Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перекет банкĕ: халăхшăн тата халăхпа

14 ноября 2012 г.

ИСТОРИРЕН. 1841 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕ – Николай 1 императорăн Раççейре перекет кассисем уçасси пирки указне халăх патне çитернĕ. «Унăн тĕллевĕ – çынсене хăйсен укçи-тенкине шанчăклă та усăллă мелпе упрама çул туса парасси». Перекет кассинче упранакан укçан виçи 50 пусран пуçласа 300 тенкĕ таран пулмалла пулнă. Пĕр взнос тунă чух 10 тенкĕрен ытларах хумалла мар тесе йышăннă. Пĕрремĕш перекет касси Санкт-Петербургра Опекунсен канашĕн çуртĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш куннех унта 76 вкладчик пынă. Вĕсем хăйсен счечĕсем çине пĕтĕмпе 426 тенкĕ те 50 пус хунă. Касса вкладчиксен укçине йышăнассине тата вăхăт иртсен вĕсем çумне процентпа хушса шутласа каялла тавăрса парас операцие çеç пурнăçланă. Касса эрнере пĕр кун – вырсарнире – ĕçленĕ. Историре пĕрремĕш вкладчик ячĕ те паллă – Николай Антонович Кристофари.

Раççейри 19 пин ытла тата 20 çĕр-шыври 1300 офис – паянхи Перекет банкĕн сăн-сăпачĕ. Асăннă банк ĕçченĕсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ пулсан та вĕсен тĕллевĕ пĕрре – клиентсемпе акционерсен ăнăçлăхĕ.

РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчи Муркашри хушма офисĕн кун-çулĕ район историйĕпе тачă çыхăнура тăрать. 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Муркаш районĕ йĕркеленсен тепĕр икĕ уйăхран – ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче – районта 7034 номерлĕ çамрăк перекет касси ĕçлеме пуçланă. Унăн пĕрремĕш ертÿçи Василий Петрович Петров, малтанхи тĕп бухгалтерĕ Мария Ивановна Образцова пулнă. Вĕсем хыççăн кунти ĕçсене тĕрлĕ çулсенче А. Гурьев, Н. Савельев, М. Тихонов, К. Афанасьева, Х. Тимофеева, Г. Никитин йĕркелесе пынă. Паян хушма офис управляющийĕнче Ю. Иванов тимлет.

Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Раççей Перекет банкĕ» уçă акционерлă общество 171 çул тултарнине паллă турĕ. Асăннă банк Раççейре пурăнакан кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ пулнине аслă ăрусем те çирĕплетсе параççĕ. Хăйсен укçине унта упраса пус çумне пус хушса пынă аттесемпе аннесем перекет банкĕ пулăшнипе хăйсен пурнăçне йĕркелесе янă. Ачисене те вĕсем çак банкпа туслă çыхăну тытма вĕрентнĕ. Перекет банкĕн черетлĕ çуралнă кунĕ умĕн эпир РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчи Муркашри хушма офисĕн управляющине Юрий Александрович ИВАНОВА калаçăва чĕнтĕмĕр:

– Муркашри хушма офисăн коллективĕ тата районти филиал сечĕн сотрудникĕсем перекет банкĕн çуралнă кунне уявласси – ырă йăлара. Унпа пĕрлех вĕсем пурнăç ыйтакан çĕнĕлĕхсене те тăтăшах ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: «Перекет банкĕн ĕçченĕсем пурнăçпа тан пырса малашлăха пăхакансене банкăн çĕнĕрен те çĕнĕ услугисемпе хавхалантарса пыраççĕ. Ку вăл пурнăç пĕр вырăнта тăмасăр малалла кайнине пĕлтерет. Пирĕн вара пурнăç уттинчен юлма юрамасть. Перекет банкĕн услугисем Раççей тулашне те тухрĕç ĕнтĕ. Кăçал вăл Европа рынокĕнче ĕçлеме пуçларĕ».

Мĕнле пурăнать-ха Раççейри паянхи чи пысăк банк; Мĕнре-ха унăн тĕллевĕсем; Хуравĕ ансат: пирĕн кашни сотрудник умĕнче тăракан стратегиллĕ тĕллев – клиентсемпе ĕçленĕ çĕрте пур чухне те сервис пахалăхне ÿстересси. Ăна пурнăçа кĕртессишĕнех Перекет банкĕ тăтăш çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртет. «Клиент яланах тĕрĕс» тени пирĕн кашни сотрудникшăн тĕп пĕлтерĕшлĕ.

Ĕнерхи Перекет банкĕ банк операцийĕ тăвас шутлă клиентсен пысăк черечĕпе асра юлать пулсан, паян пирĕн банк – черете йĕркелемелли системăпа кашни клиентăн вăхăтне шута илсе ĕçлекен организаци: пирĕн клиентсен 90 проценчĕ черетре 10 минутран мала ирттермест. Банк операцийĕсене системăланă, пирĕн сотрудник клиента мĕн сĕнмеллине пĕлет. Клиентсен залĕнчи консультант банк операцийĕсем тума пулăшни, хăш продукт клиентшăн усăллăраххине ăнлантарни – Перекет банкĕн паянхи ырă енĕ. Район территорийĕнче вырнаçтарнă 8 банкомат (вĕсенчен 3-шĕ район центрĕнче) талăкĕпех ĕçлет, клиентсене банка пымасăрах нумай ыйтусене татса пама май туса парать. Банкăн интернет системи банк операцийĕсене килтен тухмасăрах пурнăçлама та çул уçса парать.

Кредитласси

Чÿк уйăхĕ пуçланнă тĕле эпир 38 пĕчĕк, вăтам тата пысăк предприятисене кредит уйăрса панă. Пирĕнпе çыхăну тытакансен кредит портфелĕ паянхи куна 109,73 миллион тенкĕпе танлашать. Вăл шутра АПК предприятийĕсен – 89,38 миллион тенкĕ (15 заемщикăн 31 килĕшÿ). Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кăçал АПК предприятийĕсем 7 килĕшÿпе 11,35 миллион тенкĕ (районĕпе пурĕ 21,38 млн. тенкĕ) кредит илнĕ. Халăха панă кредит сумми 340 млн. тенкĕ пулсан, 1400 заемщик килти хушма хуçалăха аталантарма илнĕ пĕтĕмĕшле кредит виçи 127 миллион тенкĕпе танлашать.

Кăçалхи 10 уйăхра пирĕн урлă уйрăм çынсем пĕтĕмпе 840 килĕшÿпе 148 млн. тенкĕлĕх кредит илчĕç пулсан, 353 тĕслĕхĕнче килти хушма хуçалăха аталантарасси тĕп вырăнта пулни палăрчĕ. Çакна валли вĕсене пурĕ 62 млн. тенкĕ кредитпа тивĕçтертĕмĕр.

Фермерсем

Кредит укçи-тенкипе ăнăçлă усă куракансем хушшинче хресчен (фермер) хуçалăхĕсене те ырăпа палăртмалла. Кунта малашлăха пăхса пирĕнпе çыхăну тытакан В. Семенов, А. Трепнев, А. Отенов фермерсем хăйсен ĕçне ăнăçлă аталантарма кăçал «Беларус-82.1» тракторсем туянма кредит пулăшăвĕпе усă курчĕç.

Хушма хуçалăхра

Паян çĕнĕлĕхсене алла илмесĕр тухăçлă аталанма майĕ çук. Çакна юлашки вăхăтра килти хушма хуçалăха тытса пыракансем те ăнланса илни курăнать. Вĕсем те банк пулăшăвĕпе усă курассине малти вырăна кăлараççĕ. Акă юлашки çулсенче çак ене тĕп вырăна кăларса Юнкăри В. Федоров, районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен В. Семенов, Н. Семенов çамрăк хăйсен килти хушма хуçалăхĕсен аталанăвне самай малалла уттарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика