24 ноября 2012 г.
Районта ноябрĕн 21-мĕшĕнче черетлĕ информаци кунĕ иртесси пирки пĕлтернĕччĕ. Унăн теми – Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăçалхи 9 уйăх итогĕсем çинчен, республикăн 2012 çулхи бюджет политики çинчен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче йышăннă 124 " «Чăваш Республикинче ялсенче пурăнакансене медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине çĕнетсе лайăхлатассин хушма мерисем çинчен» Указĕ, Чăваш Республикинче пирус туртнине чакарас тĕллевпе туса ирттермелли ĕçсем çинчен. Района килнĕ ушкăнсен представителĕсем район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсемпе тата федераллă структурăсен районти представителĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсенче пулчĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, çынсене интереслентерекен ыйтусем çине хуравларĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕпе – Раççей Федерацийĕн Акционерсен коммерци Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи 8613-мĕш номерлĕ уйрăмĕн управляющийĕпе В. Александровпа тата Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Муркашри хушма офисĕн заведующийĕпе Ю. Ивановпа пĕрле хушма офисра пулчĕ.
Чи малтан вĕсем «Ударник» хуçалăхри лару-тăру тавра калаçрĕç. «Пирĕншĕн чи кирли – хуçалăха сыхласа хăварасси, çав тĕллевпе хамăр енчен мĕн кирлине тăвасси», – палăртрĕ Вячеслав Николаевич.
Унтан вĕсем хушма офисăн ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунне кĕртнĕ ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă май чăваш банкирĕсен ертÿçи çакна палăртрĕ. Чăваш Республикин çитес çулхи тата çывхарса килекен ун хыççăнхи икĕ çулти бюджетра чылай нумай çĕнĕ программăсене финанслассине хăварнă. Вĕсем йăлтах халăхăн пурнăçне лайăхлатма пулăшаççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн республикăра 100 ФАП тумалли çинчен калакан Указĕ çинче чарăннă май çакна палăртрĕ: Унта Муркаш районĕ те хутшăнать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев палăртнă тăрăх Чуманкассипе Шомикра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене тума палăртнă. Мăн Токшикра, Тойкилтĕре тата Шуркассинче вара çак медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетмелле.
Вячеслав Николаевич Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕн Муркашри хушма офисĕн ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне пĕлсе тата пахалăхлă пурнăçланине палăртрĕ. Кăтартусем лайăх пулнăшăн тав турĕ. Перекет банкĕн пулăшăвĕсем çинче чарăнса тăнă май, вĕсенчен çĕннисемпе халăха ытларах тивĕçтермеллине пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, Перекет сертификачĕсене парассипе, Он-лайн вкладсем парассипе тата ыттипе те. Килти хушма хуçалăхсене паракан кредитсем халăхăн пурнăç шайне ÿстерме пулăшнине палăртрĕ.
Халăхăн пурнăç шайĕ ÿссе пынине районти предприятисен аталанăвĕ те çирĕплетсе парать. Кăçалхи 10 уйăхра вĕсем малтанхинчен чылай лайăх ĕçлени палăрчĕ. Апла пулсан ĕç укçи те хăпарса пырать, пурнăç шайĕ те. Район бюджечĕн хамăр çак хушăра тунă тупăш пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 35 процент ытларах пулнине кăтартса парать.
Ростислав Николаевич районта сахал хутлă çуртсем тума çĕр хатĕрлес ĕç пынине каларĕ. Район аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Информаци ушкăнĕ Перекет банкĕн Муркашри хушма офисĕн Мăн Сĕнтĕрти филиалĕнче те пулса курчĕ. В. Александров хăш-хăш предприятисем Перекет банкĕ урлă ĕç укçи илнипе интересленчĕ. Камăн Перекет банкĕн ĕç укçи илмелли карточки пур, çавсене пурне те кредит карттисемпе тивĕçтермеллине палăртрĕ. Çавăн пекех карточка пуррисем бонус программинче регистрациленсен, клиентсен бонус пухăнса пынине, çакă клиент майлă тунă ырă утăм пулнине палăртрĕ.
Информаци ушкăнĕ «Карина» предприятире пулса курчĕ. Кунта 30 çын ĕçлет. Ĕçе 2 сменăпа йĕркеленĕ. Пурте тенĕ пекех вырăнти çынсем. Кунта туса кăларакан пластик чÿречесемпе алăксене Мускав çывăхĕнчи предприятисем те хаваспах туянаççĕ. Кунта хальлĕхе 2 цех ĕçлет. Кĕçех вĕсен шучĕ виççе çитет.
Юнашарти «МирТрубПласт» предприятире те мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Кăçал кăна кунта 3 млн. долларлăх оборудовани вырнаçтарнă. Предприятин Хусанта филиал пур. Ижевскра, Барнаулта, Красноярск крайĕнче тата ытти çĕрте суту-илÿ представительствине туса хунă. Мăн Сĕнтĕрти предприятин тĕрлĕ диаметрлă пăрăхĕсене хаваспах туянаççĕ Раççейре.
Мăн Сĕнтĕрти райпо коллективĕпе те тĕл пулчĕ çак кун информаци ушкăнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев район аталанăвĕпе паллаштарнипе пĕрлех тирпейлĕх ыйтăвне хускатрĕ. Пурнăçра йăлтах çынсенчен килнине палăртрĕ. Ку, чăнах та, тĕрĕс сăмахсем пулнине райпо канашĕн ертÿçи Л. Майкова та çирĕплетрĕ. Кунти сутуçăсем 20, 30 пин тенкĕ илекенсем те пур.
Тумалли вара ку территоринче те пур. Ростислав Николаевич çитес çул кунта çĕнĕ ача садне проектламаллине, нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт тумаллине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра вара Культурăпа кану çурчĕн пристройне тăваççĕ.
Тĕл пулура ял çыннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансене час-часах шыв пулманни пăшăрхантарать. Тренккăри нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен те пур ку нуша. Мăн Сĕнтĕр ялĕнче, кунти автобус чарăнмалли вырăнта тата Москакассинчи остановкăра электричество çути пулманни те канăç памасть çынсене. М-7 трасса çинче реконструкци тунă май автомашинăсем Мăн Сĕнтĕр витĕр кайса çула пăснă вырăнсене кам тата хăçан юсать; Ĕçекен çынсене малтанхи пек вăйпах сиплеме ямалла тума çук-ши; Çак тата ытти ыйтусем те пулчĕç. Информаци ушкăнне кĕрекенсем вĕсем çине тулли хуравсем пачĕç.
Тÿрех татса пама май çук ыйтусене пурнăçламалли çул-йĕре информаци кунне пĕтĕмлетнĕ май палăртса хăварчĕç.
Л. ПАВЛОВА.