17 ноября 2012 г.
Илемлĕ вырăнта вырнаçнă Ятман ялĕ. Кирек хăш çул та ку тăрăх пан улмипе улма-çырла, пахча çимĕç ăнса пулнипе палăрать. Çак ĕçре çĕнĕлĕхсене алла илекенсен ÿсĕмĕсем вара самай курăмлă. Вырăнти уйрăмлăхсене кура пирĕн енри çынсем улма-çырла йывăççисемпе пахча çимĕç лартса ÿстерессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Пахчара теплицăсем йĕркелессине те иккĕмĕш вырăна хăвармаççĕ. Çавăнпа та кĕр çитсен (паян шăпах çак вăхăт) ĕçрен хăраман кашни килтех пахча çимĕç йăтăнни – хăйне евĕр илем кăшăлĕ. Çакнашкал ÿкерчĕке пăхсан çеç килти хушма хуçалăх çыншăн мĕнле пĕлтерĕшли куç умне туллин тухать...
Йывăрлăхсене пăхмасăрах ял пурăнать-ха, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртет. Çамрăксем çĕнĕ çемьесем йĕркелесе ачасем çуратаççĕ. Аякран килсе туса парасса кĕтмесĕрех вĕсем хăйсен вăйĕпе пурăнмалли кил-çурт çавăраççĕ. Ыранхи куна шанчăклăн пăхаççĕ. Ырă тĕллевсемпе мал туртăмлă улшăну, тĕпрен илсен, йăлтах хăйсенчен килнине Çатракасси ял тăрăхĕнчи Ятман ялĕнче пурăнакан Анатолий Ивановăн çемйи те хăйсен пурнăç тĕслĕхĕнчен ăнланать. Ăнланать те пус çумне пус хушассипе çанă тавăрса ĕçлет.
Анатолий Ксенофонтовичпа мăшăрĕ Антонина Аркадьевна 4 ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян вĕсен кашнийĕнех хăйĕн çемйи. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче кĕçĕн ывăлĕ Костя та çемье çавăрчĕ. Çăмăл-и-ха ялта пурăнакан çамрăксене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнсе пыма; Çак ыйту çине ял хуçалăхĕнче нумай çул ертÿçĕре вăй хунă çемье пуçĕ тÿрех хурав памарĕ. Пуçне çеç силлесе илчĕ. «Ывăлăмсене эпир мăшăрăмпа иксĕмĕр мĕн пĕчĕкренех ĕçлемесĕр пурлăх пулмасть тесе вĕрентнĕ. Паян та çавна аса илтерсех тăратпăр», – терĕ шăвăç тимĕрпе кил хушшинче выльăхсене кăларма карта çавăрассипе тимлекен Костя ывăлне пулăшакан ашше.
– Пирĕн несĕлсен историйĕнчех килти хушма хуçалăх курăмлă вырăн йышăннă. Вăл чи йывăр самантсенче çемье тĕкки пулса тăнă. Çавăнпа та ялти çамрăксем ачаранах килти хушма хуçалăха тĕреклетессипе тимленинчен тĕлĕнмелли çук. Урăхла пулма та пултараймасть, – сăмах хушрĕ шуруповертпа ĕçлекен Костя. Вĕсем тăрăшуллă ĕçленине кура вăхăт нумай та иртмĕ – кил хушшинче выльăхсем тăмалли карта ÿссе те ларĕ.
Асăннă килти хушма хуçалăхра эпĕ уйăха яхăн каялла пулнăччĕ. Çавăнпа та арçынсем карта тытнă хушăра Антонина Аркадьевнăпа Люба кинĕ пахчари теплицăран тутлă пăрăçсен юлашки партине пуçтарса кĕртрĕç .
– Алă усса ларнипе малалла аталанма çук. Малашлăха пăхса эпир хамăр тăрăшулăхпа ялти 3 пахчара, икĕ 60-шар сотка çĕр лаптăкĕпе 3 гектар çĕр пайĕ çинче ĕçлетпĕр. Пĕрлехи тăрăшулăхпа ĕне те тытатпăр, 5 вăкăр самăртатпăр, 2 пуç тынашка ÿстеретпĕр, чăх-чĕп ĕрчететпĕр. Çиччĕ виçсе ĕçленипе кашни ĕçренех тупăш илесси – пирĕн тĕп тĕллев, – терĕ тутлă пăрăç витрине йăтса иртнĕ май кил хуçи хĕрарăмĕ.
Ывăлĕ ашшĕне хывнă пулсан, кинĕ хуньамăшне пăхать, тет чăваш халăх сăмахлăхĕ. Ивановсен çемйинче çак килĕшÿ пурри мана савăнтарчĕ. Ăсатса янă май Антонина Аркадьевнăпа Любовь Игоревна мана брынзăпа хăналарĕç тата ăна хатĕрлемелли килти рецептпа паллаштарчĕç.
Брынза
Анчахрах сунă 5 – 6 литр сĕте вĕретмелле. Вĕреме кĕрсен унта рассол ямалла. Рассол хатĕрлемелли сĕнÿ: 0,5 – 0,7 литр тăпăрчă шывĕ çине 3 апат кашăкĕ тăвар хушса ирĕлтермелле те пĕр апат кашăкĕ 70 процентлă уксус эссенцийĕ хушмалла. Рассола ярса пăтратнă хушăрах вĕрекен сĕт тăпăрчăланать. Çакăн хыççăн газ плитине сÿнтермелле те хатĕр тăпăрчăна сăрăхтармалла, ăна чашăка хурса пусăрăнтарса лартмалла. Пусăрăнчăк айĕнче шыв сăрхăнма пăрахиччен 10 сехете майлă тытмалла. Брынзăна каçпа тусан ирпе çимелле пулать. Холодильникра упрамалла. Брынза – вар-хырăмшăн питĕ усăллă апат-çимĕç.
А. БЕЛОВ.