Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача амăшĕсене – капитал тата çăмăллăхсем

01 декабря 2012 г.

Ача амăшĕн кунĕ тĕлне РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ачаллă хĕрарăмсене патшалăх пулăшăвĕ парассипе мĕнле ĕçлесе пынин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ку ĕç республикăра тата районта мĕнле пулса пыни пирки Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ Ольга АЛЕКСЕЕВА каласа парать:

– Сăмах кунта патшалăх пулăшăвĕн икĕ енĕ пирки пырать: ача амăшĕсене пенсипе тивĕçтересси тата федераллă шайран паракан ача амăшĕн капиталне уйăрасси.

Çапла вара ĕç пенсине вăхăт çитмесĕрех – 50 çул тултарнăран тытăнса çаксене пама пуçăнаççĕ:

– хĕрарăм 5 е ытларах ача çуратса вĕсене 8 çул тултариччен пăхса ÿстернĕ пулсан. Кун пек чухне страховани стажĕ 15 çултан кая пулмалла мар;

– хĕрарăм 2 е ытларах ача çуратса ÿстернĕ, страховани стажĕ 20 çулран ытларах тата календарлă 12 çултан кая мар Çурçĕрте е 17 çулран кая мар унпа танлаштарнă вырăнсенче ĕçлесе пурăннă пулсан.

2007 çултан тытăнса Пенси фончĕ «Ача пур çемьесене патшалăхăн хушма пулăшăвне памалли мерăсем çинчен» Федераллă саккуна пурнăçа кĕртессипе ĕçлет. Унтанпа районĕпе иккĕмĕш тата хыççăнхи ача çуратакансене е усрава илекенсене ача амăшĕн сертификачĕсене 936 панă. Республикипе кун пеккисем 39,5 пин пулнă. Капитал виçине çуллен индексацилеççĕ. 2012 çулта вăл 387,6 пин тенкĕпе танлашать е чи малтанхи виçерен 55 процент пысăкрах. Çитес çулхи федераллă бюджет пирки йышăнма палăртакан Федераллă саккун проектĕнче ача амăшĕн капиталне 408,9 пин тенкĕ чухлĕ пăхса хăварнă.

Ача амăшĕн капиталĕпе виçĕ енпе усă курма май пур: пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси виçине ÿстерме. Ача амăшĕн капиталĕпе усă курас тесен ача 3 çул тултарни кирлĕ. Укçа-тенкĕне пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕсене тата займĕсене саплаштарма уйăрнă чухне ача миçе çул тултарнине пăхмаççĕ.

Республикăра та, районта та ытларахăшĕ ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курма тăрăшать, ăна çурт-йĕр кредичĕсене тата займĕсене саплаштарма уйăрать. Районĕпе ку тĕллевпе 379 заявленипе 126,5 миллион тенкĕ, республикипе 14,8 пин заявленипе 5 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă. Сертификат хуçисем çавăн пекех уйăракан укçа-тенкĕпе çурт-йĕр туянма, строительство компанийĕсене явăçтармасăр çурт-йĕр тума е реконструкцилеме, пая кĕрсе çурт-йĕр тума, туса е реконструкцилесе пĕтернĕ çурт-йĕршĕн компенсаци илме те активлă усă кураççĕ.

Çемьери хăйсен аслă ачисене аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе колледжсенче вĕрентнĕшĕн тÿлеме ача амăшĕн капиталĕпе усă курасси пирки районĕпе 15 заявлени пĕтĕмпе 540,2 пин тенкĕлĕх йышăннă. Республикипе кун пек çемьесем 352, укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле сумми 9 миллион ытла тенкĕ. Ачана ача садне çÿренĕшĕн тÿлеме ача амăшĕн капиталĕпе усă куракансем республикипе 66, пирĕн районта çук.

Ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне пысăклатма республикăра сертификат хуçисенчен заявленисем пулман. Ку укçа-тенкĕпе усă курман пулсан вара пенсие тухнă чухне ача амăшĕсем çак укçа-тенкĕне хăйсем палăртнипе 10 çул хушшинче е ытларах тапхăрта уйăхсерен сроклă тÿлев шучĕпе илсе тăма пултараççĕ.

Федераллă саккун вăя кĕнĕренпе ача амăшĕн капиталĕпе усă курасси пирки 523 заявлени пĕтĕмпе 161,3 миллион тенкĕлĕх, республикипе 19,6 пин заявлени 6,2 миллиард тенкĕлĕх йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика