Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн тĕп ĕç – преступленисене асăрхаттарасси»

17 ноября 2012 г.

Александр Витальевич Николаев полици майорĕ – РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи полицин участокри уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн ертÿçи. Паянхи уявччен маларах иртнĕ калаçу участковăйсен ĕçĕ-хĕлĕ тавра пулчĕ.

– Саккун та, халăх та участковăйран нумай ыйтать. Александр Витальевич, мĕнле пулмалла-ха паянхи участковăйăн;

– Çемьесенче хирĕçÿ-харкашу тухать-и, спирт пур шĕвек сутаççĕ-и, юнашар хваттерсенче пурăнакансене лăпкă пурăнма чăрмантараççĕ-и, обществăлла лăпкăлăха пăтратаççĕ-и... – темĕнпе те ĕçлеме тивет участковăйсен. Çавăнпах участковăйăн темĕн те пĕлмелле. Унăн çынсене кирек епле лару-тăрура та пулăшма пултармалла. Тепĕр чухне вара – лару-тăрăва хăйне тĕрĕс ăнланса илме те. Апла участковăй çынсемпе мĕнле хутшăнма пултарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Паллах, участковăй професси тĕлĕшĕнчен ăста специалист пулмалла.

– Участковăйсен çĕнĕ саккунсене, ку тĕлĕшпе пурнăçа кĕрекен улшăнусене пĕлсе тăмалли куç кĕрет. Кирлĕ çĕре вăхăтра çитме майсем пур-и тата вĕсен;

– Ăсталăх пирки калас пулсан участковăйсем пурте юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Кунсăр пуçне пайра кашни эрнерех ятарлă занятисем пулаççĕ. Вĕсенче шăпах саккунсене тишкеретпĕр, çĕнĕлĕхсене палăртатпăр. Хамăра спорт тата ытти енĕпе те аталантарма майсем пур.

Кирлĕ çĕре çитме участковăйсем валли ятарлă 4 машина çирĕплетнĕ. Муркашра (ГИБДД çуртĕнче) тата Мăн Сĕнтĕрте (Советская урам, 16 çурт) ятарлă пунктсем йĕркеленĕ. Тепĕр 8 участокра вĕсем валли уйрăм пÿлĕмсем уйăрнă. Вырăнта участковăйсем ял тăрăхĕн администрацийĕпе, унти профилактика канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

– Участковăйсен кулленхи ĕçре ытларах мĕнле йĕркесĕрлĕхпе тĕл пулма тивет; Сирĕн вăйпа ытларах мĕнле преступленисене уçса панă;

– Ытларах çемьери, йăлари ыйтусемпе ĕçлеме тивет. Пирĕн ĕçре преступленисене асăрхаттарасси пĕлтерĕшлĕ пулнăран превентивлă преступленисене (тата йывăртарах преступленисене асăрхаттараканнисем) тупса палăртасси те пысăк вырăн йышăнать. Акă иртнĕ 10 уйăхра участковăйсем 86 преступлени уçса панă. Вĕсен йышĕнче сывлăха çăмăл сиен кÿни, хĕнени, вĕлерессипе хăратни тата ытти те. Асăннă тапхăрта, сăмахран, çемьере хирĕçÿ кăларнă 279 çынна, спирт пур шĕвек сутакан 42 çынна явап тыттарнă. Миравай суда 236 материал янă. Участковăйсем кăна çынсенчен килнĕ 2096 заявлени, хыпар тишкернĕ. Пирĕн тĕп ĕç вара пурпĕрех преступленисене асăрхаттарасси, çынсене саккуна тĕрĕс ăнланма пулăшасси пулса тăрать.

– Икĕ пин ытла. Ку пысăк хисеп...

– Чăн та, пĕлтĕр çак вăхăта 1552 заявлени тата ытти тĕрлĕ хыпар пăхса тухнă пирĕн уйрăм.

– Апла çынсем ытларах шанаççĕ;

– Çапла каланипе килĕшме пулать пулĕ. Маларах çынсене пулăшу панă хыççăн сайра хутра кăна тав сăмахĕ илтнĕ пулсан халĕ – ытларах. Çапах та 16 ял тăрăхĕнче 16 участковăй пулнине нимĕн те çитмест.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика