01 декабря 2012 г.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ответлă тапхăрĕ пырать. Çак вăхăтри производство – çуллахи-кĕркуннехи ĕçсен кăшăлĕ. Ман шутпа кам мĕн чуль паха апат хатĕрленине кура выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илес ÿсĕмсем те хĕл кунĕсенче куç умне туллин тухмалла. Çу кунĕсене «юрласа» ирттернисен вара хĕл сиввисенче «айăплисене шыраса» пуç чиксе çÿремелли çеç юлать. Тĕрĕс мар-и?
Иртнĕ эрнере кулленех район администрацийĕн ятарлă комиссийĕ хуçалăхсене тухса ферма коллективĕсем хĕл кунĕсене епле кĕнипе паллашрĕ.
Иртнĕ çу кунĕсенче апат янтăлани пирки. Оперативлă кăтартусене пăхсан кăçал районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем (чăх-чĕп фабрикине шутламасăр) хĕл каçма пĕр условнăй выльăх пуçне 30,9 центнер апат единици хатĕрленĕ. Районăн вăтам шайĕнчен ытларах апат хатĕрленисем: «Путь Ильича» агрофирма, «Колос» чикĕллĕ яваплăхлă общество, Чкалов яч. хис. тата «Востокпа» «Ударник» хуçалăхсем.
Ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводăн кашни ферминчех тăнăç аталанăва çирĕплетекен тĕслĕхсемпе тĕл пултăмăр. Ун пек пулсан ял хуçалăх аталанăвĕ, хăшĕсем ÿкерсе кăтартнă пек, тĕпсĕр авăрах анса кайман-ха: апла-тăк кашни ферма коллективĕнчех çанă тавăрса ĕçлемелле çеç, çĕнĕлĕхсене алла илсе мал туртăмлă вăй хумалла. Çакă пулать те ĕнтĕ вăл ял хуçалăхне аталантарассипе вырăнти наци проекчĕ. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăмăр эпир Йÿтĕркассинчи мăйракаллă шултра выльăхсен фермине çитсе курсан. Кунта учетпа регистраци журналне курсанах рейд бригадин ушкăнĕ фермăри лару-тăру ырă енчен иккĕлентермелле маррине палăртрĕ. Сарайсенчи тасалăх, апат хатĕрлемелли цехри пысăк хурансенче пиçнĕ çĕр улмипе шÿтернĕ тырă ларни ферма коллективĕ мăйракаллă шултра выльăхсене талăксерен 800 – 900 грамм ÿт хуштарни чăн пулăм иккенне çирĕплетрĕ кăна.
Çатракассинчи тата Кашмашри сĕт фермисенче пулсан та ĕнесен сарайĕсенчи кормушкăсенче апат çителĕклĕ пулни çак коллективсем йывăрлăхсене çĕнсех укçа шутлама вĕренсе çитнине çирĕплетрĕ.
Иккĕмĕш ушкăн çав кун ăратлă выльăх ĕрчетекен Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооператив-заводăн Çурлатринчи сĕт ферминче тата «Путь Ильича» агрофирмăра пулса курчĕ. Çурлатринче çивиттирен шыв кайни, сарайсенчи лайăх мар микроклимат, фермăна хĕле хатĕрлесе шуратманни, рацион сахăрпа тата протеинпа чухăнни куç умĕнчен сиксе юлмарĕç. Фермăра заведующи çукки, доярка тата пăру пăхакан çитменни – хĕл пуçламăшĕнчи йывăрлăхсем пирки каларĕ. Малалла мĕнле пулĕ; Кунашкал ответлăхпа çулталăк вĕçленнĕ тĕле ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăма 4 пин килограмран ирттересси пулĕ-и – шухăшлаттарать.
Тивĕшри Михаил Лукияновăн «Колос» АПФра пулсан та, çак ял тăрăхĕнчи Опрыскъялĕнчи Владимир Павловăн хресчен (фермер) хуçалăхне çитсен те çак ĕçченсем хăйсен хуçалăхĕсенче нумай ĕçленипе пĕрлех кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем те куç умне чылай пулчĕç.
– Йăлтах хамăра валли-çке. Хамăр ĕçлетпĕр те хамăр канатпăр, дежурствăсем вăхăтĕнче çакăнтах пурăнатпăр. Апла пулсан вырăнти тирпейлĕх – хамăршăн. Çакна ăнлансах хамăн тытăмра çывăх вăхăтра сауна-мунча хута ярассипе тимлетĕп. Техникăна хĕл валли упрама лартма типĕ сарай тăвасси те шутра-ха, анчах кашнин патне алă çитсех каймасть-ха, – ĕнесемпе мăйракаллă шултра выльăхсене, сурăхсемпе чăх-чĕпсене хĕл каçма хупнă витесем патĕнчен иртнĕ май хăйĕн ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ Михаил Алексеевич.
Эпир ку хутĕнче пулса курнă хуçалăхсенче йывăрлăхсене çĕнсех малалла пăхни, татса паман ыйтусене курса вĕсене çĕнтерме тăрăшни, туман ĕçе пурнăçланă пек туса ячĕшĕн калаçманни курăнчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кĕçех кăçал пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетессипе, малашлăхри чикĕсене палăртассипе ĕçлеме пуçлĕç. Ăна кашниех яваплăха туйса пурнăçласан кунта кашни ыйту çинех конкретлă хурав тупăнĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусем хальлĕхе пĕлтĕрхинчен ÿсĕмлĕрех пулсан та, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи производство ыйтăвĕ нумай хуçалăхра çивĕч тăнине пытарма çук.
Рейд бригади:
Н. КОСТИНА,
экономикăпа АПК аталанăвĕн пай пуçлăхĕ;
Т. АЛЕКСЕЕВА,
экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕнчи тĕп эксперт специалисчĕ;
А. БЕЛОВ,
район хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ.