурăнатпăр ĕнтĕ эпир пĕрлешнĕ хыççăн. 2 ывăлпа 2 хĕре ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Вĕсем те килти хушма хуçалăх ĕçĕнчен пăрăннине астумастăп, – малалла калаçрĕ пахчаçă. – Çак çулсенче кил-çурта хамăр вăйпа хăт кĕртес тесе пурăнтăмăр. Мĕн туни паян куç умĕнче. Пырса курăр», – терĕ хăйсен хуçалăхĕнче туса илнĕ продукципе кăмăллă кил хуçи арăмĕ.

Манăн пĕлĕшĕм хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче сумалли ĕне, çуллен майлах тына е вăкăр, сыснасем, хурсемпе йышлă чăх-чĕп, сурăхсемпе кроликсем тытнине, вĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлесе кил-çурт çавăрнă çĕрте усă курнине те пытармарĕ.

Килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата пахча çимĕç туса илессипе интересленекенскер хăйсен килти хушма хуçалăхри продукцийĕпе çулленех районта иртекен «Кĕр парнисем» выставкăна хутшăнать, дипломсене тивĕçет.

– Вăтам шкул хыççăн эпĕ çĕвĕç тата парикмахер ăсталăхне алла илнĕччĕ. Анчах пурнăç мана çĕр ĕçĕпе туслаштарчĕ те кунта вăй хунишĕн паян эпĕ пĕртте хама хурламастăп. Пахча ĕçĕпе кăсăкланнăран пахча çимĕç вăрлăхне те хамах янтăлатăп. Пирĕн хуçалăхра çĕр улмин 7 – 8 сорчĕ çулленех ăнса пулать. Çапах паян сутлăха илсе тухнă «Удача» сорт хама ытларах килĕшет, – кăмăллăн калаçать В. Антонова.

Ĕçчен хĕрарăм 40 сотка пахчари пĕр тăваткал метр çĕре те усăсăр вырттармасть. Ытти культурăсемпе пĕрле кроликсем валли кукуруза та унăн пахчинче çулленех ăнса пулать-мĕн.

Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче инженерта 37 çул ĕçленĕ мăшăрĕ Виктор Владимирович та паян килти хушма хуçалăхри ĕçсем çине яваплăха туйса пăхать. Нихăш ĕçре те ят ямасть вăл.

Пурнăç йывăр теççĕ. Анчах Валентина Михайловнăпа ирттернĕ калаçура ĕçре ирттернĕ кунсем çеç йывăрлăхсене сирни куç умĕнчен каймарĕ.

– Иртен пуçласа каçчен ĕçленипе эпир хамăр çемье пурнăçĕнче çуккине туйман. Çук тесе ĕç пăрахса ларман. Çакăнтан тухать те пулĕ вăл вăрăм пурнăç ăнăçăвĕн тымарĕ, çамрăк кунсен хунавĕ, – терĕ ăста пахчаçă хамăр калаçăва вĕçлесе.

Тивĕçлĕ канура та пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн ĕнерхи ĕçченĕсем ĕçрен сивĕнменни мана савăнтарчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика