28 ноября 2012 г.
Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче – «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче тăтăшах мĕнле те пулин ăмăрту иртет. Акă иртнĕ шăмат кун та, ноябрĕн 24-мĕшĕнче, кунта Муркаш ял тăрăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн сĕтел çи теннис енĕпе хĕрÿ вăйăсем пулчĕç.
«Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсем хăйсене пĕр çыхăра, вĕсем пурте пĕр командăра ĕçленине ытларах туйччăр тесе йĕркелеме шутларăмăр çак ăмăртăва. Паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, специалистсемпе депутатсене спорта явăçтарас пысăк кăмăл пуртан та», – çапла пĕлтерчĕ Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ермолаев ăмăрту епле «çуралнипе» кăсăклансан. Сĕтел çи теннисĕ пирки калас пулсан вара ăна юлашки çулсенче пирĕн районта та ытларах кăмăллама пуçлани куç кĕрет. Ку ăмăртăва малашне кашни çулах ирттерме палăртаççĕ. Çирĕплетнĕ кубок вара куçса çÿрекенскер пулать.
Кашни командăра виçĕ çын пулнине кура «виçĕ ракеткăпа» вылярĕç ăмăртура. Хаваслăх, ăшă кăмăл, савăк кулă хуçаланчĕ спорт залĕнче. «Ракеткăна юлашки хут тытнăранпа вунă çул та иртрĕ пулĕ», «теннисла хăçан вылянине те астумастăп» тенине пĕрре мар илтме тÿр килчĕ ăмăрту вăхăтĕнче. Анчах та финал çывхарнăçемĕн вылякансем татах та хĕрсе кайрĕç: кубока хăйсен ял тăрăхне илсе каяссинчен пĕр-икĕ утăм кăна уйăрать-çке-ха.
Финал вăййисенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хушшинче Шетмĕпуç, Муркаш тата Москакасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вăй виçрĕç. Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев çаврăнăçуллăрах пулчĕ – çĕнтерĕве хăйĕн аллинчен вĕçертмерĕ. Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Александров – 2-мĕш, Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Матросов – 3-мĕш.
Депутатсен йышĕнчен чи маттурри пулнине Муркаш ял тăрăхĕн депутачĕ Р. Потапов кăтартса пачĕ. 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене Шетмĕпуç ял тăрăхĕн депутачĕпе В. Павловпа Чуманкасси ял тăрăхĕнчи депутат Н. Данилов çĕнсе илчĕç.
Муниципаллă служащисен категорийĕнче ăмăртакансем хушшинче район администрацийĕн сектор ертÿçи Л. Петрова мала тухрĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи В. Егорова тата район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Л. Тарасова.
Ăмăртăва республикăри Спорт тата туризм министерствин пай пуçлăхĕ В. Игнатьев та килсе çитрĕ. Вăл Муркашсене саламласа вĕсен хĕрÿ туйăмĕсене курса киленчĕ кăна мар, хăй те алла ракетка тытмасăр чăтаймарĕ. Вырăнсенче спорт ăмăртăвĕсем ирттерни массăллă спорта аталантарасси çине лайăх витĕм кÿнине палăртса мала тухнисене медальсемпе тата дипломсемпе наградăлассине хутшăнчĕ.
Кирек епле ăмăртура та çĕнтерÿçĕ пĕрре кăна пулать, ăмăртăва ирттерме пулăшакансем вара темиçен пулсан та япăх мар. Акă ку ăмăртура та хăйĕн пурнăçне тахçанах спортпа çыхăнтарнă, спортсăр пурăнма пултарайман Виталий Павлов пулăшу кÿнĕ. Тивĕшре çуралса ÿснĕскер Муркаш ял тăрăхĕн пуçарăвне ырланине каларĕ.
А. Сидюшкин депутат, В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕ ку ăмăрту валли ятарлă парне хатĕрленине пĕлтерчĕ. Каламалла, спорт ăмăртăвĕсене ирттерме пулăшса Пуху енчен кун пек ырă утăм тăвасси пĕрремĕш хут мар.
Ăмăрту хыççăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсене валли пĕтĕмлетÿ турĕç тейĕн: кашниех хăйсен ял тăрăхĕн кубокне çирĕплетсе ăмăрту йĕркелеме май пурри çинчен калаçрĕ. Мĕнех, шухăшсен çирĕплĕхне вăхăт тĕрĕслĕ. Шăмат кунхи ăмăрту çакăн пек пуçару патне илсе пыма пултарчĕ пулсан вара чăнах та ырă сăмаха тивĕç.
Н. Николаева.