01 декабря 2012 г.
Раççейри куç курманнисен обществăлла организацийĕ çак категорие кĕрекен çынсемпе тĕрлĕ енлĕ ĕçлет. Асăннă организаци тытăмĕнче реабилитаци центрĕ, виçĕ санатори, вĕренÿ заведенийĕсем тата ыттисем вăйра тăраççĕ. Çаксемсĕр пуçне тата социаллă пулăшу центрĕ урлă тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курма май пур – кусене йăлтах сывлăх енчен кăлтăклă çынсен тăнăçлăхĕшĕн йĕркеленĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарма эпĕ Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийĕн ертÿçинчен А. Михайловăран ыйтрăм.
– Пирĕн обществăлла организаци хамăр патра членра тăракан инвалидсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Эпир кашнинпе уйрăммăн курса калаçма тăрăшатпăр, вăл е ку социаллă пулăшупа усă курма май пуррине шута илетпĕр, çавăн пекех пĕлÿ е специальность суйласа илессинче пулăшатпăр.
Акă Мускав облаçне кĕрекен Волоколамск хулинчи центр обществăра тăракан инвалидсене вĕренме йышăнать. Пирĕн районтан унта тăватă çын пĕлÿ, специальность алла илчĕ. Халĕ вĕсем хăйсем тĕллĕнех çак пĕлÿпе усă курма пултараççĕ. Центрти вĕрентÿ тĕрлĕ енлĕ пурнăçланать. Социаллă реабилитаци уйрăмĕнче 1 ушкăнри инвалидсем пурнăçра куллен тĕл пулакан йывăрлăхсене (çĕлесси, пĕçересси тата куç куракан çын тăвакан ытти ĕçсем) çĕнтерме икĕ уйăхлăх курсра вĕренеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара кунта пачах курман çынна пурнăç юхăмне кĕме хăнăхтараççĕ. Професси пĕлĕвĕн уйрăмĕнче 1, 2, 3 ушкăнри инвалидсем тĕрлĕ специальность, хушма пĕлÿ (компьютерпа ĕçлеме; кайăк-кĕшĕк, хурт-хăмăр ĕрчетме; автомашина, атă-пушмак юсама; йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларма вĕренесси тата ытти те) алла илеççĕ.
Çавăн пекех куç курман е япăх куракан яшсемпе хĕрсене Курск хулинчи музыка колледжĕ, Кисловодскри медицина колледжĕ, Ульяновскри фармаци колледжĕ вĕренме йышăнать. Ульяновскра Николай Александров питĕ ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Халĕ вăл районти тĕп больницăра ĕçлет. Çавăн пекех Кисловодскра пĕлÿ илнĕ специалист пысăк ăсталăхпа палăрать. Апла пулсан харпăр хăйне аталантарма майсем çителĕклĕ. Пачах курман е начар куракан çынсем те пурнăçра сахал мар çитĕнÿсем тăваççĕ, ун йышшисем пирĕн хушăра сахал мар.
Куç курманни е япăх курни вăл харпăр хăйне ыттисенчен уйрăмрах тытмаллине пĕлтермест, пурте пĕр тан праваллă. Сывлăх вара тĕрлĕрен пулать, ăна никам та суйламасть, чылай чухне мĕн пÿрнипе килĕшме тивет.
Асăннă категорири çын патне тĕрлĕ кĕнеке илсе çитересси те пирĕн урлă пурнăçланать. Эсир кăмăллакан кĕнекене Шупашкар хулинчи ятарлă библиотекăран кÿрсе килетпĕр. Ку енĕпе те пирĕн тĕслĕх илмелли вулавçăсем сахал мар.
Пирĕн категорие кĕрекен çынсен вара сывлăха çирĕплетесси, пушă вăхăта тĕрĕс йĕркелесси пирки пĕр самантлăха та манма юрамасть. Кунта манăн организаци тытăмĕнчи виçĕ санатори (Мускав облаçĕнче, Геленджик, Пятигорск хулисенче) ĕçленине палăртас килет. Пысăк опытлă врачсемпе специалистсем, паха условипе сиплев – йăлтах пире валли. Май пур таран кашнинех сывлăха çирĕплетме тăрăшмалла. Санаторие каяс пусан вара чи пĕлтерĕшли – социаллă пакета пăрахăçламанни.
Куç курман е япăх куракан инвалидсене реабилитацилессин индивидуаллă программипе килĕшÿллĕн техника хатĕрĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Енчен çак шута кĕрекен япалана туяннă пулсан социаллă пулăшу центрне кайса заявлени çырмалла, ун хакне каялла тавăрса пама тивĕç.
Р. Илларионова
калаçнă.