Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хамăр продукци пахарах»

24 ноября 2012 г.

Информаци кунне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ертÿçи Н. Яковлев Турай тата Ярославка ял тăрăхĕсенчи хуçалăхсенче пулчĕç, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

Чи малтанах ĕç ушкăнĕ Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх фермисенче пулчĕ. Эпир пынă самантра ĕне ферминче хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пыратчĕ. Юсавçăсен ушкăнĕ пĕр цехри кантăксене пластикран хатĕрленипе ылмаштаратчĕ, ферма ĕçченĕсем те кунтах тимлетчĕç.

– Çак кунсенче кăна хывăх кÿрсе килтĕмĕр, унпа усă курма пуçланăранпа сăвăм татах та ÿсрĕ. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тенине тĕпе хурса вĕсем умĕнчен эпир пысăк пахалăхлă апат татмастпăр, – паллаштарать хуçалăх ĕçĕпе тĕп зоотехник Г. Васильева.

Палăртма кăмăллă, сĕт туса илессипе асăннă хуçалăхăн кăтартăвĕ районта чи пысăкки, ку енĕпе вĕсем çулсеренех малта. Ĕне йышне ют тăрăхран туянса килсе татах та йышлăлатнă. Кунта çирĕп йĕрке хуçаланни куç кĕрет. Выльăха вĕсен ÿсĕмне кура кăкарса тăратнă. Çакă пур енĕпе те меллĕ. Ытти ĕçченсен вара асăннă хуçалăхран тĕслĕх илмелли сахал мар.

– Йăлтах йĕркеллĕ те кăтартуллă, анчах выльăха тасарах тытсан татах та аванрах пулмалла, – терĕ Николай Семенович хăй сĕнĕвне шута илмеллине çирĕппĕн палăртса.

Ĕç кунĕ Ярославка ял тăрăхĕнче вырнаçнă А. Афанасьева хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăсăлчĕ. Кунта малтанхи ĕçе малаллах тăсса тата тĕллевлĕрех аталантарса эстони ăратлă сыснасем ĕрчетеççĕ, паянхи кун тĕлне вĕсем ултă сарайĕнче. Выльăх ÿсĕмне кура тĕрлĕ сарайне вырнаçтарнă. Фермăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ сакăр гектар йышăнать.

Эпир пынă самантра тăватă ушкăн тĕрлĕ ĕçпе тимлетчĕ. Пĕрисем хĕл сиввисем пуçланиччен керамзит блокĕнчен çурт купалаççĕ. Теприсем инçех мар вăрăм сарайсем тăваççĕ. Каркасне туса пĕтернĕ, часах тентпа туртăнтарма пуçлаççĕ. Хуçалăхра унпа усă курни экономика тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ. Виççĕмĕшĕсем тимĕр кăмакасем хатĕрлеççĕ...

Кашни сарай пуçĕнче уйрăм çăл чавнă. Ыттине те йăлтах меллĕ хатĕрленĕ, вăл е ку çук тесе шыраса чупмалла мар. Выльăх-чĕрлĕх усрама акмалли-сухаламалли çĕр çителĕклĕ. Çавна май апатне те çителĕклĕ хатĕрленĕ. Саппас, хушма пулăшу чăрмантармасть тенĕ евĕр меллĕ самантпа усă курса Шупашкартан та турттараççĕ. Тĕрлĕ техника, агрегат çĕнетни те аван курăнать. Пĕтĕмĕшле илсен вара кунти ĕçе çирĕп тата пĕлсе йĕркелени, хуçалăха ĕçчен те пултаруллă ертÿçĕ ертсе пыни аван курăнать. Апла пулсан район экономикишĕн те тĕкĕ пулмалла.

Алина Александровна хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие кăмăллакансем йышлă. Вĕсем Муркашри пасарта аш-пăшпа кашни эрне кун тивĕçтереççĕ. Ашпа салăна тĕтĕмпе техĕмлемелли технологипе те анлă усă кураççĕ Афанасьевсем. Ку продукци уйрăмах çула тухакансемшĕн меллĕ. Халĕ вара Çĕнĕ çул тĕлне пилĕк, ултă килограмм таякан сысна çури саккас пыракан чылай. Паллах, кашниех тулăх сĕтелпе, техĕмлĕ çимĕçпе кĕтсе илме ĕмĕтленет уява. Хатĕр продукципе ытти регионсене те тăтăшах çитсе килеççĕ вĕсем.

– Çапла вара рынок ыйтăвне тĕпе хурса ĕçлеме, туянакан кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Хамăр патри пахалăхлă продукцие, паллах, ют çĕр-шыврипе танлаштараймăн. Кунта яланах тин кăна хатĕрленĕ аш-пăш продукцийĕ çителĕклĕ, – паллаштарать хуçалăх ĕçĕпе Александр Аркадьевич.

Палăртма кăмăллă, çак кунсенче Афанасьевсен тăрăшуллă çемйи икĕ пысăк уява паллă тăвать. Апла пулсан вĕсен çывăх çыннисен ырă самахĕсем çумне эпир те хутшăнатпăр, ĕçре ăнăçу та çемьере килĕшÿ сунатпăр.

Асăннă хуçалăх ĕçĕпе паллашнă хыççăн С. Григорьевăн çак ял тăрăхĕнчех вырнаçнă «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă обществинче пултăмăр. Кунта та ĕç пĕр вырăнта тăманни аван курăнать. Халĕ виçĕ сарай çуртне реконструкцилесси пырать. Пăрахăçа тухнă ĕне ферминче Сергей Григорьев ертÿçĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе тимлет. Пысăк сарайсенче тăватă пине яхăн кăвакал, пĕр пин çурă чăх-чĕп хĕвĕшет. Вĕсене тăватă çын пăхать.

Çапла вара икĕ аслă пĕлÿ илнĕ Шупашкар йĕкĕчĕ юхăннă фермăна çĕнĕ сăн-сăпат кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшать. Йышлă кайăк-кĕшĕк валли витаминлă апат çителĕклĕ, тин кăна тухнă чĕпсем валли те ай сарăм хатĕр. Инкубаци комплекчĕсем кÿрсе килнĕ, хăшне-пĕрне вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ. Хĕрÿ тапхăр вара çуркунне пуçланать. Ун чухне чĕпĕ туянас текен питĕ йышлă. Паллах, пахалăхлă çăмартаран йышлă чăх-чĕп тĕрĕс-тĕкел тухасса шанса ĕçлеççĕ халĕ вĕсем.

Юлашки тапхăрта кайăк-кĕшĕк продукцине халăх анлăрах та анлăрах туянать. Çакă сывлăхшăн та усăллă, хакĕпе те меллĕ шутланать. Çитес вăхăтра кĕтĕве татах та йышлăлатма шухăшланă май, акмалли-лартмалли уй-хир лаптăкĕпе те тимлесшĕн.

«Фаворит» продукцине Чул хула облаçĕнчен, Мордва Республикинчен килекенсем ытларах ыйтаççĕ, хатĕрлесе çитерме ĕлкĕр кăна. Хуçалăх ертÿçи ĕç опычĕпе паллашма ытти региона та каять. Ыттисен ырă ĕçне тĕпе хурса обществăра 150 микроэлементран, чăн-чăн витаминран тăракан хлорелла çитĕнтерет. Унăн калапăшĕ ĕрченипе 10 литртан 120 литра çитет. Шыв-шур тĕлне пĕлмесĕрех кайăк-кĕшĕк шыв курăкĕпе апатланать.

– Инноваци çулĕ çине çирĕппĕн тăрса пуçланă ĕçе ытларах аталантарасса ĕмĕтленес килет, – терĕ С. Григорьев хăй ĕмĕчĕпе паллаштарнă май.

Çÿлерех асăннă икĕ хуçалăх та хăйсен ĕçĕсене пăрахăçа тухма пуçланă фермăсенче тăватă çул каялла пуçланă. Паянхи кун тĕлне вĕсен аталанăвĕ куç умĕнче. Паллах, йывăрлăхĕ те çителĕклĕ. Апла пулин те вĕсем пысăк пахалăхлă продукцие ытти тăрăха та хăюллăнах сĕнме пултараççĕ.

– Йывăрлăхсене çĕнтерсе малашлăха пăхса ĕçлекенсем пулсан ял хуçалăхĕ аталанать. Кунта вара ыттисен те пуçаруллăрах та пултаруллăрах пулмалла, район экономикине хăпартма тăрăшмалла. Ĕçлемен объектсене вара аркатма памалла мар, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика