17 ноября 2012 г.
Çапла пĕлтерчĕ Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Кожевников хăйĕнпе тĕл пулнă май. Георгий Яковлевич ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче 2010 çултанпа вăй хурать. Унччен вара 1997 – 2005 çулсенче асăннă ял тăрăхĕн администрацийĕн ертÿçинче вăй хунă. Ял тăрăхĕн ĕçне-хĕлне мĕнле хак парать вăл, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене мĕнле татса параççĕ-ха; Çак ыйтусем çине хурав пама ыйтрăм эпĕ ăна.
– Малтанах çĕр ыйтăвне хускатмалла пулĕ. Ку енĕпе пирĕн татса паман ыйтусем пур-ха. «Чемеево» хуçалăх пулнă вырăнта çĕрсемпе усă курассин ыйтăвĕ ун пекех çивĕч мар темелле. Кунта Минсефер Фаскутдинов фермер çынсен çĕр пайĕсене арендăна илсе усă курать. Çĕмĕртлĕх Чемейрен Сергей Ушаковпа Юрий Петров та çĕрсемпе усă кураççĕ, пĕри сурăхсем, тепри вăкăрсем ĕрчетессипе тимлеççĕ. Александр Афанасьев та сысна ферми тытать, çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тимлет. «Путь Ильича» хуçалăх та çĕр участокĕсене харпăрлăха илчĕ. Кунпа пĕрлех Сергей Григорьев чăх-чĕп ĕрчетессипе ĕçлет.
Çав вăхăтрах Нискасси енче усă курман çĕр лаптăкĕсем çук мар. Çĕр пайĕсемпе хăшĕсем усă курмаççĕ, уншăн тÿлемеççĕ, çав вăхăтрах вĕсем кирлĕ мар тесе те пĕлтермеççĕ. Кун пеккисемпе ытларах ĕçлеме тивет. Усă курман çĕр пайĕсене учета илес пулать, вĕсене саккун ыйтнă пек ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарма тивет.
Ял тăрăхĕн бюджетне тăкаксем енĕпе 3 миллион та 504 пин тенкĕ чухлĕ пăхса хăварнă. Тупăш енĕпе 2 миллион та 936,9 пин тенкĕ. Шайлашулăх пĕр пек килменни унчченхи çул усă курман суммăпа çыхăннă. Çапах та çавна каласа хăварма тивет. Çĕрпе усă курнăшăн аренда тÿлевĕ илессипе мĕн палăртни пурнăçланаймасть. Ăна 103 пин тенкĕ чухлĕ пăхса хунă пулсан, 20 пин тенкĕне яхăн кăна пурнăçланă.
Культура учрежденийĕсене хĕллехи тапхăр валли йĕркеллĕ хатĕрлесе çитернĕ. Хальхи вăхăтра Чемей клубне газпа хутса ăшăтмалла тăвассипе ĕçлетпĕр. Котельнăйĕ пур, газ трассине хурассипе ĕçсем пыраççĕ. Кăçалах ку ĕçсене вĕçлеме май çук. Сăлтавĕ – укçа-тенкĕ çитменни.
Ярославкăри Парковая урамра 18 хуçалăх шутланать. Халĕ кунта урама çутă кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ çĕре кунти ĕçсене вĕçлеме палăртатпăр.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче шыв уçламалли 4 башня. Вĕсене çулталăк вĕçленнĕ тĕле пурне те саккунлă майпа ял тăрăхĕ çине куçарса пĕтермелле. Унччен вара башньăсене пăхса тăрассине, юсав ĕçĕсене туса ирттерессине ялсенче пурăнакансен шучĕпе туса ирттернĕ.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче проблемăллă объектсем те пур. Сăмах кунта 50 тата 8 хваттерлĕ çуртсем пирки пырать. Хваттерсенче пурăнакансенчен çуррине яхăн ăшăпа усă курнăшăн вăхăтра тÿлесе тăмасть. Вĕсен парăмĕсем ÿссех пыраççĕ. Котельнăй кивелсе çитнĕ ĕнтĕ. Тем тусан та хваттерсене хăрпăр хăй хутса ăшăтмалли системăпа усă курасси çине куçмах тивет.
Ял тăрăхĕнче 11 депутат. Вĕсемех староста тивĕçĕсене те пурнăçлаççĕ. Уйрăмах Нискассинчи Наталия Яковлевăна ырăпа асăнса хăварнă пулăттăм. Вăл тăрăшнипе кăçал пĕве пуçне юсаса тухрĕç, çÿп-çап тăкнă вырăнсене тасатса тирпейлерĕç.
Чемейри Елена Алексеева пирки те ыррине кăна каламалла. Ял çыннисене явăçтарнипе кунта урам хушшине тирпейлерĕç, шыв юхмалли пăрăх хурса хăварчĕç, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тăрăшрĕç.
Кунсăр пуçне хăйсен ĕçĕпе ырă тĕслĕх пулса тăракансенчен Нискассинчи Константин Водянова ырă енчен палăртнă пулăттăм. Вăл пĕве те хăйĕн вăйĕпех пĕвеленĕ, йывăçсем лартса хăварассипе те чылай тăрăшать. Халĕ кунта хăш-пĕр çĕрти пек çырансем ишĕлес хăрушлăх çук.
Ялсенче каçхи вăхăтра çутă çутатассине кашни ялтах йĕркеленĕ. Штатра электрик çук. Çавăнпа та çутă парса тăрассине йĕркелесе пыма уйрăм çынсене шаннă. Çунса кайнă лампочкăсене вĕсем хăйсемех улăштараççĕ.
Ярославка ялĕнче кăçал çул-йĕр юсассипе пысăк ĕç калăпăшĕ пурнăçлама пултартăмăр. Пĕ-тĕмпе 317 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Асăннă суммăн 30 процентне вырăнти бюджетран, 70 процентне республика бюджетĕнчен саплаштарнă.
Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокĕпе тивĕçтерессипе ĕçлетпĕр. Кун пеккисем хальлĕхе 2 çемье. Вĕсенчен пĕрне çĕр участокĕ уйăрса панă ĕнтĕ. Тепĕр çемье çĕр участокĕ илме килĕшмен.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче шыв пăрăхĕсем хурса хăварман ялсем те пур-ха. Çавăнпа та вĕсенче çăлсем чавассипе, киввисене пăхса тăрассипе тимлетпĕр. Иртнĕ çул ку енĕпе çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Кăçал вара Нискассинче тата Елшикра çăлсене капиталлă юсарăмăр. Ял çыннисем çак ĕçрен айккинче юлмаççĕ, май пур таран тăрăшаççĕ.
Ялсенче пухăнакан çÿп-çапа полигона тиесе турттарассипе ыйтăва ниепле те татса пама май килмест. Çынсем уншăн тÿлесшĕн мар. Ял тăрăхĕн бюджетне вара çÿп-çап турттарасси 145 пин тенкĕне кайса ларать.
Чăнах та ĕнтĕ вырăнти ыйтусене татса парасси ытларах хамăртанах килет. Никам çине те шанмалли çук. Хамăрăн пуçаруллăрах та ответлăрах пулмалла, такам çине шанмалла мар.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.