14 ноября 2012 г.
Пенсин хушăнакан пайне тÿлесси пирки саккун вăя кĕнĕренпе çавна валли Чăваш Енре 38 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак суммăна 5,7 пин пенсионер тивĕçнĕ.
Пĕтĕмпе вара республикипе 9,5 пин çын валли пенсин хушăнакан пайне палăртнă. Ытларахăшне палăртнă суммăна пĕр хутпа тÿлеççĕ. Пĕр хут паракан суммăна граждансене укçа-тенкĕ куçнă май, анчах та тÿлев суммине палăртнăранпа икĕ уйăхран кая юлмасăр тÿлесе татаççĕ. Гражданин укçа-тенкĕне банк урлă е почтăпа илессине хăй суйласа илет.
Пенсин пухăнакан пайне тата сроклă пенси тÿлевне илесси пирки çырнă заявленисене 10 кун хушшинче пăхса тухаççĕ, тÿлеве ĕç пенсийĕн страхланă пайĕпе пĕрле параççĕ. Республикипе пĕтĕмĕшле сроклă пенси тÿлевне 6 пенсионера шутласа панă, Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕ тăрăх – 1 çынна, ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне – 3 пенсионера.
Чăваш Республики тăрăх пĕр хут паракан тÿлевĕн вăтам виçи 6508 тенкĕпе танлашнă, Муркаш районĕпе – 9620 тенкĕпе.
Аса илтеретпĕр: пенсин пухăнакан пайĕ йĕркеленекен граждансем ватлăха пула е вăхăтран маларах пенсие тухаççĕ пулсан пенсин пухăнакан пайне илесси пирки пыма пултараççĕ. Енчен те гражданинăн пенсийĕ Раççей Пенси фондĕнче йĕркеленет пулсан, унăн заявление пурăнакан вырăнти управление памалла. Патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче йĕркеленнĕ чухне вара унта заявленипе пырас пулать.
Пенси фончĕн районти
управленийĕ.