21 ноября 2012 г.
18 ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче Турайри йывăç чиркÿ çунса кайнă хыççăн кунта 1792 çулта икĕ престоллă (Иисус Христос Турă çуралнă ячĕпе тата Дмитрий Солунский çветтуй ячĕпе) чиркÿ туса лартнă. Престол уявĕсене январĕн 7-мĕшĕнче тата ноябрĕн 8-мĕшĕнче паллă тунă. Чиркĕве çÿрекен çынсем пулăшнипе хăпартнă ăна. Совет влаçĕ тапхăрĕнче, 1934 çулта, чиркĕве хупнă.
Çитес тунти кун вара, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, ирхи 8 сехетре Турай ялĕнчи чиркĕве кĕлĕ туса тасатаççĕ. Малтанхи каç, вырсарни кун, 16 сехетре кунта каçхи кĕлĕ иртет. Чиркĕве пыма кăмăл пуррисемшĕн пуриншĕн те алăк уçă.
Н. Николаева.