17 ноября 2012 г.
Кирек мĕнле çанталăкра та – çил-тăманра е йĕпе-сапара, кирек мĕнле вăхăтра та – кăнтăрла е сĕм çĕрле полици сотрудникĕсем пирĕн тăнăç пурнăçа, лăпкăлăхпа хăрушсăрлăха пысăк яваплăхпа сыхлаççĕ. Кашни сотрудникăн нимĕнле йывăрлăхран хăрамасăр, çирĕп дисциплинăна пăхăнса çынсен пурнăçне саккуна шута хуман преступниксенчен сыхламалла. Çавăнпа та паянхи полици сотрудникĕн çирĕп те тÿрĕ кăмăллă, яваплă та ответлă, спортпа туслă, чăтăмлă та хастар çын пулмалла, саккунсене пĕлмелле. Чăнах та çакăн пек çынсем ĕçлеççĕ йĕрке хуралĕнче.
Эпир, полицейскисен мăшăрĕсемпе тăванĕсем, ĕçĕ хăрушлăхпа çыхăннă çынсене хисеплетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. Кирек мĕнле вăхăтра та вĕсем малаллахи утăмра мĕн кĕтнине пĕлмесĕр, сывлăхпа вăй-хала шеллемесĕр тивĕçе тÿррĕн пурнăçлаççĕ.
Районти кирек епле уяв та, пуху та, суйлав та, ытти тĕрлĕ мероприяти те йĕрке хуралçисемсĕр иртмест.
Обществăри йĕркелĕхе сыхланă çĕрте вăйлă та маттур яшсем кăна мар, илемлĕ те хастар пикесем те ĕçлеççĕ. Вĕсем хушшинче – çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем. Тĕслĕхрен, ачасене воспитани парас тĕлĕшпе тăрăшнă, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕ Анфиса Петровна Осипова.
Енчен те вĕрентекен пĕлÿ çăл куçĕ пулсан, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ачасене тÿрĕ кăмăллă, ырă чунлă пулма вĕрентет пулсан, полицейскисем те çак тивĕçех пурнăçлаççĕ. Анчах та вĕсен чылай аслă çынсемпе те ĕçлемелле. Йывăрлăха çакланнă, саккун урлă каçнă çынсене усалпа ырра, тĕрĕслĕхпе тĕрĕс марлăха уйăрма пулăшаççĕ, тĕрлĕ ыйтусене тивĕçтереççĕ.
Кашни çыннах полицире ĕçлеме пултараймасть. Пирĕн вĕренекен Александр Суворов хăйĕн пурнăçне çак хисеплĕ профессипе çыхăнтарнăшăн савăнас килет. Вăл çамрăк пулин те чунĕпе хастар. Хальхи вăхăтра хăйĕн тивĕçне Чечен Республикинче пурнăçлать.
Мăн Сĕнтĕрти шкултан вĕренсе тухнă Валерий Димитриев тата Илья Варюхин хальхи вăхăтра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче вăй хураççĕ. Вĕсемпе ывăлĕсем мăнаçланаççĕ: çул çинче инкеке лекнĕ çынна çăлма, автотранспортпа çыхăннă хăрушă лару-тăрăва сÿтсе явма, çуран çÿрекенсене хăрушсăрлăх парнелеме пултарнине пĕлсех тăраççĕ.
Сергей Егоров вара уголовлă шырав уйрăмĕнче тăрăшать. Чылай çул ĕнтĕ çухалнă çынсене, преступниксене тупассипе тимлет. Çынсен ыйхи канлĕ пултăр тесех чăлкăм куç хупман каçсем те сахал мар пулнă унăн.
Шалти ĕçсен районти пайĕнче ĕçлекен Александр Ванюшкин капитан оперативлă дежурнăй должноçĕнче вăй хурать. Граждансенчен тĕрлĕ ыйтусемпе чĕнÿсем, шăнкăравсем ун патне пĕрремĕш çитеççĕ. Тивĕçлĕ пулăшушăн чĕререн каланă сăмахсене илтсен унăн амăшĕпе мăшăрĕн чĕрисем савăнăçпа тулаççĕ. Ял çыннисем А. Ванюшкин панă канашсене, пулăшăва хаклаççĕ, обществăри право йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ.
Эпир хамăрăн ывăлсемпе, мăшăрсемпе, аттесемпе мухтанатпăр, мĕншĕн тесен вĕсен ĕçĕ те, пурнăçĕ те халăха лăпкăлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Хăйсен тивĕçне вĕсем малашне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлассине шансах тăратпăр. Кăшт каярах юлтăмăр пулин те, пирĕн хаклă çынсене, шалти ĕçсен районти пайĕн ертÿçине Е. Плечова, пур сотрудника тата вĕсен çемйисене ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунас килет.
Сотрудниксен мăшăрĕсем:
Мăн Сĕнтĕрти шкулта
вĕрентекен Л. Ванюшкина тата Н. Варюхина; О. Димитриева.