28 ноября 2012 г.
Муркаш район сучĕн юлашки вăхăтра çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă ĕçсене сахал мар тишкерме тивет. Тавлашуллă самантсене татса парас тĕллевпе граждансем суда искпа тухаççĕ.
Акă Катькас ял тăрăхĕнчи Шомик ялĕнче пурăнакан пĕр гражданин та çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе район администрацине хирĕç иск тăратрĕ. Унта вырăнти хăй тытăмлăх органĕн йышăнăвне саккунсăр тесе йышăнма тата хăйне çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме ыйтнă.
Кун патне вара акă мĕн илсе çитернĕ. Кăçалхи июлĕн 2-мĕшĕнче çак гражданин Муркаш район администрацине ăна хушма хуçалăха аталантарма тесе харпăрлăха çĕр лаптăкĕ пама ыйтать. Анчах та район администрацийĕ августăн 1-мĕшĕнчи çырăвĕпе ăна çĕр уйăрса пама пултарайманнине пĕлтернĕ. Сăлтавне Чăваш Республикинче республикăн ĕç тăвакан органĕсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хевтесĕррисене, вĕсен çемйисене ыттисенчен малтан çĕрпе тивĕçтерессин йĕркине палăртманнипе тата иск тăратакан хăйĕн пурăнмалли условисене лайăхлатмаллине çирĕплетекен документсем тăратманнипе ăнлантарнă. Çĕр илес тенĕ арçын, 3 ушкăн инваличĕ, унăн çĕр илме май пуррине 1995 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи 181 номерлĕ «О социальной защите инвалидов в Российской Федерации» федераллă саккунпа никĕслесе пĕлтернĕ.
Суд ларăвĕнче район администрацийĕн представителĕ маларах асăннă сăлтавсене пула гражданина çĕр уйăрса пама май çуккине пĕлтерчĕ. Явапçă РФ Çĕр кодексĕнче «никамран малтан çĕр лаптăкне памалла» текен ăнлав çуккине те палăртрĕ. Çапла вара – çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме пултарайманнине те. Маларах асăннă саккунпа килĕшÿллĕн çĕр илессинче çакăн пек правăпа хевтесĕррисем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă чух кăна усă курма пултараççĕ. Администрацине çĕр пама ыйтса çырнă гражданин пурăнмалли условисене лайăхлатмалли пирки те, хăй инвалид пулнине çирĕплетекен документсем тăратманнине пĕлтерчĕ.
Суд ĕçе тишкернĕ тата икĕ енĕн представителĕсене итленĕ хыççăн саккунлă йышăну турĕ. Йышăнăва тăвассинче иск тăратакан инвалид пулнине çирĕплетекен справкăна та, унăн хăйĕн харпăрлăхĕнче пурăнмалли çурт пулманнине, вăл пиччĕшĕ патĕнче пурăннине, кăçалхи августăн 2-мĕшĕнченпе пурăнмалли условисене лайăхлатма учета тăнине те шута илчĕ. РФ Конституцийĕнчи, Çĕр кодексĕнчи, Гражданла процесс кодексĕнчи статьясемпе, ытти хăш-пĕр федераллă саккунсемпе никĕслесе (вăл шутра çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр майпа парасси те) Катькас ял тăрăхĕнчи Шомик ялĕнче пурăнакан гражданинăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме йышăну турĕ. Çапла вара ăна Муркаш район администрацийĕн хушма хуçалăх аталантарма ирĕк паракан çĕр лаптăкĕпе тивĕçтермелле. Çĕре харпăрлăха суту-илÿ килĕшĕвĕ урлă çирĕплетмелле.
А. Алексеева,
Муркаш район сучĕн судйи.