Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр тимлĕх ыйтать

17 ноября 2012 г.

 

Тĕнчере çулсеренех тĕрлĕ инкек-синкеке пула 1,2 миллион ытла çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, аманнисем 20 – 50 миллион. Ку тĕлĕшри статистика Чăваш Республикинче те лăпкă мар. Кăçалхи вунă уйăхра кăна çул çинчи 1705 инкеке регистрациленĕ. Çакăнта 22 çын пурнăçĕ татăлнă, вăл шутра 8 ача ĕмĕрлĕхех куçне хупнă, 2 пин ытла çын аманнă. Районти синкерсен шучĕ те пысăк.

Пĕтĕмĕшле илсен аварисен тĕп сăлтавĕ – водитель çул-йĕр правилине пăхăнманни. Акă пĕр-пĕринчен иртме юраман вырăнта асăрханманнипе аварисем йышлă пулаççĕ, ăна 70 процентпа танлаштараççĕ. Çак хăрушă пулăма ытларах тимлĕх уйăрас тĕлĕшпе НПО Генеральнăй Ассамблейин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ноябрь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Çул-йĕр çинче инкек тÿснисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун тесе палăртнă. Çĕнĕ автомашина туянма, штраф укçи тÿлеме пулать, анчах та вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлнă çыннăн кун-çулне тавăраймăн.

«Лада – 111730» маркăллă автомашина рулĕ умĕнчи водитель шанăç хучĕпе усă курнă. Вăл Хусан хули енчен килекен çулпа пынă. Юнкăпуç ялĕ çывăхĕнче çул-йĕр правилине пăсса хирĕç килекен «ВАЗ – 217030» автотранспорт умне тухса ăна çапăнать. Çапла вара пĕрремĕш автотранспорт водителĕн айăпĕпе пĕр çын кун-çулĕ вăхăтсăр татăлать. Кунта РФ УК 264 статьян 3 пайĕнчи йĕркене пăсса преступлени туни çиеле тухать.

М. Езюков,

следователь криминалист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика