Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăçра кашниех хăй вырăнне туптăр»

17 ноября 2012 г.

Сентимĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Муркашра пурăнакан Галина Ивановна Зуза çирĕм икĕ çул кирпĕч заводĕнче вăй хунă. Çак тапхăрта миçе пин-пин штук кирпĕч унăн алли витĕр тухнă пулĕ. Нумаях пулмасть вара хисеплĕ хĕрарăм сумлă юбилейне паллă турĕ. Юнашар ларакан икĕ «пиллĕк» паллă ку таранчченхи пурнăçа чи пысăка хурса хаклани пулĕ. Унăн пултарулăхĕпе тăрăшулăхне тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем, çынсен ырă сăмахĕсем çирĕплетеççĕ. Чăнах та Галина Ивановна мĕн ĕмĕрĕпех тĕрĕс-тĕкел те тухăçлă пурăнассишĕн ырми-канми тăрăшнă, халĕ те çавах.

Хыçра пысăк тапхăр. Ку таранчченхи хăш саманта эсир тăтăш аса илетĕр тесе кăсăклантăм эпĕ. Унăн вара шухăш-кăмăла пайламалли самай пулчĕ.

– Çапах та самай асра юлмалли тапхăр вăл чылайăшĕшĕн хыçа юлнă çамрăклăх пулĕ. Эпĕ лашапа çÿреме, кÿлсе кăна мар, утланса чупма питĕ юрататтăмччĕ. Улăх-çаран, уй-хир урлă ыткăнма пачах та хăрамасттăмччĕ. Мана курсан вара аслисем шикленетчĕç, – аса илчĕ иртнине Галина Ивановна.

Тĕрлĕ концертра вара унăн сасси ыттисенчен уйрăларах тăнă. Тăтăшах сцена çинче куракана тыткăнланă, юрă хыççăн юрă шăрантарнă.

Халĕ вара урăхларах туртăм. Куç япăх курнине пăхмасăрах япаласем илемлетсе çыхать, хăш чухне вара çĕрлечченех аппаланать, хатĕр эрешсене вара парнелеме кăмăллать. Вăл ăсталанă ĕçсене куравсенче те курма пулать. Пушă вăхăт унăн пачах та çук тейĕн. Мăшăрĕпе кăмпа-çырлана çÿреме кăмăллать, çавăн пекех вăл пулă тытма та питĕ ăста. Ку енĕпе те Галина Ивановна конкурса хутшăнать. Пултарулăхĕ унăн чăннипех те чикĕсĕр.

– Пурнăçра кашнинех хăй вырăнне тупма тăрăшмалла, вăл е ку ĕç патне туртăнмалла. Çапла майпа пĕр-пĕр ĕçе пикенетĕн те хуйха-суха, кичеммине самантлăха та пулин манатăн. Кун пек чухне пĕр çаврăм юрă-кĕвĕ кăларни те пулăшать. Çапах та мана тĕрĕс çул-йĕрпе пыма вĕрентнĕшĕн атте-аннене тав тăвас килет, – калаçăва малалла тăсрĕ Галина Ивановна.

Калаçакан кĕнекесем куç япăх куракансемшĕн е пачах та курманнисемшĕн питĕ меллĕ. Маттур хĕрарăм çакăн йышшине ытларах кăмăллать те, çапла вара вăл тăтăш шыравра-вулавра. Çывăх çыннисем унăн яланах çумра, кирек хăш вăхăтра та пулăшу-тĕрек сĕнме пултараççĕ. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ хĕр пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вара тăватă мăнукĕ кун-çула илемлетеççĕ.

Каярах юлнă пулин те эпĕ Галина Ивановнăна сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатăп, яланах паянхи пек маттур та правур пулма вăй-хăват сĕнетĕп.

Р. Макарова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика