21 ноября 2012 г.
Руль умне ÿсĕрле ларнă водительсене пула çул-йĕр çинче сахал мар инкек пулса тухать. Вĕсене асăрхаттарас тĕллевпе пакунлисем чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Акă ноябрĕн 15–18-мĕшĕсенче «Урă мар водитель» ятарлă рейда çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн районти пиллĕк инспекторĕ кăна мар, пур участковăй та, патрульпе пост службин сотрудникĕсем те хутшăнчĕç. Ĕçре пулăшу кÿрес тĕллевпе полицейскисемпе пĕрле халăх дружинникĕсем тата çак йĕркесене çыракан та çула тухрăмăр.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем – çĕрле-и, ирпе-и, кăнтăрла-и – пур чухне те водительсене яланах çирĕп контрольлеме тăрăшаççĕ. Асăннă кунсенче вара ушкăнсем каç кÿлĕм вăхăтне суйласа кашни ял тăрăхнех çитрĕç. Машинăсене чарса водительсене тĕрĕслесси нумай вăхăт йышăнмасть, çавăнпах водительсене нимĕнле чăрмав та кÿмест темелле. Çак ĕçе туса ирттерни вара чăнах та çул-йĕр инкекĕсем пулассинчен сыхлать.
Акă каçалапа Турай ял тăрăхĕнчи Çаранçырми ялĕ çывăхĕнче сотрудниксем пĕр машинăна чарчĕç. Водитель сотрудниксем тĕрĕслев ирттерме ыйтнине хирĕçлемерĕ. Хăй вара эрех ĕçнĕ пулнă.
Ваçкассинчи информаципе культура центрĕ умĕнче шăмат кунхи ташă каçĕ пыратчĕ. Машинăсемпе килнисем сахал марччĕ – пĕр теçеткене майлă çăмăл машина ларатчĕ. Каярах вара çак яла илсе çитерекен çулсем çинче тĕрĕслев ушкăнĕ машинăсене чарса водительсене тĕрĕслерĕ. Акă Юрпаша пăрăнмалли çул çинче те харăсах темиçе машина пулчĕ. Ку хутĕнче водительсем урах.
Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче вара РФ Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 12.26 (медицина тишкерĕвне тума килĕшменни) тата 12.8 (ÿсĕрле руль умне ларса çула тухни) статйисемпе килĕшÿллĕн пурĕ 7 водителе административлă явап тыттарнă.
Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çул-йĕр çинчи инкексем ачасем хутшăннипе те сахал мар пулса иртнине асăнмасăр хăварма çук. Кăçалхи виçĕ кварталта кăна çул-йĕр çинчи инкексенче республикăра пурĕ 216 ача суранланнă, 8 вилнĕ. Пирĕн районта пулса иртнĕ икĕ тĕслĕхре 2 ача суранланнă.
Çакăн пек инкексене асăрхаттарас тĕллевпе ноябрь пуçламăшĕнче районта «Тимлĕ пулăр – каникул!» профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн районти тĕп инспекторĕ С. Иванов каланă тăрăх мероприятие хутшăннă сотрудниксем ашшĕ-амăшĕсемпе ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки калаçусем ирттернĕ. Транспортра ачасене илсе çÿрессипе çыхăннă йĕркене тепĕр хут аса илтернĕ.
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ «Ачасем» рейд та усăллă пулчĕ. Ун вăхăтĕнче руль умне ларнă 18 çул тултарман çамрăксене тытса чарнă. Вĕсен йĕркене пăхăнманнишĕн халĕ ашшĕ-амăшĕсен те явап тытмалла пулать. Протоколсене административлă комиссие çитернĕ ĕнтĕ.
Н. Николаева.