Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачасем тата çемье» акци пырать

17 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 10 – 20-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче Пĕтĕм тĕнчери ача кунне халалланă «Ачасем тата çемье» акци пырать. Ăна Вĕрентÿпе Сывлăх сыхлавĕн, Шалти ĕçсен министерствисем, обществăлла организацисем йĕркеленĕ. Асăннă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – йăвăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене, аслисен тимсĕрлĕхĕпе айванлăхне пула инкек тÿсекен ачасене тупса палăртасси, вĕсене пулăшу парасси. Акци анлă калăпăшлă иртет. Çавна май тĕл пулусем, çавра сĕтелсем, конкурссемпе фестивальсем пулаççĕ.

Палăртса хăварар, Пĕтĕм тĕнчери ача кунне НПО Тĕп Ассамблейи сĕннипе 1954 çултанпа ноябрĕн 20-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак кун 1959 çулта ача-пăчана, вĕсен интересĕсене хÿтĕлеме, малалла аталанма, общество пурнăçĕпе тан пыма майсем туса паракан Конвенцие йышăннă.

Ырă çыннăмăрсем, асăннă ĕçрен айккинче юлар мар. Ачасем – пирĕн çутă пуласлăх. Апла пулсан вĕсемшĕн май пур таран тимлĕхпе пулăшу уйăрар. Паян ырă туни ыран ыррипех таврăнĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика