Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марина – виççĕмĕш

17 ноября 2012 г.

Космоспа интересленекен шкул ачисем иртнĕ кунсенче Шуршăлти А. Николаев летчик-космонавтăн мемориал комплексне пухăнчĕç. Çулсеренех иртекен наукăпа практика конференцине ку çул космонавтикăри паллă датăсене халалланă: уçлăха пĕрремĕш хут Çĕрĕн искусствăлла спутникне янăранпа 55 çул çитни, А. Николаев уçлăха вĕçнĕренпе 50 çул, К. Циолковский çуралнăранпа 155 çул тата ытти те.

Çак конференцире Юнкăри вăтам шкулта вĕренекен Марина Хошкина тата унăн ертÿçи И. Киршева пирĕн район чысне хÿтĕлеме тивĕç пулчĕç. «К. Циолковский çуралнăранпа 155 çул» секцие ытти районпа хуласенчи вунă докладчик хутшăннă. Секци ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Марина виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Район ятне тивĕçлипе хÿтĕлеме пултарнăшăн Маринăна та, Ирина Валериановнăна та саламласа малашне ăнăçусем сунатпăр.

Г. Столярова,

вырăс чĕлхине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика