17 ноября 2012 г.
«Районта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пырать. Çав ятпа шкулта та, районта та тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Эпĕ вара район хаçачĕ ирттерекен конкурса хутшăнас терĕм», – çапла пуçланă хăйĕн ĕçне Орининти вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Анатолий Налимов. Унăн материалĕпе паян вулакансене паллаштаратпăр:
– Вăхăта усăллă ирттерес, тавра курăма анлăлатас текен кашни шкул ачи уроксем пĕтнĕ хыççăн хăйне килĕшекен кружока е секцие васкать. Эпĕ волейбол тата баскетбол секцине кăмăллатăп. Çиччĕмĕш класранпах унта çÿретĕп. Районта волейболла выляса пирĕн команда тăваттăмĕш çул ĕнтĕ 1-мĕш вырăн йышăнать, баскетболла – виççĕмĕш çул çĕнтерÿçĕ. Çĕнтерÿсем пулни, паллах, савăнтарать, хавхалантарать.
Пирĕн шкулта физкультура урокĕсене Сергей Иванович Алексеев ертсе пырать. Вăл яланах питĕ чĕрĕ, вăр-вар, пирус туртмасть. Ăна курса ĕнтĕ эпĕ спортпа туслă пулни хамăршăн усăллă, пурнăçра питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Сергей Иванович панă хуравсем çамрăксенче сывă пурнăç йĕркине тытмалли пирки иккĕленÿ хăвармаççĕ пулĕ тетĕп.
– Сергей Иванович, çамрăклăхра пирус туртса пăхнă-и Эсир;
– Çук. Эпĕ паянхи кунччен те пируспа туслашман. Ăна тутанас та çук. Сире те, çамрăксене, нихăçан та туртма сĕнместĕп.
– Сире вара пирус туртма сĕннĕ тĕслĕхсем пулман-и;
– Манăн юлташсем ытларахăшĕ пирус туртмаççĕ. Пĕлĕшсем тĕрлĕ майпа пирус туртма сĕнсессĕн çамрăксен çирĕп хурав пама, çав лару-тăруран тухма пĕлмелле.
– Сирĕн шутпа, çамрăксем мĕншĕн пирус туртаççĕ-ши;
– Ку ыйтăвăн хуравне çамрăксенчен ыйтмалла пулĕ те... Ман шутпа вара пĕрремĕш сăлтавĕ – пирĕн общество пирус сиенне туллин ăнланманнинче пулĕ. Çынсем туртсан та пире лекмест тесе шутлаççĕ пулĕ хăшĕсем. Çавăнпах пĕр-пĕрне асăрхаттарас, чарас шухăш çук.
Тепĕр сăлтавĕ – çамрăксем хăйсене аслă çын пек туясшăннинче пулĕ. Анчах та çакăн пек шухăш питĕ тĕрĕс мар. Рекламăра, кинора ăнăçлă арçынсене час-часах пируспа кăтартаççĕ. Çакна, паллах, çамрăксен тĕппипех ĕненмелле мар. Пурнăçра урăхла. Сывлăх пулмасассăн нимĕнле çын та ÿсĕм картлашки тăрăх хăпараймасть. Пирус туртни вара çирĕп сывлăх тенипе нимĕнле майпа та юнашар тăмасть. Пирус туртни çынна чирлеттерсе ярса вилĕм патне çитернине хăвăр та илтетĕр, пĕлетĕр пулĕ.
Теприсем вара, кăмăл енчен çирĕпех маррисем, пирус тытăмне лекнĕ хыççăн унтан тухма вăй çитереймеççĕ пулĕ. Çавăнпах туртаççĕ те ĕнтĕ.
– Сывă пурнăç йĕрки сирĕншĕн вăл мĕн;
– Чи малтанах вăл маншăн спортпа çывăх пулни тата сиенлĕ йăласене пăхăнманни. Эпĕ хам та тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма тăрăшатăп, шкул ачисене те явăçтаратăп. Тус-юлташ нумай. Çитĕнÿсем те чылай. Шкул ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнатăп. Спорта пĕрре килĕштернĕ çын пурнăç тăршшĕпех çирĕп кăмăлпа утать тесе шутлатăп.
– Çамрăксене мĕн сĕннĕ пулăттăр;
– Пурнăçра сывлăхран хакли нимĕн те çук. Сиенлĕ йăласене сивлĕр. Хăвăр сывлăха хаклăр тата çывăх çынсене упрăр. Кашни ача хăйне май çăлтăр. Çутă çăлтăр пек пулма ĕмĕтленĕр. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме тăрăшăр.
– Тавах.