Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулли кĕлте хирте çыхăнать

21 ноября 2012 г.

Хресчен ĕçĕн тĕллевĕ – çĕр-аннемĕре хуçасăр тата пушă вырттарас марри. Çиччĕ виçсе вăй хурсан вăл ĕçлекен çынна тăрантарать. Тухăç пысăк пулсан çĕр-шыв тĕреклĕрех, экономика пуянрах пулать. Кĕр кунĕсем – çĕр ĕçченĕшĕн çу каçа пурнăçланă ĕçсене пуç тавра çиччĕ çавăрса тĕплĕ пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт. Çакна асра тытса чăваш хресченĕ уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ май хăйĕн ĕçне хак парса çулленех анлă ларусем ирттерет, пĕрле пулса мĕн туса илнине пăхса-хакласа умри тĕллевсене палăртать.

Иртнĕ эрне кун, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Муркашри Культура çуртĕнче районти çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уяв пухăвĕ иртрĕ.

Муркаш енри çĕр ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене тав туса уяв пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ. Вăл уй-хирте ĕçлекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тата ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе тăрăшакансене кăçал пурнăçланă ĕçĕсемшĕн саламларĕ. Çакăнпа пĕрлех тунă ÿсĕмсем çĕнĕ çитĕнÿсене алла илме çул уçнине уйрăм хуçалăхсен тĕслĕхĕсемпе палăртрĕ. Кăçалхи ял хуçалăх ĕçĕсене тишкернĕ май Ростислав Николаевич вăл е ку ĕçре хастарлăхпа уйрăмах палăрнисене ятран асăнчĕ.

– Районти ял хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшуллă ĕçĕпе çут çанталăк кăларса тăратнă кăçалхи йывăрлăхсене пĕрле çĕнсе пытăмăр. Сирĕн çак çирĕп тăрăшулăх пĕр ĕмĕтпе ĕçлесен сăрт-ту çинче те тырă-пулă ÿстерме май пуррине кăтартать. Малашне те пĕр çăвартан пĕрлехи тĕллевпе ĕçлесе пурăнасчĕ, тăван ен экономикине татах тĕреклетесчĕ, аслă ăрусем умĕнче питĕмĕре хĕретес марччĕ. Çапла тума эпир пултаратпăр. Çакăн пирки иртсе пыракан ял хуçалăх çулĕн ĕç кăтартăвĕсем уççăн калаççĕ. Пирĕн ĕçлеме пултараслăх иксĕлмен-ха, вăй-хăватăмăр та пур, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Ĕçре хастарлăхпа палăрнисене ырлăх-сывлăх сунса район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи И. Николаев çакна палăртрĕ:

– Вăл е ку çитменнипе кун кунлама пулать пулсан, çăкăр-тăварсăр пĕр кун та пурăнма çук. Çак чăнлăх çĕр ĕçченĕн пархатарлăхне кăтартать те ĕнтĕ. Çуллахи-хĕллехи ĕçсем ял çынни пурнăçĕнче тачă çыхăнура пыраççĕ. Çулла выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăлама пултартăмăр пулсан хĕл кунĕсенче те çĕр ĕçченĕн ĕç продуктивлăхĕ начар пулмĕ. Апла пулсан хуçалăх кассине кĕрекен укçа-тенкĕ калăпăшĕ те малашлăх утăмсемшĕн шанчăк çуратĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен аталанăвĕ пĕччен пурнăçламалли ĕç мар. Акă банксен пулăшăвĕ, страхлакан компанисен тимлĕхĕ – пире малалла утма пулăшакан тĕкĕсем. Вĕсене те пирĕнтен паян тав сăмахĕ çеç. Продукци тирпейлекен промышленность – ялта ĕçлекенсемшĕн укçа-тенкĕ çăл куçĕ. Çапла вара пĕрлĕхре пулсан çеç эпир çĕр-шыв ертÿçисем хамăр ума тăратакан задачăсене пурнăçлама пултаратпăр.

Уявра хăнасем те йышлă пулчĕç. Вĕсен ырă сĕнĕвĕсем Муркашри çĕр ĕçченĕсене район тулашĕнче те шаннине çирĕплетрĕç.

– Кризиссем килеççĕ те иртеççĕ, анчах çĕр ĕçченĕн ыранхи пирки шутлама манмалла мар. Умра пуçăнман ĕçсем те, ырă ĕмĕтсем те пайтах. Вĕсене пурнăçа кĕртесси – пĕрлехи тĕллев. Çак ĕçре эсир Чăваш Еншĕн аталану тĕслĕхĕ пулса тăратăр. Ĕç кăтартăвĕсене курса сирĕн хыççăн ыттисем те шанчăклăрах утĕç, – терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н. Якимов. – Муркашсем мĕн пурнăçланипе лăпланма юраманнине ăнланаççĕ. Ăна тĕпе хурса малашлăх планĕсене палăртасси те – сирĕн ырă йăлара. Эсир çывăх малашлăхрах çĕнĕ технологисене алла илсе çĕр ĕçĕнче татах курăмлăрах ÿсĕмсем тăвасси пирки иккĕленместĕп.

Районти çĕр ĕçченĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н. Ванеркинпа В. Мидуков та саламларĕç.

– Агропромышленность комплексĕн аталанăвне çирĕплетесси – Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн малта тăракан задача. Çак отрасль эффективлă пулнипе пирĕн граждансен тăнăç пурнăçĕ тÿрремĕнех çыхăннă. Ял ĕçченĕ çут çанталăк условийĕсемпе питех те йывăр çул чăтса ирттерчĕ. Анчах вĕсем алă усмарĕç. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисен пулăшăвĕпе усă курса вĕсем тухса тăнă йывăрлăхсене çĕнсе аталану çулĕпех малалла пыраççĕ. Çакăншăн Муркаш ен ĕçченĕсене пысăк тав, – терĕ Николай Григорьевич.

Районти çĕр ĕçченĕсене çак пухура кÿршĕллĕ Шупашкар, Етĕрне, Красноармейски, Элĕк районĕсен, Мари Эл Республикин Туçи Çармăç районĕн представителĕсем, РФ Перекет банкĕн, «Россельхозбанкăн», «Россельхозцентрăн», Вăрнарти сĕт завочĕн, «СтройАгрохимия» тата «Агрокомплект» обществăсен ĕçченĕсем те саламларĕç.

Патшалăх пулăшăвĕпе çителĕклĕ усă курса хăйсен тăрăшуллă вăйĕпе районти ял хуçалăх предприятийĕсем япăх мар кăтартусем турĕç. Çакăн пирки уяв кĕрекинче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ тата АПК аталанăвĕпе экономикăн тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев анлă доклад туса пачĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи 10 уйăхра 343 миллион тенкĕлĕх (иртнĕ çулхин 105 проценчĕ) продукци туса илме мехел çитернĕ. Уйрăмах кăтартуллă ĕçленисем: «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, «Свобода», «Ударник», Суворов яч. хис., «Оринино», Ильич яч. хис. хуçалăхсем. Вĕсен продукци туса илеслĕхĕ пĕтĕмĕшле калăпăшăн 85 проценчĕпе танлашать.

Агропромышленность комплексĕн организацийĕсем патшалăх панă çăмăллăхсемпе тĕллевлĕ усă курса кăçал 22 пин тонна тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 17,1 центнерпа танлашнă. Çак кăтартăва Чкалов яч. хис. хуçалăхра 25,8 центнера, «Восток» кооперативра 23,3 центнера çитерме пултарнă.

Вырма вăхăчĕ йĕпе-сапаллă килсе тухнăран кÿршĕсене пулăшма хевте çитернисене те пухура ырăпа асăнмасăр иртмерĕç. Çак чыса Ильич яч. хис., Чкалов яч. хис. кооперативсемпе А. Пихтеров, А. Трепнев, И. Скворцов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тивĕçрĕç.

Савăнăçлă пухура обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен тăрăшулăхне палăртмасăр та иртмерĕç. Кăрлач – юпа уйăхĕсенче районти пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче пĕтĕмпе 4,3 пин тонна аш-какай (пĕлтĕрхин 108,4 проценчĕ), 37,7 пин тонна (107,3 процент) сĕт, 62,9 миллион штук çăмарта туса илнĕ.

– Маттур ĕçлерĕр пулсан сирĕн паян туллин савăнма та ирĕк пур. Савăнăр та кÿршĕсен ĕçĕсемпе ăнăçăвĕсене пăхса çĕнĕ тĕллевсем палăртăр. Эсир кирек епле çанталăк условийĕсенче те тухăç илме пултарнине кăçал аванах куртăмăр. Апла пулсан пирĕн сирĕнпе малашлăх пур. Районшăн çĕр ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă тăвасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнăран пурсăра та ун ячĕпе саламлатăп, – терĕ доклада вĕçленĕ май Владислав Кириллович.

Пухура вырмара палăрнă комбайнерсем, ĕçри ырă тĕслĕхлĕ водительсем, уй-хир ĕçĕнчен пăрăнман механизаторсем, мал туртăмлă бригадирсемпе уй-хир ĕçченĕсем те нумаййăн район администрацийĕн Хисеп грамотине, дипломĕсене, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, «Вырма-2012» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе свидетельствăсене илме пултарчĕç.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика