01 декабря 2012 г.
Тĕрлĕ сас-хура хăвăрт сарăлать. Хăшĕ-пĕри каланă тăрăх патшалăх пенсисене хушса финанслассин прграмми «ĕçлеме» пăрахнă. Çавна май ку ыйту пирки Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхне Алексей КОНСТАНТИНОВА тĕп-лĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăм. Алексей Витальевич хаваспах килĕшрĕ:
– Тÿрех каласа хăвармалла, ку сас-хура чăнлăхпа пачах та тÿр килмест. Кун пирки Раççей Пенси фончĕ те официаллă майпа пĕлтерчĕ. Патшалăх пенсисене хушса финанслассин условийĕсемпе срокĕсене 2008 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 56-ФЗ " Федераллă саккунпа пăхса хунă. Программăна хутшăнас текенсем пĕрремĕш взноса 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен хывма пултараççĕ. Ун хыççăн татах 10 çул хушши программа участникĕ хăйĕн хушма пенсийĕ валли çулталăкне 2000 тенкĕрен тытăнса 12000 тенкĕ таран хывса тăма пултарать. Паллă ĕнтĕ, çав суммăлăх ăна патшалăх татах хушса парать.
Çапла вара программа вăйра, вăл вĕçленмен-ха. Программăна хутшăнакансем умĕнчи пур обязательствăсене те туллин пурнăçлаççĕ. Халĕ вара прграммăна малалла тăсасси пирки ыйтăва Раççей Федерацийĕнчи пенси системине нумай вăхăтлăх аталантарассин стратегине палăртнă май сÿтсе яваççĕ.
Паянхи куна илес пулсан Раççейĕпе хăйсен пенсийĕсене патшалăх хушса финанслассин программине хутшăнакансем 9 миллион çын. Асăннă программăна хутшăнма республикипе 130 пин ытла çын, районĕпе 900 çын заявлени çырса панă.
Нумаях пулмасть патшалăх хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлама, пенсие тухакансене хушса финансланă пенси суммине тÿлеме тытăнчĕ. Çавăнпа та асăннă программăпа интересленекенсен шучĕ те самай ÿсрĕ. Çакна район кăтартăвĕсемпе те çирĕплетсе пама пултаратăп. Акă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, районта патшалăх пенсисене хушса финанслассин прграммине хутшăнма заявлени çырса паракансен шучĕ 20 (!) хут ÿсрĕ. Кунпа пĕрлех граждансем хывнă взноссен сумми те палăрмаллах пысăкланчĕ.
Раççей гражданинĕ 14 çул тултарнă пулсан вăл патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнма пултарать ĕнтĕ. Çавăнпа пĕрлех пенсие тухнисем те хăйсен пенси виçине палăрмаллах ÿстерме пултараççĕ. Программăна хутшăнма кăмăл тăватăр пулсан Пенси фондне пырса заявлени çырма пултаратăр е хăвăрăн ĕç вырăнĕнче бухгалтерие заявлени памалла. Кунсăр пуçне килтен тухмасăр та программа участникĕ пулса тăма май пур. Интернет урлă патшалăх услугисен пĕрлехи порталне (wwwĕgosuslugiĕru) кĕмелле. Граждансенчен заявленисене банксем те, патшалăхăн шутланман пенси фончĕсем те йышăнаççĕ. Пенси фончĕ вĕсемпе алă пуснисене пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетесси пирки килĕшÿ туни кирлĕ кăна.
Ĕçлекен граждансемшĕн программăна хутшăнмалли чи ансат мел вăл – взноссене ĕç вырăнĕнче ĕç укçинчен куçарса тăрасси. Çавна валли ертÿçĕ ячĕпе заявлени çырмалла, уйăхсерен Пенси фондне мĕнле сумма куçарса тăмаллине кăтартмалла.
Кунсăр пуçне кирек кам та банка пырса взнос тÿлеме пултарать. Кунта тĕрлĕ вариант пур. Чи ансат форма – квитанци çырмалла та банк сотрудникĕ патне пымалла кăна. Е тата çапла та тума пулать. Пенси фондне пырса штрих-кодлă ятран паракан çырнă квитанци илмелле те палăртнă суммăна кăтартса взноса Перекет банкĕн тÿлев терминалĕ урлă куçармалла.
Взноссене квитанцисĕр те тÿлеме пулать. Апла тăвас тесен банкоматсемпе Перекет банкĕн тÿлев терминалĕсенче взноса банк картти çинчен куçармалла е укçан тÿлемелле. Ăна валли обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельстви çинчи лицевой счет номерне кăна палăртмалла.
Программа участникĕсем хывнă взноссене тата патшалăх хушса тÿленисене ертсе пыракан компанисене тата патшалăхăн шутланман пенси фончĕсене куçарса параççĕ. Унта вĕсен пухăнакан пенсийĕсене инвестицилеççĕ. Енчен те гражданин ертсе пыракан компание е патшалăхăн шутланман пенси фондне палăртман пулсан, унăн пухăнса пыракан укçи-тенки патшалăхăн ертсе пыракан компанийĕнче инвестициленет.
Патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăннă çын ватлăха пула пенсие тухать пулсан е тата çул çитмесĕрех пенсие тухнă чухне те пĕтĕм суммăна илме пултарать. Ун шутне çын хывса тăнă взноссем те, патшалăх хушса финансланин сумми те, инвестици тупăшĕ те кĕреççĕ.