17 ноября 2012 г.
Куç курманнисен кунне халалланă мероприятсем анлă иртеççĕ. Вĕсем уйăх каялла шурă туя кунĕнче пуçланчĕç, халĕ малалла пыраççĕ. Ку тапхăрта район тата ун тулашĕнче фестивальсем, калаçусем, çавра сĕтелсем тата ытти ĕçсем иртеççĕ. Тĕпре вара – куç курман çын проблеми. Ку, паллах, уяв мар, асăннă категорири çынсене тимлĕх ытларах уйăрмалли кун. Тĕрĕссипе вара вĕсем яланах хÿтлĕхре.
Ноябрĕн 14-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийĕн членĕсем, хăнасем пухăнчĕç. Чи малтанах асăннă организаци ертÿçи А. Михайлова кунта хутшăнакансене кулленхи тата малашнехи ĕçпе паллаштарчĕ.
Палăртма кăмăллă, асăннă организаци çулсеренех çитĕнÿсемпе савăнтарать. Акă эрудитсен республика шайĕнчи турнирĕнче те виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Вун икĕ ушкăн хушшинче Муркашсем чăннипех те маттур пулчĕç.
– Кунта вара тĕп вырăнта ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, анлă тавра курăм кирлĕ. Пĕлÿ çăл куçĕ – кĕнекере, хаçат-журналта. Çавăнпа та ытларах вулама тăрăшмалла, – терĕ Анастасия Димитриевна вулас туртăма çивĕчлетме ыйтса.
Мероприяти ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Л. Тарасова тăсрĕ. Вăл район шайĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
– Эсир общество ĕçĕпе тан пыратăр. Сирĕн вăй-хал иксĕлми, çакна çитĕнĕвĕрсем те çирĕплетеççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе те ăнланса ĕçлени питĕ кирлĕ. Сирĕн ыйтăвăрсем яланах пирĕн тимлĕхре, – терĕ Лилия Юрьевна асăннă организаци ĕçĕ район администрацийĕпе тачă çыхăннине палăртса.
Муркашри районти ача-пăча тĕп библиотекинче ĕçлекен «Надежда» консультаципе методика цетрĕ ĕçлени пуриншĕн те питĕ меллĕ. Унăн пулăшăвĕпе усă курас текенсем кунта тăтăшах килеççĕ. Инвалидсемшĕн вара ку центр реабилитаци тĕлĕшĕнчен вырăнлă.
– Организаци членĕсем валли «Надежда» центрта психологпа, ытти специалистсемпе уйрăм тĕл пулу йĕркелесен аван пулнă пулĕччĕ. Пирĕн категоририсем – хăйне майлă туйăмлă çынсем, – терĕ куç курманнисен организацийĕн ĕçченĕ Е. Никитина.
Социаллă хÿтлĕх пайĕ çынсен категорине кура тĕрлĕ çăмăллăхсемпе, санатори путевкисемпе тивĕçтерет. Сывлăха çирĕплетес текенсем паянхи кун тĕлне черетре 86-ăн тăраççĕ. Кăçал вара 54 çын ыйтăвне тивĕçтернĕ те ĕнтĕ, вĕсенчен 5-шĕ куç чирĕсенчен сипленнĕ. Сывлăха çирĕплетес пулсан врач сĕнĕвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Района уйăрнă путевкăсемпе туллин усă курмалла, сывлăха çирĕплетмелле, пирĕн пата пыма именмелле мар, – терĕ социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕ С. Скворцова пухăннисене.
Инвалидсемшĕн реабилитаци хатĕрĕсем – тĕп пулăшуçăсем. Кунта шурă туя, коляска, калаçакан тонометр тата ыттисем кĕреççĕ.
– Реабилитаци техникипе тивĕçтернĕ чухне сирĕн сывлăх шайне пăхаççĕ, çавăнпа та врач сĕнĕвĕ кирлĕ. Усă курма палăртнă срок вĕçленчĕ е хатĕр юрăхсăра тухрĕ пулсан социаллă пулăшу пайне пымалла. Сирĕнтен пĕр чăрмавсăрах заявленисем йышăнатпăр, – паллаштарчĕ инвалидсене сĕнекен çăмăллăхсемпе социаллă пулăшу центрĕн ĕçченĕ О. Иванова.
Раççей шайĕнче тухса тăракан «Наша жизнь» журнал пирки те асăнмасăр иртес килмест. Виçĕ мелпе (пысăк шрифтсемпе, Брайль системипе, кассетăпа) пичетленекен журнал куç курман çынсемшĕн уйрăмах меллĕ. Журналта Чăваш Республикинчи хыпарсем те тухаççĕ, çавăн пекех хăш чухне Муркашсем пирки те вуласа пĕлме пулать. Юлашки вăхăтра кĕнеке вулакансем кăшт сахалланчĕç пулин те, куç курманнисем пирки çакна калаймăн. Вĕсем тăтăшах тĕрлĕ мелпе çырнă произведенисене вулаççĕ. Ку мероприятие ирттерме пулăшакан библиотека специалисчĕсем куç курманнисемпе тачă çыхăнура. Паян акă библиотека ĕçченĕ Е. Романова В. Короленко çырнă «Куç курман музыкçă» произведенипе паллаштарчĕ. Ун тишкерĕвĕнчен куç курман çын вăйлăрах та туйăмлăрах тата «пысăк» чĕреллĕ пулнине пĕлтĕмĕр.
Тĕрлĕ ĕçре палăрнисем Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç. Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» ушкăн пухăннисене савăк кăмăл парнелерĕ.
Хĕвел çутине пачах та курайманни, атте-анне тата ача-пăча сăнне нихăçан та уйăрайманни, тĕсе туяйманни – сăмахпа ăнлантарма çук пысăк синкер. Асăннă категорири çынсене тимлĕхсĕр хăварар мар. Ырă туни ыррăпах таврăнĕ.
Р. Илларионова.