Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Страховани взносĕсене тÿлемелле

21 ноября 2012 г.

Çулталăк вĕçлениччен предпринимательсен Пенси фондне страховани взносĕсене тÿлесе татмалла. Паянхи куна районĕпе хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсенчен 50 проценчĕ 2012 çулшăн взноссене пĕтĕмпех е вĕсен пĕр пайне тÿленĕ. Пĕтĕмĕшле сумма 6 миллион ытла тенкĕпе танлашать. Республикипе хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсен 58 проценчĕ взноссене 200 миллион ытла тенкĕлĕх тÿленĕ.

Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем шутне уйрăм предпринимательсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, адвокатсем тата уйрăм нотариуссем кĕреççĕ. Районĕпе кун пек страховательсем 90 çын. Вĕсем страхланă çулталăкăн хакне кура Пенси фондне тата Обязательнăй медицина страхованийĕн федераллă фондне страховани взносĕсем тÿлеме тивĕç.

Страхланă çулталăк хакне финанс çулталăкĕн пуçламăшĕ тĕлне палăртнă пурăнма кирлĕ ĕç минимумĕн виçине патшалăхăн бюджет фондне кĕмен страховани взносĕсен тарифĕ тата çулталăкри календарлă 12 уйăх çине хутласа палăртаççĕ.

2012 çулта страховани взносĕсем тÿлеме чи пĕчĕк ĕç укçин виçи уйăхне 4611 тенкĕпе танлашать. Пенси фончĕн страховани взносĕсем 26 процентпа танлашаççĕ (20 процент пенсин страхланă пайĕ тата 6 процент пенсин пухăнакан пайĕ). Обязательнăй медицина страхованийĕн федераллă фондне 5,1 процент тÿлемелле.

Апла пулсан 2012 çулта предпринимательсен тата уйрăм ĕçпе çыхăннă ытти граждансен Пенси фондне 14386,32 тенкĕ (4611 тенкĕ х 26 процент x 12 уйăх) тÿлеме тивет. 1966 çулта тата унран маларах çуралнă çынсен пĕтĕм сумма пенсин страхланă пайĕ çине каять, ыттисен вара ку суммăран 11066,40 тенкĕ (20 процент) ĕç пенсийĕн страхланă пайĕ çине, 3319,92 тенкĕ (6 процент) пенсин пухăнакан пайĕ çине куçать.

Обязательнăй медицина страхованийĕн федераллă фондне 2821,93 тенкĕ тÿлемелле (4611 тенкĕ х 5,1 процент x 12 уйăх).

Енчен те гражданин уйрăм предприниматель тесе кăçал регистрациленнĕ пулсан, взноссене унăн регистрациленнĕ календарлă уйăхран тытăнса тÿлемелле пулать. Хăш кун предприниматель ĕçĕпе ĕçлеме тытăннине те шута илеççĕ. Тÿлев сумми пирки Пенси фончĕн вырăнти управленийĕнче ыйтса пĕлме пулать.

Тÿлев докуменчĕсен бланкĕсен формисене тата тÿлев йĕрки пирки информацие РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн сайтĕнче «Работодателям и предпринимателям региона» пайра вырнаçтарнă.

Тÿлевсене парса татмалли чи лайăх мел – Перекет банкĕн банкомачĕсемпе тата тÿлев терминалĕсемпе усă курни. Тÿлевсене çавăн пекех банк çыхăнăвне йĕркелесси пирки килĕшÿ туса Интернет урлă та хывма пулать.

Взноссене декабрĕн 31-мĕшĕччен кая юлмасăр бюджета кĕмен кашни фонда уйрăммăн парса татмалла. Саккунпа килĕшÿллĕн асăннă срок тухнă хыççăн парăмсене ирĕксĕр майпа шыраса илĕç.

О. АЛЕКСЕЕВА,

РФ Пенси фончĕн районти

управленийĕн пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика