Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулусенчи уçă калаçусем

24 ноября 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри суд экспертизин федераллă бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Леонид Морозов тата район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова çав кун Çатракасси тата Шетмĕпуç ял тăрăхĕсене çитрĕç, вĕсенчи ĕç коллективĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕç, çынсемпе тĕл пулчĕç.

Шел пулин те, Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Геннадий Трофимова та, «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçине Виталий Никитина та çав кун информаци ушкăнĕ вырăнта тĕл пулаймарĕ. Татса памалли ыйтăвĕсем вара çук мар.

Акă Çатракасси шкулĕн территорийĕнчех, çитменнине ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнчех вырнаçнă ял библиотекинче паянхи куна çитсе те Интернет çук. Информаци анлăшне тухма май çук пулсан пÿлĕмре компьютер хитреленсе ларни хальхи вăхăтра кама кирлĕ; Çитменнине кунта кунсерен шкул ачисем йышлă çÿреççĕ.

«Кашмашри информаципе культура центрĕ» муниципаллă бюджет культура учрежденине» пырса кĕрсенех кунта чăннипех чунне парса тăрăшакан, ырă кăмăллă çын аллине туйса илмесĕр май çук. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ, ăшă, çутă. Чăн-чăн Культура керменĕ. Камăн чунĕ туртмĕ-ха кун пек çĕре;

Роза Николаева директор каласа панă тăрăх центр алăкĕ яланах уçă, кунта никама та кичем мар, каçсерен яш-кĕрĕм пухăнать, тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, вăл шутра спорт мероприятийĕсем те йĕркелеççĕ, дискотекăсем ирттереççĕ. Çывăх вăхăтрах яш-кĕрĕм валли бильярд, сĕтел çи теннисĕ туянма май çитересшĕн. Çамрăк çынна ташă хусканăвĕ кăна мар, спорт енĕсен хусканăвĕ те кирлех вĕт-ха.

Халĕ дискотекăсене каçхи 10 сехет çитсен чарма тивет. Çирĕплетнĕ йĕркене пăсма юрамасть. Çамрăксен вара урамра сулланса çÿриччен ташлас килет. Çавăнпа та Роза Петровна çывăх вăхăтрах видеорегистраци аппаратурине вырнаçтарттарасшăн. Хатĕрленÿ ĕçĕсене вĕçленĕ темелле. Ун чухне дискотекăсене те тепĕр сехет тăсма май пулĕ.

Ĕçлес текен çын пĕр вырăнта тăмасть, унăн шухăш-кăмăлĕ малаллах пăхать. Калăпăр, çулланнă çынсемпе, ватăраххисемпе тĕл пулусем, пĕрле пухăнса калаçусем йĕркелени вăл пĕр ыйту. Анчах та директор шухăшĕпе паянхи çамрăка кунпа кăна уçă калаçăва астараймăн. Кашни тĕл пулăва полици ĕçченне е психолога кăна чĕннипе май çук. Анлăрах пăхас пулать ку ыйту çине. Паянхи хĕрсенех илер: вĕсене хитре прическа та, илемлĕ сăрланасси те, хĕр-хĕрарăм гигиени те кирлĕ. Кун пек специалистсем çук мар ĕнтĕ. Анчах та хăшĕ-ха вĕсенчен хальхи вăхăтра укçа тÿлемесĕр кун пек мероприятисене тухса çÿреме килĕшĕ, çитменнине ĕçрен пушă вăхăтра;

Çавăнпа та Роза Петровна район шайĕнче çул çитмен çамрăксен клубне е шкулне йĕркелеме сĕнет. Вĕсем ку енĕпе вырăнсенчи Культура çурчĕсемпе центрĕсене конкретлă пулăшу пама пултарччăр.

Шетмĕпуç ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн пуçлăхĕ Николай Александров паллаштарчĕ. Ытти çĕрти пекех кунта та усă курман çĕр лаптăкĕсен, çĕр пайĕсен, арендăри çĕрсен ыйтăвĕ кун йĕркинчен тухмасть. Ялсенче пухăнакан йăла каяшне тиесе турттарасси (сăмах уншăн тÿлесси пирки пырать), шыв уçлакан башньăсемпе шыв пăрăхĕсене тытса тăрасси те – проблемăллă ыйтусем.

Кăçал Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕ-мĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май çитернине вара ырламалла кăна. Шкул çурчĕн çивиттине çĕнĕрен тунă кăна мар, ишĕлме тытăннă стенасене те тĕпрен юсаса тухнă, шалта та юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, пурне те мар пулин те, чÿречесене те пластикпа ылмаштарнă.

Шкул директорĕ Антонина Степанова çавна та палăртрĕ. Федераллă бюджетран уйăрса панă 4 миллион тенкĕ çине кăна шанса ларнă пулсан пĕтĕм ĕçсен çуррине те пурнăçлайрас çукчĕ. Ытти енчен те укçа-тенкĕ шырама, çынсем тупса тав тунилле ĕçлеттерме, учительсене те каникул кунĕсемсĕрех хăварма тивнĕ.

Антонина Владимировна физкультура учительне Сергей Степанова уйрăммăн палăртса тав сăмахĕ калать. Спортзалра паян епле хăтлă та йĕркеллĕ пулни – пĕтĕмпех унăн ĕçĕн кăтартăвĕ.

Ача садне шкулпа пĕрлештернĕ май кунта шкул çулне çитменнисем валли кĕçĕн ÿсĕмрисен тата тĕрлĕ ÿсĕмрисен ушкăнĕсене йĕркеленĕ. Ачасене шкула «Газель» микроавтобуспа илсе çÿрессине йĕркеленĕ.

Информаци ушкăнĕ Шетмĕпуçĕнчи Культура çурчĕн, кунта вырнаçнă библиотекăн ĕçĕсемпе те паллашрĕ. Культура çуртĕнче видеорегистраци аппаратурине, экстренлă чĕнсе илмеллин кнопкине те вырнаçтарнă. Тĕрлĕрен мероприятисем сахал мар йĕркелесе ирттереççĕ. Вĕсене ку ял çамрăкĕсем кăна мар, кÿршĕллĕ ялсенчен те хаваспах килсе çÿреççĕ. Хăйсен концерт программисемпе чăваш эстрада çăлтăрĕсене те чĕнсе илеççĕ. Кун пек чухне Культура çурчĕ нихăçан та пушă мар.

Информаци кунĕнче Культура çурчĕпе библиотекăра температура кăштах сивĕрех пулни палăрчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Поликарпович çакна укçа-тенкĕ тĕлĕшпе перекетлĕрех пулма тивнипе ăнлантарчĕ. Нимĕн тума та май çук. Хутса ăшăтмалли хурансем кивелсе çитнĕ, вĕсем газ нумай çăтаççĕ. Укçине вара никам та нормăран ытлашши уйăрса памасть.

Тĕл пулусенче коллективсенче вăй хуракансем информаци ушкăнĕн членĕсемпе чуна уçса калаçрĕç. Çакăн пек тĕл пулусем, чуна çывăх калаçусем вара питех те кирлĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика