Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитательсен ĕç укçи ÿсмелле

01 декабря 2012 г.

Воспитательсен ĕç укçи ÿсмелле

Декабрьте воспитательсен ĕç укçине 24 процент чухлĕ ÿстерме палăртаççĕ. Кун пирки республика правительствин черетлĕ канашлăвĕнче йышăну тунă.

Çак пуçарупа Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви тухнă. Декабрьте воспитательсен ĕç укçи пĕтĕмĕшлĕ пĕлÿ сферинчи вăтам ĕç укçин 80 проценчĕпе танлашмалла. Çитес çулхи февральтенпе вара çак сферăри вăтам ĕç укçи чухлĕ пулмалла. Воспитательсене декабрьте пысăкрах ĕç укçи тÿлеме республика бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕне яхăн уйăраççĕ. Çапла вара воспитательсем вăтамран уйăхра 12830 тенкĕ илмелле.

Владимир Иванов министр ĕç укçине ÿстернĕ малтанхи тапхăрсенче ку ыйтăва татса парасси муниципалитетсен шайĕнче мĕнле ĕçленинчен килнине палăртнă. Сăмахран, ку таранччен Улатăр, Вăрмар, Тăвай районĕсенчи шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕ ыттисенчен пĕчĕкрех пулнине аса илтернĕ. Михаил Игнатьев Пуçлăх ку тĕлĕшпе республикăра кашниншĕнех условисем пĕр пек пулмаллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика