Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслевсем пуçланĕç

10 ноября 2012 г.

Паян пурнăçламалли ĕçе ырана хăварсан вăл çаплипех кая юлни – пурнăçри чăнлăх. Хăвăрт аталанакан лару-тăру вара ĕçсене çийĕнчех е маларах та пурнăçлама ыйтать.

Районта паянхи куна 39 пушар пулчĕ, вут-çулăм тыткăнĕнче 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Пĕлтĕр 26 пушарта 4 çын вилнĕччĕ. Хĕл кунĕсем çывхарнă май пушар сăлтавĕсем кăмакасемпе юсавсăр мăрьесем пулса тăраççĕ. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шомикра М. Вернов хуçалăхĕнче тухнă пушарта пурăнмалли пÿрт сиенленчĕ. Инкек сăлтавĕпе тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ. Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче вара 5 сехет тĕлĕнче Хорнуйĕнче юсавсăр мăрьене пула Е. Филиппова хуçалăхĕнче мунча кĕлленчĕ. Çак инкек пушарсен ытларах пайĕ килти хушма хуçалăхсенче тухнине калать. Апла пулсан вĕсен хуçисен тимлĕхе ÿстермелле.

Хальлĕхе иртерех пулин те, Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарни пирки те манмалла мар. Çакăн пирки РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерстви асăрхаттарать. Маларах асăрхаттару валли сăлтавĕ те пур. Иртнĕ çулхи Çĕнĕ çул уявĕсенче Чăваш Республикинче «хĕрлĕ автан» 49 хутчен алхаснă. Вĕсенче 5 çын пурнăçĕ татăлнă, çиччĕн суранланнă.

Каланине шута илсе районти пушар надзорĕ Çĕнĕ çул уявĕсенче халăх йышлă пухăнакан вырăнсене (клубсене, шкулсене, чиркÿсене) паянах тĕрĕслеме пуçлать.

А. ИЗОНОВ,

районти пушар надзор уйрăмĕн

пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика