01 декабря 2012 г.
СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун пирĕншĕн – пысăк асăрхаттару вырăннех. Мĕншĕн тесен медицина хальлĕхе çак чире сиплеме вĕренсе çитеймен. Çамрăксене те йĕркелĕхе, сывă пурнăçпа пурăнма явăçтарасси йывăррăн пырать: эрех-сăра, пирус, наркотик тата йĕркесĕр ар çыхăнăвĕсем хуçаланаççĕ.
СПИД чирĕ пирки тĕплĕнрех Муркашри районăн тĕп больницин эпидемиолог врачĕпе Г. Соколовăпа калаçатпăр.
– Галина Георгиевна, СПИД мĕнле чир иккенне вулакансене тепĕр хут аса илтерĕр-ха, тархасшăн.
– ВИЧ-инфекципе СПИД çинчен илтмен, пĕлмен çын халĕ çук та пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕнтен таçта инçетре мар. Çавăнпа та кашнинех чир çинчен лайăх пĕлмелле. Пĕлекен çын чиртен те сыхланать.
Нумайăшĕ ВИЧ тата СПИД пĕр диагноз тесе шутласа йăнăшать. ВИЧ – çын организмĕн хÿтлĕх тытăмне (иммунитета) сиен кÿрекен вирус. Çак вирус лекнĕ çын 10–12 çул хушши хăйне сывă çын пек туйма, анчах та вируса ыттисене ертме пултарать. Вирус çынна пĕрре лекрĕ пулсан ун организмĕнче мĕн виличченех пурăнать.
Вирус ернĕ хыççăн 10–15 çултан, хăшĕсен татах та иртерех, СПИД тапхăрĕ пуçланать. Ку организмăн хÿтлĕх системи начарланса пынинчен килет. Вăл начарлансан çын организмĕ ытти инфекцисемпе кĕрешейми пулать.
– Апла пулсан ытти чирсем те организма çăмăллăнах парăнтараççĕ пулĕ;
– Çапла. Çыннăн ÿпке чирĕсем пуçланаççĕ, тĕрлĕ çĕрте шыçăсем тухаççĕ, çын ырханланать, ÿт çине шатра тухать, нерв системи тата вар-хырăм пăсăлать. Чĕрепе юн тымарĕсем япăх ĕçлеме пуçлаççĕ, çыннăн психика улшăнать. Хальхи вăхăтри пысăк пахалăхлă эмелсемпе усă курмасан чирлĕ çын виçĕ çултан ытла пурăнаймасть. Вируса аталанма чаракан препарат чылай, çапах та хальхи вăхăтра ВИЧ-ран сывалма пулмасть.
Паянхи кун СПИДпа чирленĕ çынсем пурте вилеççĕ. Чиртен сыхланма вакцина е сыворотка таврашĕ çук. Вирус ернĕ çынсен пурнăçне СПИД пуçланиччен тăсма май пур, анчах ку питĕ хакла ларать.
– Пирĕн районта СПИД-па чирленисем пур-и; Вулакансене мĕн асăрхаттарса хăварнă пулăттăр;
– Малтанах манăн асăрхаттару ĕçĕ пирки каласа хăварас килет. Пирĕн районти çынсене çак хăрушă чиртен хăтарас тесе эпир тĕрлĕ чирсемпе аптăракансемпе яланах калаçусем ирттеретпĕр, шкулсенче тата ытти учрежденисенче тăтăшах лекцисем вулатпăр. Кунсăр пуçне кашни фельдшерпа акушер пунктĕнче санитари бюллетенĕсем пур. ВИЧ-инфекци тата СПИД пирки калакан астумалăх çырнисене те пур врач пÿлĕмĕнче тенĕ пекех çынсем хушшинче саратпăр. Никамăн килне те хăрушă СПИД чирĕ ан кĕтĕрччĕ тетпĕр.
Апла пулин те пирĕн районта та СПИДпа чирлисем пур. 10 çын вĕсем. Республикăра вара иртнĕ вунă уйăхра 1449 тĕслĕх пуррине çирĕплетнĕ, вĕсенчен 115-шне кăçал тупса палăртнă. Калас пулать, пĕлтĕрхи вунă уйăхра 100 çын тупса палăртнă пулнă. Республикăри 289 çын çак хăрушă чире пула çĕре кĕнĕ.
Çавăнпах пурне те сывă пурнăç йĕрки тытмалли пирки тепĕр хут аса илтерес килет. Арлă-арăмлă пурăнакансене презервативпа усă курма, мăшăрсене улăштармалла маррине асра тытма хистетпĕр. Пур çыннăн та кăмăл-сипет тасалăхĕ пулни, эрех-сăра ĕçсе е наркотиксемпе усă курса пуçа минретменни – СПИДпа кĕрешмелли чи хăватлă утăм.
С. Семенова,
ЧППУ студентки калаçнă.