28 ноября 2012 г.
Çĕр пичĕ юрпа витĕнмех ĕлкĕреймерĕ пулин те хĕл сивви хăй пирки аса илтерме пуçларĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраканшăн хăйне евĕр йывăр вăхăт темелле çак тапхăра: янтăланă апат хĕл каçма çитĕ-и, ĕнесенчен пăру илесси уксахламĕ-и, продуктивлăха тивĕçлĕ шайра упраса хăварма хевте çитĕ-и; Ыйтусем нумай.
Иртнĕ эрнере пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассипе ĕçсем епле пынипе паллашма тĕрĕслевсем иртрĕç. Çак тĕллевпе хатĕрленĕ икĕ ушкăн пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен кашни ферминех çитсе курма тăрăшрĕ. Вĕсен сĕнĕвĕсемпе канашĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсемшĕн усăллă пулнине кашни фермăрах ырăпа палăртрĕç.
– Вăхăтра асăрхаттарнине тата специалистсем вырăна тухса сĕнÿ панине нимĕн те çитмест. Çакăн пек ĕçлесен ферма ĕçченĕсен те куçĕ уçăлать. Эпир те хамăр экономика çине хуçалларах пăхма пуçлатпăр, – пире кĕтсе илнĕ май калаçрĕ Чкалов яч. хис. хуçалăх ертÿçи П. Ефимов.
Асăннă хуçалăхра хĕле тĕплĕ хатĕрленсе юсав ĕçĕсене ытлă-çитлĕ пурнăçланă. Çавăнпа та ĕнесене апат парасси, сарайсене тирпейлĕ тытасси, ĕнесене шывпа тивĕçтересси кунта уксахламасть. Эпир çитнĕ кун ĕнесене уçăлма кăларнăччĕ. Вĕсем валли унта утă хурса панăччĕ. Асăннă хуçалăхра юлашки çулсенче козлятникран выльăх апачĕ хатĕрлесси тĕп вырăнта тăнăран кăçал та вăл çителĕклĕ пулни курăнчĕ. Апат çителĕклине кура ĕнесем те мăнтăр та таса. Çакна пăхса вĕсем талăксерен 10-шар килограмм ытла сĕт антарнинчен тĕлĕнмерĕмĕр те. Çамрăк выльăхсен рационне минераллă хутăшсем кĕртни, унта-кунта та апат çителĕклĕ пулни хуçалăхра ыранхи кунпа пурăнни пирки калать.
Хуçалăхри ĕнесен рационĕ те палăрмаллах пуян. Ăна пăхсан вĕсен продуктивлăхĕ те пĕчĕк пулма пултараяс çуккине ăнланса илетĕн. Паян ĕнесен рационĕнче 4 килограмм çăнăх, 4 килограмм утă, 10 килограмм ытла сенаж, вăрă чусти (жмых), кăшман нимĕрĕ (патока). Сарайĕнчи микроклимат лайăх. Тислĕк вăхăтра тухса тăрать. Анчахрах ĕнесен рационне кăмрăк хутăшĕ кĕртнĕрен выльăхсен сывлăхĕшĕн вăл усăллă пуласси пирки иккĕленÿ çук.
Сарайĕнче сумалли ĕнесем паян 77 пуç. Хуçалăх ертÿçи çывăх малашлăхра вĕсен йышне 110 пуçа çитерме условисем пурри пирки каларĕ.
Чапаев яч. хис. хуçалăхăн Отарккăри сĕт фермине йĕри-тавра сетка картапа çавăрни кунта хăрушсăрлăх ыйтăвне мала кăларнине çирĕплетет. Анчах выльăхсене апат парас çĕрте ĕçсем уксахлани те куç хĕррине юлмарĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ĕнесен тĕреклĕхĕ те Исетерккĕсенне çитеймест. Ĕç вăйĕ çитменнипех сарайсенче тирпейлĕх те иккĕмĕш вырăна юлма пуçланă. Эпир çитнĕ кун юсавçăсен бригади чÿречесене ăшă тытма картлани тирпейлĕхе мала кăларасса шантарать кăна.
– Татса памалли ыйтусем пур-ха. Анчах пуринчен те пĕлтерĕшлĕреххи – кадрсем çителĕклĕ марри. Çакăнта валли эпир паян пĕр шухăшлă çамрăксене шыратпăр. Малашлăха шанса ĕçлеме килекенсем валли хуçалăхра ĕç условийĕсем меллĕ пулĕç, – ыррине шантарса калаçать хуçалăх ертÿçи И. Захаров.
Кунта сарайсем çирĕп, ферма вырнаçнă вырăн лайăх, выльăхсем ытларах тытма та условисем пурри çанă тавăрса ĕçлемеллине пĕлтерет. Пурнăç çине хуçалларах пăхса çĕнĕлĕхсене ытларах çул памалла кăна. Хальлĕхе вара хуçалăхра 99 ĕнерен талăкра ĕне пуçне 2,9 килограмм çеç сĕт суни çителĕксĕррине никам та хирĕçлемест. Çĕр тĕрлĕ çын – çĕр тĕрлĕ шухăш. Анчах вăл шухăшсем пĕр тĕллевлĕ пулсассăн пурнăçри нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар, кирек епле чăрмава та çăмăллăнах сирме пулать.
А. ПЕТРОВ.