Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă стартра – çемьесем

24 ноября 2012 г.

Районти çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем, социаллă хÿтлĕх пайĕн тата опекăпа попечительство секторĕн специалисчĕсем çемьесене «Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК-ра» кĕтсе илчĕç. Хăшĕсем кунта пĕрремĕш хут килнĕ мĕн. Çавăнпах ФСК директорĕ Александр Куликов сывлăха çирĕплетме май паракан çак пысăк комплекс тăрăх интереслĕ экскурси йĕркелерĕ.

Хаваслă стартсене малтанласа хутшăнас кăмăллисем, шел пулин те, пурте пуçтарăнайман. Чылайăшĕн сăлтавĕ – ашшĕсем аякка ĕçлеме тухса кайнинче. Хальлĕхе пурнăçри çак пулăмран пăрăнма çук... Анчах та сăмаха ăмăрту пиркиех тăсар. «Сывлăхри» ăмăртăва çичĕ команда хутшăнчĕ. Çав тери интереслĕ тупăшусем хатĕрленĕ хаваслă стартсене йĕркелекенсем (кунта маларах асăннă комисси секретарĕн Лариса Петровăн тÿпи пысăккине палăртса хăвармалла): скакалкăсемпе, обручсемпе, тĕрлĕ мечĕксемпе, теннис ракеткисемпе, михĕсемпе... – темĕнле хатĕрпе те тупăшрĕç çемьесем. Çемьери чи кĕçĕннисен е аслисен ячĕсене панă командăсем чăнах та хаваслансах ăмăртрĕç. Тупăшусем вăхăтĕнче, паллах, мала тухассишĕн тăрăшрĕç вĕсем, анчах та ăмăртăва сăнакансем çемьесемшĕн пĕрле пулнин савăнăçĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине çăмăллăнах туйма пултарчĕç.

Нумай ачаллă, йывăртарах лару-тăруллă çемьесене хутшăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ çак ăмăртăва. Ахальтен мар «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ çине пирĕн районти предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем куçарнă укçа-тенкĕпе ачасем валли пысăк парнесем хатĕрленĕ – спорт костюмĕсем. Хаваслă стартсем вĕçленсен ачасем çĕнĕ костюмсене тÿрех тăхăнчĕç. Кашнин валлиех ятарласа çĕлеттернĕ тейĕн вĕсене – тăпăл-тăпăл та илемлĕ.

Кунсăр пуçне çакна та палăртса хăвармалла. Çак ăмăртăва йĕркелекенсем, уншăн яваплисем хутшăнакансенчен ытла сахалах та пулмарĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А. Сидюшкин, ачасен прависен уполномоченнăйĕн районти представителĕ Федор Ягушов иерей, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев, спортпа туризм секторĕн ертÿçи В. Петров, районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени ертÿçи В. Алексеев, О. Яковлев участковăй тата çÿлерех асăннисем те. Çакă шăпах хамăр пурнăçлакан ĕçсемшĕн ответлăх туйăмĕ ÿснине кăтартать пулĕ. Çак яваплă ĕçченсен час-часах районти тĕрлĕ çемьесене тухса çÿреме тÿр килет. Апла кирек епле ĕçе те пĕрле пурнăçласан кăна ырă пĕтĕмлетÿ тума пулассине ăнланса ĕçлени куç кĕрет.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика