Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн телейĕ – ачасенче

24 ноября 2012 г.

Ытлари кун, ноябрĕн 20-мĕшĕнче, «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексне районти кашни ял тăрăхĕнчен килнĕ ачасемпе амăшĕсем пуçтарăнчĕç. Пухăнма вара сăлтавĕ те чаплă – Пĕтĕм тĕнчери ача кунĕ тата Раççейри амăшĕн кунне халалланă уяв.

Çак уявсене пĕрле çыхăнтарса паллă туни тĕрĕсех пулчĕ пулĕ. Ача тата амăш тени яланах пĕрле, вĕсем уйрăлса тăма та пултараймаççĕ. Çут çанталăкĕ çапла тунă. Уява хутшăннă республикăри ачасен прависен уполномоченнăйĕн Муркаш районĕнчи представителĕ Федор Ягушов иерей та çакнах палăртрĕ. «Хĕрарăм, амăш – вăл пурнăç паракан. Эпир вара пурте ачасемшĕн пурăнатпăр», – терĕ вăл.

Ачана пурнăç панă хыççăн ăна йĕркеллĕ пăхса çитĕнтересси – питĕ йывăр ĕç. Ачан хăйĕн ачалăхĕ пирки ырă та савăнăçлă самантсем ытларах асра юлччăр тесе ашшĕ-амăшĕн нумай тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе патшалăх та пулăшмасăр тăмасть: амăш (çемье) капиталĕ те, виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасене çуратсан – тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ, çамрăк çемьесем валли – пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшакан программăсем тата ытти тĕрлĕ çăмăллăх сахал мар хальхи вăхăтра. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин та амăшĕсемпе ачисене уявсемпе саламланă май çакăн çинче те чарăнса тăчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Лилия Тарасова каланă сăмахсем те амăшсене хумхантармасăр хăвармарĕç. «Амăшсене пысăк наградăсем кирлĕ мар, вĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли – сывлăхлă ачасем, вĕсем уçă сасăпа савăнса кулни, вĕсем телейлĕ пулни», – акă епле палăртрĕ вăл амăшĕн телейне. Çак чăнлăх пурнăçа паян кăна кĕмен, çут тĕнчере этем пуçланса кайнăранпах çапла пулнă та ĕнтĕ.

Ачасем ытларах кулччăр, савăнччăр тесе уявра вĕсемпе ятарлă тренинг ирттерчĕç. Унта хутшăннă кашни ача хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртма пултарчĕ: пĕри çĕнĕ çул уявне чăтăмсăррăн кĕтет, тепри – çуралнă куна, виççĕмĕшĕ çар çынни пулма ĕмĕтленет... Çак ĕмĕтсене пурнăçлассинче амăшĕсен тÿпи пысăк. Пурнăçри тĕрлĕ лару-тăруран мĕнле тухасси вĕсем тĕрĕс тунă йышăнусенчен килет. Çакăн тавра калаçрĕç те амăшсен тренингĕнче.

Уяв юрă-ташăпа, сăвă-юмахпа пуян пулчĕ. Муркашри «Путене» ача сачĕн воспитанникĕсем, Муркашри шкулта вĕренекенсем тата Ю. Жуков ертсе пыракан «Илем» ансамбль хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тыткăна илчĕç.

Уяв амăшĕсене панă Тав çырăвĕсемпе, парнесемпе тулăх пулчĕ. Ачасем валли Н. Ванеркин пылак парнесем илсе килнĕ. Уява килнисене вара кашнинех çемçе тетте парнелерĕç. Вĕсене М. Пушкарева ертсе пыракан ал ĕç ăстисен кружокне çÿрекенсем хатĕрленĕ. «Россельхозбанкăн» Муркашри хушма офисăн ертÿçи И. Павлова Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхне, нумай ачаллă амăшне М. Колесниковăна Тав çырăвĕпе парне парса хавхалантарчĕ. Район администрацийĕн Тав çырăвне вара чылаййăн илме тивĕç пулчĕç.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика