01 декабря 2012 г.
Шăнкăрав янăраса кайрĕ те шкул умне пухăннă ачасемпе ял çыннисем, уява катаран килсе çитнĕ хăнасемпе шкулта вĕрентекенсем черетлĕ урока кайнă пек Ильинкăри вăтам шкулăн пуху залне кĕрсе ларчĕç. Кашнин сăнĕнчех йăл кулă, калаçăвĕсенче – хыçа юлнă çулсем тата пĕрле вĕреннĕ юлташсем, тивĕçлĕ ăс парассишĕн тăрăшнă вĕрентекенсем, кивĕ шкул çурчĕпе пĕрремĕш уроксем, ăсату каçĕ пирки аса илÿсем...
Истори анлăшĕпе пăхсан 150 çул нумаях та мар, анчах çын ĕмĕрĕпе танлаштарсан ку вăл самай вăхăт. Анчах-ха шавпа тулнă шкул коридорĕсем шăпланчĕç те савăк каçа ертсе пыракансем илемлĕ сцена çинчен истори пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу пуçланнине пĕлтерчĕç.
Иртнĕ шăмат кун, чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Тренккăпа Ильинкăра пурăнакансемшĕн, çакăнти вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн, 150 çул тултаракан шкултан маларах вăхăтра вĕренсе тухнисемшĕн нумайлăха асра юлмалли уяв пулчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уяв вăхăтĕнче çакна палăртрĕ:
– Ильинкăри вăтам шкул 150 çул тултарни сирĕн тăрăхшăн çеç мар, районшăн та пĕлтерĕшлĕ кун. Сирĕн вĕренÿ заведенийĕ районта аслисенчен пĕри. Хăй вăхăтĕнче çакнашкал тĕттĕм ялсенче те хутла вĕрентес ĕç пуçланни пирĕн чăваш халăхĕ те çутталла туртăнни пирки калать. Çав вăхăтра уçăлнă шкулсем паян вĕрентÿ ĕçне комплекслă туса пырасси патне çитерчĕç. Куншăн пирĕн хамăрăн аслă асаттесене тав тумалла çеç, – терĕ Ростислав Николаевич шкула 25 пин тенкĕлĕх сертификат-парне панă май.
Малтанхи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хывса хăварнă ырă йăла-йĕркене шкулта манманнине юбилее паллă тума ĕнерхи вĕренекенсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен йышлăн килсе çитни те çирĕплетет.
– Пире сас паллипе паллаштарса хушма-кăларма вĕрентнĕ тăван шкула манма çук. Çавăнпа та унăн 150 çулхи юбилейне паллă тăвасси пирки хыпар çитсессĕн те айккинче тăрса юлаймарăмăр. Кунта килсе тăван шкул ытамĕнче вуншар çул курман тус-тантăшсемпе тĕл пулни – пирĕншĕн пысăк телей, – савăнăçне пытармасăр калаçрĕç техника наукисен кандидачĕ Михаил Петров, филологи наукисен кандидачĕ Галина Ермакова, экономика наукисен кандидачĕ Нина Мочалова.
Тăван шкулăн ырă йăли-йĕркине çĕр-шывăн инçетри кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ çар вертолетчикĕсем те Владимир Лукинпа Виталий Пагеев манман-мĕн. Çак кун вĕсем нумай вăхăт курман кашни тус-юлташпа, хăйсене вĕрентнĕ кашни учительпе «тепĕр хут паллашрĕç».
– Эпир Владимир Владимировичпа – юлташла каласан Вовăпа – параллельлĕ классенче вĕреннĕ. 1973 çулта шкултан вĕренсе тухсан та иксĕмĕр пĕрлех Саратоври летчиксем хатĕрлекен çар авиаци училищине вĕренме кĕтĕмĕр. Ун хыççăн малтанах пире пĕрле службăра тăма тиврĕ пулин те кайран 28 çул пĕр-пĕринчен уйрăм чаçсенче службăра тăнипе тĕл пулман. Паян тăван шкулта эпир каллех пĕрле. Ку пире савăнтарать, – терĕ тĕнчери тĕрлĕ кĕтессенче службăра тăма тивнине пăхмасăрах чăваш чĕлхине манман Виталий Владимирович подполковник.
Пухăннисем умĕнче аса илÿ çăмхине сÿтсе 1976 – 1999 çулсенче шкул коллективне ăнăçлă ертсе пынă И. Кабуркин, 1953 çулта шкултан вĕренсе тухнă Е. Васильева, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем В. Чигиревăпа Ю. Маркова тата В. Ильина саламлă сăмахсем каларĕç.
Ильинкăри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем юбилее лайăх та тĕплĕн хатĕрленни çак кун кашни утăмрах сисĕнсе тăчĕ. Шкулăн ĕнерхи вĕренекенĕ Людмила Игнатьева çакăнта пухнă пĕлÿпех чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тăнă. Вăл уяв каçĕнче сцена çинчен пухăннисене илемлĕ чăваш юрри парнеленипе залра ларакансем уйрăмах савăк пулни палăрчĕ.
Мĕнле уяв-ха вăл парнесемсĕр; Шкултан маларах çулсенче вĕренсе тухнисем кашниех тăван шкула парнесемпе килсе çитнĕ. Апла пулин те çак уявра район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеевпа депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В. Кожанов хастар вĕрентекенсене район администрацийĕн тата район пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе чысланине халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.
Çак кун Ильинкăри вăтам шкул 150 çул тултарнине уявланине онлайн-трансляци йĕркеленине кура ăна пĕтĕм тĕнче курма пултарчĕ.
А. БЕЛОВ.