14 ноября 2012 г.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Сосновкăри Н.В. Никольский ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул 125 çул тултарчĕ. Çавна май кунта йышлăн пухăнчĕç: хăнасем, кунтан вĕренсе тухнисем тата ыттисем. Кашни килекене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç уяв кĕрекине кил хуçисем. Кунта ăста та тăрăшуллă вĕрентекенсемпе пултаруллă вĕренекенсем пулни аван курăнчĕ: шкул ĕç-хĕлне туллин çутатакан самантсем, ал ĕçĕсем, йĕри-тавра илемлĕ ешерекен чечексем.
Савăнăçлă уява пухăннисене асăннă шкул ертÿçи И. Федотова саламларĕ, шкул историйĕпе, кунти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Истори – ĕнерхи пурнăç, паянхи пуянлăх, апла пулсан ăна кашнин пĕлмелле.
1887 çулта Уйкас Янасал ялĕнчи Александр Невский чиркĕвĕ çумĕнче тăватă çул вĕренмелли икĕ класлă шкул уçăлнă. Чи малтанах вара кунта 10 арçын ача çÿреме тытăннă. Вĕренĕвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ арифметика тата чăвашла çырма, вулама вĕреннинчен пуçланнă. Çапах та тĕп вырăнта тĕн юррисемпе саккунĕсем пулнă. Ăна кашни вĕренекенĕн пĕлмелле – çакă чи пĕлтерĕшли. Чиркÿ çумĕнчи шкулта В. Громов священник вĕрентнĕ.
1912 çулта Исетерккĕре шкул уçăлать. 1986 çулччен Исетерккĕри пуçламăш шкул Сосновка шкулĕн филиалĕ ятпа вăйра тăрать.
1917 – 1918 çулсенче Купăрля ялĕнчи шкул хута каять. Çапла вара пуçламăш пĕлÿ çăл куçĕсем пĕрин хыççăн тепри уçăлаççĕ. Çакă йăлтах хутла вĕрентессишĕн çунакан, чăваш халăхне тĕттĕмлĕхрен çутта кăларассишĕн ăнтăлакан çынсен тимлĕхĕпе вăя кĕме пуçлать.
Арсентий Терентьевич хăйĕн çуртне шкул валли уйăрнă. Пĕчĕк çуртра вырăн çитменнипе 1921 çулта Н. Никольский хăйĕн ашшĕн çуртне вĕренекенсем валли уйăрать. Çавăн пекех чăваш халăхне çутта кăларассишĕн çунакан Николай Васильевич вĕрентÿ ĕçĕ валли методика пособийĕсемпе пулăшать. Кунта унăн майсем ытларах пулнă: вăл тĕрлĕ ăсчахпа чылай ĕçленĕ, хуласенчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулнă, нумай пĕлнĕ тата курнă. Май пур таран шкула ытти енĕпе те пулăшнă. Кунти ĕç-хĕле Юркки Иванĕ ертсе пынă. Пĕрремĕш вĕрентекен унăн мăшăрĕ Людмила Петровна пулнă. 1923 çулта вара вĕсем урăх тăрăха куçнă май кунти ĕçрен уйрăлнă. Хисеплĕ мăшăр хыççăн Ефимовсем çакăнти ĕçе кÿлĕннĕ.
Пионер организацийĕ те ĕçлеме пуçлать. 1923 çулта кунта каярах пысăк пултарулăхпа палăрнă ачасем вĕреннине асăнса хăвармалла. Вĕсем хушшинче Сосновка шкулĕнче 42 çул хушши ачасене вĕрентнĕ И. Николаев, Шупашкарти ача-пăча театрĕнче ĕçленĕ А. Ильин, ял Канашĕн тата тăван хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ И. Илларионов, çĕнĕ пурнăç тĕрĕслĕхĕ-шĕн, ăна вăя кĕртессишĕн пуç хунă А. Анисимов пулнă.
Каярах шкул ĕçĕ тепĕр пусăм çÿлелле улăхни курăнать. Халĕ вăл çичĕ çул вĕренмелли шкул ĕнтĕ. Ку 1948 çулта пулнă. Унти ĕçе 1957 çулччен А. Кротов ертсе пырать. 1958 çулта вара Сосновка ялĕнче шкул хута каять. Район администрацийĕн пуçлăхĕн В. Вязовăн йышăнăвĕпе 2003 çулта асăннă шкул ĕçĕ Ваçкассинчи вĕрентÿпе культура центрне куçать.
Валерий Иванович юбилейпа саламланă май çак центра ĕçе кĕртессипе тимленине аса илчĕ. Коллектива ăнăçу сунчĕ.
– Шкул аталанăвĕ ÿсĕм хыççăн ÿсĕм туни аван курăнать. Çакă вара сирĕн ĕçре чикĕ ан пултăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Л. Тарасова.
Халĕ вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Николай Васильевич Никольский ячĕпе вăйра тăрать.
– Сумлă ентешĕмĕрĕн сÿнми ячĕ – ăнăçлă малашлăх хавхалантарăвĕ. Çакă пире пысăкрах çитĕнÿсем тума хистет, – терĕ Муркаш район пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕн ертÿçи, Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи, Сосновка шкулĕнчи попечительсен канашĕн ертÿçи тата çак шкултан вĕренсе тухнă И. Николаев.
Кунта пĕлÿ пухнисем районпа республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче те палăрма пултарчĕç. Паянхи вĕренекенсем Интернет-конференцисене, семинарсене, тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ.
– Шкул аталанăвĕ пĕр вырăнта тăмасть. Сирĕнтен тĕслĕх илмелли те пур. Çитĕнĕвĕре вара 2011 – 2012 вĕренÿ çулĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнни те çирĕплетет, – терĕ район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова.
Кунти кашни самант ачалăхпа çыхăннă. Çак тапхăр вара – чи савăкки. Шкул уявне тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансем те йышлăн пухăнчĕç. Аса илÿ çăмхи вара чылайччен тăсăлчĕ.
– Эпĕ хам та кунта чылай çул ĕçленĕ. Кашни вĕрентекен пысăк тавра курăмлă ачасем ÿстерессишĕн нумай тăрăшать. Кунта кружоксем, элективлă курссем хушма занятисем, ăс-тăн марафонĕсем ирттерни тата ытти те – йăлтах пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ, – терĕ Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никифорова уявпа саламланă май. Уяв вăл – парнесем, вĕçсĕр-хĕрсĕр ырă сăмахсем, юрă-кĕвĕ. Кунта вара вĕсем çителĕклех пулчĕç.
Эпĕ хам та çак шкулта вĕреннĕ. Самантпа усă курса чи малтанах З. Ильина, Е. Николаева, З. Антонова, В. Антонова, Г. Платонов, Л. Ильина учительсене тата ыттисене те пысăк тав сăмахĕ калатăп. Сирĕн ырă ĕçĕр, ырми-канми тăрăшулăхăр кашни вĕренекен асĕнче.
Р. Илларионова.