Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитменнисене – вăхăтлăх ĕç

24 ноября 2012 г.

Çул çитмен яш-кĕрĕме вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çавна валли ĕçпе тивĕçтерекен центр çуллен сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать.

Çул çитменнисем уйăхсерен вăтамран 850 – 1275 тенкĕ ĕçлесе илме пултараççĕ. 2012 çулта 670 яшпа хĕре вăхăтлăх ĕçе явăçтарма 572,85 пин тенкĕ уйăрса панă. Пĕтĕмпе вара кăçал çулталăк пуçланнăранпа çул çитмен граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма предприятисемпе тата организацисемпе 32 килĕшÿ тунă.

Ачасенчен ытларахăшĕ ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă, юсав ĕçĕсем пурнăçланă, палăксем таврашĕнчи территорисене, урамсене тирпей-илем кĕртнĕ, ял хуçалăх продукцийĕ пуçтарса илнĕ çĕрте ĕçленĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх тирпей-илем кĕртес ĕçсене хутшăнни хăйсене обществăлла усăллă ĕçпе çывăхлатать кăна мар, тасалăхпа тирпейлĕх тытса тăрассинчи гражданла ответлăх туйăмне те ÿстерет. Вĕренекен ачасенчен ытларахăшне хăйсен тăван шкулĕсене янă.

Ĕç – пурнăç тыткăчи тесе ахальтен каламан. Çамрăксене шкул çулĕсенченех ĕçе явăçтарни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра вара вĕсем хăйсем валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илме те пултарнине ырламалла кăна.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика