Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтлăха та, яланлăха та ĕç тупса пама тăрăшаççĕ

01 декабря 2012 г.

Муркаш районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ-хĕлĕнчи пĕлтерĕшлĕ енĕсен шутне халăха республикăри тата районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарасси пулса тăрать. Çак ыйтăвăн çивĕчлĕхне кура ĕнтĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр информацие тăтăшах район хаçатĕнче те, Интернет сетĕнче те вырнаçтарать. Кунсăр пуçне центр специалисчĕсем тĕрлĕ канашлу-семинарсенче те тухса калаçма ÿркенмеççĕ, çамрăксем валли, ытти ÿсĕмри ĕç шыракансем валли ятарлă мероприятисем ирттереççĕ.

Ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен уйрăм çынсем ĕçпе тивĕçтерекен центра ятарлă заявлени-анкета çырса пама пултараççĕ. Çак заявленипе килĕшÿллĕн асăннă информацие çынсем тÿлевсĕрех темиçе хут та илме тивĕç.

Çак услугăпа районта пурăнакансем сахал мар усă кураççĕ. Акă ноябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне унпа пурĕ 526 çын усă курни паллă. Вĕсемпе кашнинпех уйрăм калаçу та, ыйтăва тивĕçтерессипе ушкăнсемпе те тĕл пулусем йĕркелесе ирттернĕ. Çынсем ытларах вакансисем пуррипе, ĕç укçи калăпăшĕпе кăсăкланаççĕ, укçа-тенкĕ пулăшăвĕ тата социаллă пулăшу пирки те ыйтса пĕлес текенсем сахал мар. Ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă саккунсене пĕлес текенсем те чылаййăн.

Çулталăк пуçланнăранпа ноябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне Муркаш районĕн ĕçпе тивĕçтерекен центрне ĕç шыраса 1196 çын пулăшу ыйтса пынă. Официаллă майпа ĕçсĕррисен шутĕнче 47 çынна регистрациленĕ. Çак хисеп районти ĕçлекенсен шучĕн 0,23 проценчĕ чухлĕ пулать. Паянхи куна пирĕн районта ваканси сахал мар. Ĕç паракансем (вăтăр иккĕн) пурĕ 175 ваканси пуррине пĕлтернĕ.

Муркаш районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ кăçал та, иртнĕ çулсенчи пекех, 2011–2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомство программине тĕпе хурса ĕçлет. Ăна пурнăçласа январь– ноябрь уйăхĕсенче 1078 çынна вăхăтлăх е яланлăх ĕç тупса панă.

Уйрăм мероприятисем ирттерсе 98 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă. 14–18 çулхи 670 çамрăка вăхăтлăх ĕç тупса панă. Ĕç шырассинче йывăрлăхсем тÿсекеннисен йышне кĕрекен 6 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе пирĕн районти çынсем республика тулашне те ĕçе кайма пултараççĕ. Ку вăхăта 24 çын çак пулăшупа усă курнă та ĕнтĕ. Вĕсем Раççейри ытти регионсенчи организацисенче укçа ĕçлесе илнĕ.

Центра алла пĕр-пĕр професси илес текенсем те кулленех пырса тăраççĕ. Кăçал акă çакăн пек 39 çынна вĕренме янă. Вĕсенчен 27-шĕ ĕçсĕррисем, 12-шĕ виçĕ çулчченхи ачаллă амăшĕсем пулнă.

Вăхăт ыйтнипе тан пырса халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр социаллă партнерсемпе тачă çыхăнура ĕçлеме тăрăшать. Ĕç паракансене информаципе тивĕçтересси, вĕсене ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарса тăрасси кунсерен лайăхланса, пахалăхлăрах пулса пырать. Ку тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен центрта видео-чат мелĕпе усă курса та ĕçлеççĕ («Scype» программа). Ĕçпе тивĕçтерекен центр электронлă услугăсемпе тивĕçтерессине те ĕçе кĕртнĕ. Электронлă почтăпа ĕçпе тивĕçтерекен центра йышăнăва çырăнма та, професси юрăхлăхĕн тестне çырма та, обществăлла ĕçсене хутшăнма килĕшнине пĕлтерсе заявлени çырма та, ытти услугăсем илме те май пур. Ĕç паракансем те информацие электронлă майпа ыйтса илме пултараççĕ.

Профессисемпе, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă чухне хальхи вăхăтра ытларах рабочи профессийĕсем кирлине палăртмалла. Акă кăçал та ĕçпе тивĕçтерекен центрта çĕвĕç, тракторист, бульдозерпа, экскаваторпа ĕçлекенсем, портной, сварщик, парикмахер тата ытти ĕç специальноçне алла илнĕ çынсем кирли паллă пулнă.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика