Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ тĕл пулусем

28 ноября 2012 г.

Нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă, ноябрĕн 23-мĕшĕнче ĕçлĕ тĕл пулусене хутшăннă.

«Россельхозбанк» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн правленийĕн Председателĕпе, Сăнав канашĕн членĕпе Дмитрий Патрушевпа тĕл пулнă май Чăваш Ен агропромышленноç комплексне аталантарассипе, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе банк пулăшăвĕпе усă курассин малашлăх задачисене сÿтсе явнă. Унта Муркаш районĕнче конкурентлă продукци туса кăларма тытăнакан хальхи сĕт-çу фермине хута ярасси пирки те калаçу пулнă.

Михаил Игнатьев Раççей çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕпе Сергей Донскойпа та тĕл пулса калаçнă. Калаçура Çавал шывĕ çинче хÿтĕлев сооруженийĕсен иккĕмĕш черетне тăвассин, республикăра вăрман ĕçĕсене йĕркелессин, кивелсе çитнĕ пушар техникине çĕнетессин ыйтăвĕсене хускатнă. Федераллă министр асăннă ĕçсем валли укçа-тенкĕ уйăрма шантарнă.

Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕпе – строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн федераллă агентствин ертÿçипе Владимир Коганпа ирттернĕ тĕл пулура республикăна арендăна памалли çурт-йĕр тата перекетлĕ шутланакан, çав шутра сахал хутлă пурăнмалли çурт-йĕр строительствин механизмĕсене сăнаса пăхмалли пилот регионĕ вырăнне усă курассин ыйтăвне çĕкленĕ.

Михаил Игнатьев Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулса калаçнă май Чăваш Енре 2013 çул валли шайлашуллă бюджет хатĕрленине палăртнă. Тĕл пулура типĕ çанталăк сиенне пĕтерме тата нумай профильлĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пулăшас тĕлĕшпе мероприятисем пурнăçлама илнĕ 725,1 млн тенкĕ бюджет кредичĕсем тăрăх Чăваш Енĕн обязательствисене 20 çуллăха реструктуризацилесси çинчен килĕшсе татăлнă. Мускаври тĕл пулусем пулăшнипе республика бюджечĕн 1 млрд тенкине республикăра пурăнакансем умĕнчи социаллă обязательствăсене пурнăçлама ярĕç.

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă май акционерсен «Газпром» уçă обществин Правленийĕн председателĕпе Алексей Миллерпа тĕл пулнă. Республика территорийĕнче «Газпром» хутшăннипе инвестици проекчĕсене пурнăçламалли малашлăх çулĕсене сÿтсе явнă. Михаил Игнатьевпа Алексей Миллер Шупашкар хулин Атăл леш енчи территорине газификацилемелли проекта «Газпромăн» 2013 çулхи инвестици программине кĕртесси пирки калаçса татăлнă. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 500 млн тенкĕпе танлашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика