17 ноября 2012 г.
Çулсеренех Çамрăксен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Çак уява демократи çамрăкĕсен пĕтĕм тĕнчери федерацине никĕсленине халалласа çирĕплетнĕ. Асăннă федерацие вара çамрăксен 1945 çулхи юпа уйăхĕн 29 – чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕсенче Лондонра иртнĕ конференцийĕнче йĕркеленĕ. Вăл тĕрлĕ тĕне ĕненекен тата политика идеологине тытса пыракан 30 ытла миллион яшпа хĕре – çамрăксен юхăмĕн представителĕсене – пĕрлештернĕ. Федераци тăнăçлăхшăн, 14 – 30 çултисен прависемшĕн, халăхсен никама пăхăнманлăхĕшĕн, çавăн пекех фашизма тата колониализма хирĕç кĕрешет.
Вĕсем Прагăра 1947 çулта çамрăксемпе студентсен фестивальне ирттернĕ. Унта 17 пин çын хутшăннă. Çакăн пек ĕç 1957 çулта Мускавра пулнă. Унта 134 çĕр-шывран 34 пин çын килнĕ.
Çÿлерех асăннă ĕçсен ырă йăлине халалласа тата ăна малалла тăсас, «Муркаш районĕн çамрăкĕсем: 2011 – 2020 çулсем» программăна пурнăçлас тĕллевпе çак кунсенче районта «Санăн пуçарулăх – санăн пуласлăх» вĕренÿ форумĕ иртрĕ. Унăн ĕçĕнче Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче 11 класра вĕренекен Евгения Лаптева тÿпи пысăк. Вăл ертсе пынипе регионсем хушшинчи «Çамрăксен хули – 2012» форумра районти пултаруллă çамрăксем грант çĕнсе илнĕ.
Кунта пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
– Çамрăксемшĕн паян пур енлĕ те çул уçă: çурт-йĕр условине йĕркелеме, аслă пĕлÿ илме. Вĕсене тĕрев пама «Çамрăк специалист», «Çамрăк çемье» тата ытти программăсем питĕ меллĕ. Çавăн пекех вĕрентÿпе кану, спорт тата предприниматель ĕçĕсене аталантарма условисем çителĕклĕ. Вĕсемпе усă курма пултарасси вара сирĕн кăмăл, хăват, – терĕ Владислав Кириллович çамрăксене пуçаруллăрах пулма чĕнсе.
Активлă çамрăксем вара пирĕн хушăра сахал мар. Акă Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Е. Петров хăй ĕçне пуçарса ăнăçлă аталантарать. Вăл форума пухăннисене пултарулăхпа чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Хăйне майлă тĕрлĕ формăллă тĕлĕнтермĕш сехетсем ăсталать иккен вăл.
– Çитес çул продукци калăпăшне татах та ÿстересшĕн, – терĕ предприниматель хай пуçарăвне малалла аталантарма тĕллев лартса.
Çавăн пекех республика представителĕсем хутшăннипе тĕрлĕ тренинг иртрĕ. Вĕренÿ форумĕн программине анлă та интереслĕ йĕркеленĕ.
Хамăр инф.