01 декабря 2012 г.
Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра пирĕнтен кирек кам та хăйĕн пенсийĕн пухăнакан пайне РФ Пенси фондĕнче те, çавăн пекех патшалăхăн шутланман пенси фончĕсенче те йĕркелеме пултарать. Районта ку енĕпе çак вăхăта лару-тăру мĕнлерех-ха; Çак ыйту çине хурав пама ыйтрăм эпĕ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхне Ольга АЛЕКСЕЕВĂНА:
– Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районĕпе 67 çын хăйсен пенсийĕн пухăнакан пайне ăçта вырнаçтарасси пирки йышăну турĕ. Республикипе кун пеккисем 26 пин ытла çын. Иртнĕ çулхи çав тапхăрта районта пурăнакан 73 çын хăйсен пенсийĕн пухăнакан пайне ăçта йĕркелессипе заявлени çырса панăччĕ.
Хăш пенси фондне кăмăллакансем пирки çавна калама пултаратăп. Кăçалхи 67 çынран 61-шĕ РФ Пенси фондĕнчен тухса патшалăхăн шутланман пенси фондне суйласа илчĕ, 6-шĕ хăйсен пенсийĕн пухăнакан пайне ертсе пыракан компанисене хывма кăмăл турĕ. Патшалăхăн шутланман пĕр пенси фондĕнчен теприне куçакансем пулмарĕç.
Хăйсен пенсийĕсен пухăнакан пайĕсене инвестицилемелли меле 2003 çулта туса пачĕç. Унтанпа районĕпе граждансенчен 2059 заявлени йышăннă. Çавна та каласа хăварас пулать. Хăйсен пенсийĕсен пухăнакан пайне инвестицилесси пирки пĕр хут та заявлени çырман граждансен вăл патшалăхăн ертсе пыракан «Внешэкономбанк» компанийĕнче пухăнать.
Ертсе пыракан компание суйласа илесси е патшалăхăн шутланман пенси фондне куçасси пирки заявленисене декабрĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр çырса парас пулать. Вĕсене РФ Пенси фончĕн кирек хăш управленийĕнче те, кунпа пĕрлех трансферагент центрĕсенче те (алă пуснисене çирĕплетессипе РФ Пенси фончĕпе килĕшÿ тунă банксенче, патшалăхăн шутланман пенси фончĕсенче тата ытти организацисенче) йышăнаççĕ. Чăваш Республикинче кун пек килĕшÿсем Перекет банкĕпе, патшалăхăн шутланман «Большой НПФ», «КИТ Финанс», «Промагрофонд» тата «РГС» пенси фончĕсен филиалĕсемпе пур. Заявленисене почтăпа та ярса пама пулать, анчах та алă пуснине нотариус çирĕплетни кирлĕ пулать.
Хăйсен пенсин пухăнакан пайĕсене инвестицилеме вĕсемшĕн хăçан та пулин пенсин пухăнакан пайĕ çине страховани взносĕ куçарнисен пурин те право пур. Тĕпрен илсен кусем вĕсем 1967 çулта тата ун хыççăн çуралнă арçынсемпе хĕрарăмсем тата хăйсем миçе çултине пăхмасăрах патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнакансем.
Патшалăх çирĕплетнĕ списокра ертсе пыракан 52 компани тата патшалăхăн шутланман 114 пенси фончĕ. Хăйсен укçи-тенкине вĕсенчен хăшне шанса парасси – кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Ертсе пыракан компанисен тупăшлăхĕ пирки информацие Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче (wwwŸpfrfŸru) вырнаçтараççĕ. Вĕсем пирки пенси фончĕн районти управленийĕнче те паллашма пулать.
2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенсин пухăнакан пайне илме тивĕç пенсионерсем пухăнакан пенси укçи-тенкине, вăл шутра укçана ертсе пыракан компанисенче тата патшалăхăн шутланман пенси фончĕсенче инвестициленипе тунă тупăша илме тытăнчĕç. Республикипе кун пек çынсем 12 пин ытла ĕнтĕ.