24 ноября 2012 г.
Республика Пуçлăхĕ кăçалхи июнĕн 21-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан çамрăк учительсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассин мерисем çинчен» Указа алă пуснăччĕ. Иртнĕ кунсенче вара çак Указпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултаракан учительсемпе Чăваш Республикин вĕрентÿ институтĕнче ятарлă семинар иртнĕ. Семинара кредит паракан организацисемпе пĕрле Вĕрентÿ министерствин представителĕсем те хутшăннă.
Указпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх çамрăк учительсене ипотека кредичĕн пĕрремĕш тÿлев пайне субсидилет тата кредит проценчĕн çулталăка палăртса хунин 4 проценчĕ чухлĕ тÿлевĕн пĕр пайне саплаштарать.
Асăннă Указпа никĕсленсе Министрсен Кабинечĕ кăçалхи октябрĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе пулăшу майĕсене çирĕплетнĕ. Çапла вара çамрăк учительсем ипотека кредичĕн пĕрремĕш тÿлев пайне илнине патшалăх акă мĕнле саплаштарать: пĕр çынран тăракан çемьене (кредит 937,2 пин тенкĕпе танлашать пулсан) – 187,44 пин тенкине; икĕ çынран тăракан çемьене (кредит 1192,8 пин тенкĕ пулсан) – 238,56 пин тенкине; икĕ çынран тăракан çемьене (кредит 1533,6 пин тенкĕ пулсан) – 306,72 пин тенкине; икĕ çынран тăракан çемьене (кредит 2044,8 пин тенкĕ пулсан) – 408,96 пин тенкине; икĕ çынран тăракан çемьене (кредит 2556 пин тенкĕ пулсан) – 511,2 пин тенкине.
Çак программăпа ĕçлеме килĕшнине ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне сакăр кредит организацийĕ пĕлтернĕ. Вĕсен шутĕнче «Россельхозбанкăн» Чăваш регион филиалĕ, Раççей перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, «АК БАРСăн» Шупашкарти филиалĕ тата ыттисем те.
ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин
министерствин сайтĕнчен.