Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕр чунсенчен çынна ерекен чир

17 ноября 2012 г.

Урнин чирĕпе кĕрешекен альянс кăтартăвĕсем тăрăх çак чиртен çулсерен тĕнчере 55 пин çын пурнăçран уйрăлать. Тепĕр майлă каласан вăтамран кашни 10 минутра – пĕр çын.

2011 çулта Раççей Федерацийĕнче çынсем çак амакпа аптăранă 14 тĕслĕхе шута илнĕ. Чир ирĕкри чĕр чунсенчен (тилĕрен, кашкăртан, хир сыснинчен), килсĕр йытăран тата кушакран, килти йытăран ернĕ.

Кăçал та лару-тăру чаплах мар. Январь–август уйăхĕсенче çынсем асăннă мура çаклатнă 4 тĕслĕхе шута илнĕ.

Чăваш Енре юлашки çулсенче çын урниех пулман. Çапах та сыхă пулмалла. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх чĕр чунсем çынсене çыртнин шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан ÿснĕ. Пĕтĕмпе кунашкал 2573 тĕслĕхе шута илнĕ.

Кăçал Вăрнар, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Етĕрне, Муркаш тата юлашкинчен Йĕпреç районĕсенче вара урнин чирĕ палăрнă. Тилĕсем яла пырса кĕме хăрамаççĕ иккен. Вăрнар районĕнчех икĕ ялта: Юлапăшра тата Мулакассинче «хăнара» пулнă. Мулакасси çынни кĕтмен хăнана сенĕкпе чиксе вĕлернĕ. Сăмах май, кÿршĕллĕ Йĕпреç район çынни те кил хушшинче чăххине хăвалакан чĕр чуна хăех вĕлернĕ. Хыççăн çырмара пытарнă.

Анчах та капла тума юрамасть, тÿрех ветеринари специалисчĕсене чĕн-мелле. Вилене лабораторире тĕпчемелле. Кун хыççăн тин тĕп тума пама юрать. Тĕрлĕ чир сарăлассинчен сыхланас тĕллевпе çак йĕркене пăхăнмаллах.

Асăннă амак чирлĕ чĕр чун çыртнипе е унăн сĕлеки сурансем çине лексен ерет. Урнă чĕр чун канăçсăр, хаяр пулать, унăн сĕлеки юхсах тăрать, утти улшăнать. Вăл çиме-ĕçме пăрахать, çиме юрăхсăр япаласене çăтма пуçлать. Кун хыççăн чирлĕскер шăнăр туртнипе асапланма тытăнать, ăна шалкăм çапать те вăл вилет. Çавăнпа та сад-пахчана е кил хушшине тискер чĕр чун килсе кĕрсен, выльăхсем хăйсене ытти чухнехинчен урăхла тытма пуçласан ветеринари специалисчĕсемпе çыхăнмаллах.

Питрен, пуçран, мăйран, ал-ураран çыртни уйрăмах хăрушă, мĕншĕн тесен кĕлеткен çак пайĕсенче нервсен вĕçĕсем вырнаçнă. Çавна май вирус тĕп нерв тытăмĕнче хăвăртрах сарăлать. Асра тытăр: чир паллисем палăрма пуçласан ăна çĕнтерме йывăрланать е пачах та май юлмасть. Çавăнпа та мура пуçламăш тапхăрта палăртса сипленни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чĕр чунсем çыртсан е вĕсен сĕлеки чĕрсе янине кăна лексен те тухтăрсене кăтартни хăвăр сывлăхшăн кăна пулать. Çийĕнчех прививка тунине нимĕн те çитмест.

Чĕр чунсенчен час-часах ачасем шар кураççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе ятарласа ку темăпа калаçмалла. Ирĕкри кушак-йытăран аякран иртмеллине ăнлантармалла.

Килти выльăха вăхăтра прививка туни çак чиртен сыхланма май пани пирки те ан манăр.

Владимир Матвеев,

«Россельхознадзорăн» Чăваш Республикинчи управленийĕн патшалăх инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика