21 ноября 2012 г.
Налук органĕнче вăй хуракансем хăйсен професси уявне ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра кăна пур шайри бюджетсене Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕпе 409960 пин тенкĕ налук пуçтарнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку вăл 112 процент пулать.
Пирĕн районпа налуксене 161996 пин тенкĕ е унчченхи çулхинчен 32 процент нумайрах пухнă. Федераллă бюджета 9598 пин тенкĕ (163 процент), республика бюджетне 62418 пин тенкĕ (117 процент) хывнă.
Налуксен ытларах пайĕ (52,6 процент) уйрăм çынсен тупăшĕнчен илнипе пухăнать – 85204 пин тенкĕ е 129 процент. Организацисен тупăшĕнчен илнĕ налук 27990 пин тенкĕ (151 процент), предприятисен пурлăхĕнчен илекен налук 11376 пин тенкĕ (76 процент), хушма тупăшран илекен налук 9164 пин тенкĕ (164 процент) тата ытти те.
Кăтартусем çултан-çул ÿссе пынинче Налук инспекцийĕн Муркашри уйрăмĕнче вăй хуракансен – камераллă тĕрĕслевсен пайĕн тĕп патшалăх налук инспекторĕн Вера Павловăн, вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттерекен пайăн тĕп патшалăх налук инспекторĕсен Ирина Кирилловăпа Лилия Павловăн тÿпи те çук мар.
Уяв ячĕпе саламланă май вĕсене хăйсен чыслă ĕçĕнче малашне те ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
И. ШОРОНОВА,
аналитика пайĕн пуçлăхĕ.