28 ноября 2012 г.
Наркотиксем пирки сăмах пуçарас пулсан ыйтăва анлăлатса пур енлĕн тишкерсе хак пани, унпа çыхăннă тÿнтерлĕ ытти пулăмсене те çутатни кирлĕ. Тата çакă комиссин черетлĕ ларăвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăна та чикĕленсе тăмалла мар. Специалистсен те, ертÿçĕсемпе пуçлăхсен те, вĕрентекенсемпе воспитательсен те, депутатсемпе рядовой çынсен те пĕр çыхăра пулмалла. Унсăрăн ку мура çăварлăхлама май çук. Кунсăр пуçне тата наркотиксем терĕмĕр пулсан, пирус туртассине, эрех-сăра ĕçессине чарасси пирки те калаçмах тивет. Унпа пĕрлех – преступленисем тăвасси пирки те. Мĕншĕн тесен пĕри тепринпе уйрăлми тачă çыхăннă. Çитменнине вĕсем яш-кĕрĕм, шкул ачисем хушшинче хăвăрт сарăлаççĕ, çирĕпленсе çитмен организма ĕмĕрлĕхех хуçса хураççĕ.
Çĕр-шыв, республика, район шайĕнче те çак ыйтăвăн тарăнăшĕпе пĕлтерĕшне тĕрĕсех ăнланаççĕ. 2001 çулта «Об ограничении курения табака» Федераллă саккун, 2010 çулта республика Президенчĕ «О дополнительных мерах по профилактике курения табака в Чувашской Республике» Указ, «Комплексные меры противодействия злоупотреблению наркотическими средствами и их незаконному обороту в Моргаушском районе на 2010 – 2020 годы» муниципаллă тĕллевлĕ программа йышăнни ăнсăртран мар. Анчах çакă вăл туса ирттермелли тарăн та пысăк ĕçсен пуçламăшĕ кăна. Шăпах çак ыйтусем тавра сăмах пычĕ те ĕнтĕ ларура. Ыйтăвăн пĕлтерĕшне шута илсех лару ĕçне ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç, хыççăнах вĕсен канашлăвĕ те иртрĕ.
Ларура тĕрĕсех палăртрĕç, чи малтанах пирусран хăпса пырас пулать. Ку тĕлĕшпе шкул ачисем хушшинче туса ирттерекен ĕçсемпе район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ М. Тимкина каласа пачĕ. Культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Чернова, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов, комисси секретарĕ Л. Петрова ыйтăва тĕрлĕ енчен хак парса тишкерчĕç, тĕрлĕрен чару, ăнлантару мелĕсем çинче чарăнчĕç, пирус туртассинчен хăпма пулăшакан мероприятисене палăртрĕç тата ытти те.
Ку пĕтĕмпех аван. Вĕсене пула пĕр çын пирус тĕтĕмĕнчен хăпрĕ пулсан та туса ирттерекен ĕç харама кайман. Анчах тата кунта кашнин уйрăммăн хăйĕн тата пурин те тĕслĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, шкулта учитель ачасене пирус сиенĕ пирки каласа парать, тăхтав вăхăтĕнче вара хăй пирус ĕмсе тăрать пулсан, ирттернĕ калаçуран çур пуслăх та усси пулас çук.
Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Тимофеевăн сăмахĕсем кунта питех те вырăнлă: «Хам та пирус туртса курман çын мар. Пĕлетĕп, пăрахма çăмăл мар. Пĕр хут кăна мар пăрахнă, каллех пуçăннă. Халĕ виçĕ уйăх ытла ĕнтĕ пирус туртмастăп. Çавăнпа та кашнин хăйĕн тĕслĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп».
Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов та пируспа кĕрешессине чи малтанах хамăртан пуçăнмаллине палăртрĕ, çак ĕç епле пулса пынине Америкăри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Акă районти сывлăх сиплев учрежденийĕсенче вăй хуракансем хушшинче пирус туртакансем çукпа пĕрех. Тĕп больницăра нарколог та пур. Пирус туртма пăрахас кăмăл пуррисене кунта хапăл туса йышăнаççĕ. Районти тĕп больницăн нарколог врачĕ Л. Иванова пирус туртма пăрахас кăмăллисене пушă вăхăта спортпа, усăллă, юратнă ĕçпе, шыв процедурисем йышăнассипе саплаштарма сĕнчĕ.
Район пуçлăхĕ вара кунсăр пуçне май пулсан пирус туртма пăрахакансем валли коллективлă килĕшÿсенче пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли условисене пăхса хăварма пултарнине те асăнчĕ.
РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Григорьев районта наркотиксемпе кĕрешес ĕçпе паллаштарчĕ. Иртнĕ тапхăрта унпа çыхăннă 8 преступлени регистрациленĕ. Вăл шутран 2 преступлени – пирĕн район çыннисем тĕлĕшпе. Преступленисенчен ытларахăшĕ мăкăнь акса ÿстернипе, ăна илсе çÿренипе, сарнипе çыхăннă. Административлă майпа йĕркене пăснă пирки 18 ĕç пуçарнă. Нумаях мар пек. Анчах ку – лăпланмалли сăлтав мар. Çавăнпа та хальхи вăхăтра туса ирттерекен профилактика мероприятийĕсене, пасарсемпе суту-илÿ точкисене тĕрĕслесе тăрассине пăрахăçламалла мар.
Р. Тимофеев вара çак саманта та палăртмасăр хăвармарĕ. Халĕ тупса палăртнă преступленисенче уйрăм çынсем кăна. Анчах та наркотиксемпе аппаланасси вăл пĕр е икĕ çын ĕçĕ кăна мар. Çак çынсем хыççĕнче преступлениллĕ ушкăнсем те пулма пултараççĕ.
«Наркотиксемпе аппаланасси пирĕн районта хальлĕхе ун пекех сарăлман тетпĕр пулин те, çынсем унран вилнĕ тĕслĕхсем те пур ĕнтĕ, апла пулсан лăпланма сăлтав çук», – терĕ районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов та.
Ыйтусен ыйтăвĕ вăл – эрех ĕçнипе кĕрешесси. Ку вăл чăннипех те пĕтĕм халăх проблеми пулса тăчĕ. Ларура ун пирки те ыйту пулчĕ. Çамрăксем хушшинче вăл анлă сарăлни палăрать. Унтан вара преступлени çулĕ çине тăрасси патне те çур утăм кăна. Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Григорьев илсе кăтартнă цифрăсем пурне те шухăша ямалла. Çак тапхăрта районта 329 преступлени тунă пулсан, 115-шĕ эрех ĕçнипе çыхăннă. Çемьери 278 хирĕçÿ-харкашăвăн тĕп сăлавĕ те ялан тенĕ пекех эрехпе çыхăннă. Кусем вĕсем официаллă майпа регистрациленисем кăна. Обществăлла вырăнсенче эрех ĕçнĕ, çул çитменнисене эрех-сăра сутнă тата йĕркене пăснă ытти тĕслĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та эрех ĕçнипе кĕрешессипе пур майсемпе те усă курас пулать.
«Мĕн курса, мĕнле воспитани илсе ÿсеççĕ-ха ашшĕ-амăшĕ эрех пички ăшне путнă çемьесенчи ачасем; Çăлас пулать кун пек ачасене, уйăрас пулать вĕсене кун пек ашшĕ-амăшĕнчен», – сĕнчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
; ; ;
Çулталăк вĕçлениччен уйăх ытларах кăна юлать. Ку тапхăрта бюджет ыйтăвĕ çивĕчленнине палăртрĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕнче район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. Ананьева. Задача çăмăл мар: бюджет тупăшсем, тăкаксем енĕпе пур статьясемпе те пурнăçланмалла. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен налук пухса çитересси шухăшлаттарать. Мерăсем йышăнас пулать. Тепĕр чухне вара тупăшсем енĕпе мар, ял тăрăхĕсенче бюджетпа пăхса хунă укçа-тенкĕне «тăкаклама пултарайманни» те шухăшлаттарать. Бюджета хăш-пĕр улшăнусем кĕртес пулсан вара çакна декабрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр туса ирттермелле.
«Пысăкрах ĕç укçи илес тетĕр пулсан çине тăрса ĕçлес пулать, – палăртса каларĕ Р. Тимофеев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене. – Çĕршĕн, пурлăхшăн налук пухассипе, аренда тÿлевĕ илессипе çине тăрса ĕçлени кирлĕ».
Район администрацийĕн пуçлăхĕ вырăнсенче çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те çивĕчлетрĕ. Акă Суворов яч. хис. хуçалăхра çынсен çĕр пайĕсене арендăна илсе усă курассине малашлăха пăхма пĕлсе татса панă темелле. Чи малтанах çакна мĕнпе çыхăнтармалла-ха. Çитес çултан тытăнса çĕр ĕçĕпе çыхăннă хуçалăхсене патшалăх техника, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх туянма субсидисем мĕн чухлĕ çĕр акса-лартса тунине кура уйăрса пама тытăнать. Апла пулсан ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕсене пысăклатни пĕлтерĕшлĕ.
Уйăрса панă çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курни кирлĕ. Ку ыйтăва та куç ытамĕнчен вĕçертмелле мар. Çĕрпе урăх тĕллевпе усă курасси пуçлăх ирĕк панипе е вăл «курмăш пулнипе» çыхăннă пулсан вара ку уншăн хакла кайса ларма пултарать.
Катькас, Ильинка ял тăрăхĕсенче халĕ те нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парас ыйтăва татса пама пултараймаççĕ. Тек ку ыйту патне урăх таврăнмалла ан пултăр тесе палăртрĕ Р. Тимофеев.
Африка чумин чирĕ пирки пурте илтнех ĕнтĕ. Пирĕн патра вăл çук-ха тесе ларни пысăк йăнăш пулĕччĕ. Çавăнпа та сыхлав, профилактика ĕçĕсене вырăнсенче тĕплĕн туса ирттермелле. Ял çыннисем хушшинчи ăнлантару ĕçĕ пирки те манмалла мар. Кун пирки «Россельхознадзорăн» представителĕсем каласа пачĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.