28 ноября 2012 г.
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 481 " Постановленийĕ кун çути курчĕ. Унта сăмах алкоголь продукципе суту-илÿ тăвассинчи хăш-пĕр улшăну пирки пырать. Ку тĕлĕшри çĕнĕлĕхпе тĕплĕнрех паллаштарма экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕнчен Н. Костинăран ыйтрăм.
–Ăна, паллах, эрех-сăра сутассинче çирĕп йĕрке тăвас тĕлĕшпе йышăннă. Çавна май пирĕн асăннă йышăну районта епле пурнăçланнине тĕрĕслемелле.
Çÿлерех асăннă çĕнĕлĕхпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа алкоголь продукцийĕпе ваккăн суту-илÿ тăвакан организацисен, уйрăм предпринимательсен кану, спорт, туризм ĕçĕсем йĕркелесе ирттерекен вырăнсем çывăхĕнче эрех-сăра тытăмăшлĕ напиток сутма юрамасть.
– Нина Марксовна, апла пулсан обществăлла апатлану предприятийĕсенче малашне кăмăл тăвакансем тутлă çимĕçпе пĕрлех хаяррипе сăйланаймĕç-и;
– Ку йĕрке Раççей Федерацийĕн Наци стандарчĕпе килĕшÿллĕн «ресторан, обществăлла апатлану предприятийĕ» категорие кĕрекеннисене пырса тивмест.
– Никамшăн та вăрттăнлăх мар, хăш чухне массăллă мероприятисем вăхăтĕнче те эрех-сăра ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çынсем обществăлла йĕркене пăсаççĕ, çапла майпа ыттисен кану вăхăтне пăсаççĕ.
–Çавăн пекех асăннă йĕрке суту-илÿ тăвакан организацисем, уйрăм предпринимательсем алкоголь продукцийĕпе массăллă мероприятисем пулакан вырăнта (урамра, лапамра, çуртра) ăна ирттернĕ кун сутассине хирĕçлет.
Асăннă çĕнĕлĕхпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт подъезчĕсенче вырнаçнă обществăлла апатлану предприятийĕсенче, ача-пăча вылямалли тÿремсене кĕмелли лаптăксенче алкоголь продукцине ваккăн сутассине йĕркелеме юрамасть.
– Асăннă постановленипе килĕшÿллĕн пирĕн патри суту-илĕвĕн пĕр точки те пулин хăй ĕçне пăрахăçлать-и;
– Хальлĕхе ун йышшисене палăртман.
Р. Илларионова калаçнă.