Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Коллектив лайăхрах ĕçлени палăрчĕ»

10 ноября 2012 г.

Паян – Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ. Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕпе Евгений Иванович Плечовпа уяв умĕн калаçма тÿр килчĕ.

– Евгений Иванович, уяв умĕн пулин те, пĕрремĕш ыйтăва ĕçпех çыхăнтарар-ха: сирĕн пай çулталăкăн иртнĕ уйăхĕсенче ĕçленине мĕнле хаклатăр;

– Иртнĕ 10 уйăхра пурĕ 340 преступлени регистрацилерĕмĕр. Çакă вăл пĕлтĕрхинчен вун пĕрпе нумайрах, анчах та пĕтĕмĕшле илсен районта стабильлĕ лару-тăрăва сыхласа хăвартăмăр. Коллектив лайăхрах ĕçлени палăрчĕ. Преступлени нумайрах пулнине вара эпир çемьери тата йăлари преступленисене ытларах тупса палăртнипе çыхăнтаратпăр. Ытти тĕрлĕ преступленисем сахалтарах пулни кăшт кăмăла хăпартать. Преступленисене уçса парасси 88,6 процентпа танлашрĕ. Республика кăтартăвĕн шайĕнче (73,4 процент) япăх мар. Районта «Хăрушлăхсăр муниципаллă тытăм» программа пурнăçланса пыни те пире ĕçре пулăшать.

– Ытларах мĕн пăшăрхантарать, шухăшлаттарать;

– Çынсем ÿсĕрле преступлени туни ÿссе пырать. Çакă, паллах, пăшăрхантарать те. Кашни 2–3-мĕш преступлени – эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн тунисем. Ку нумай. Çемьере тата йăлара йĕркене пăснă тĕслĕхсем те эрех ĕçнипех çыхăннă. Ку ыйту социаллă пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та ăна район администрацийĕн шайĕнче те, вырăнсене тухса та темиçе хутах сÿтсе явнă. Апла пулин те наказани пурри кăна витĕм кÿмест пулас. Ĕç çукки, çынсен культура шайĕ япăххи – çаксен витĕмĕ пысăк.

Çак вăхăтрах вăрăлла ĕçсен хисепĕ чакнине лайăх пулăм темелле. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене 9 тупса палăртрăмăр. Ытларахăшĕ Шупашкарта пурăнакансем пирĕн район территорийĕнче йĕркене пăснипе çыхăннă.

– Юлашки вăхăтра çынсем полицие ытларах шанма тытăнни сисĕнмест-и;

– Çынсем чăнах та ытларах шанма пуçлани куç кĕрет. Кунпа пĕрлех вĕсен требованийĕсем те çирĕпленсе пыни палăрать. Вĕсенчен илнĕ хыпарсен шучĕ палăрмаллах ÿссе пырать. Чĕннĕ хыççăн, сăмахран, хăш вăхăтра çитессипе те интересленеççĕ. Хăш чух пачах та пирĕн сотрудниксем мар, урăх надзор органĕсем кирлĕ пулаççĕ çынсене, анчах вĕсем тÿрех полицие шăнкăравлаççĕ. Эпир, паллах, çула тухатпăр.

Çамрăксем ташă каçĕсенче хăйсене йĕркеллĕрех тытма пуçланине палăртас килет. Яшсемпе хĕрсем пурнăçри ăнăçлăх йĕркелĕхпе çыхăннине ăнланма тытăннипе те, асăрхаттарусене адекватлă йышăннипе те, культура ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тĕрĕс ăнланнипе те çыхăннă пулĕ çакă.

– Сотрудниксен пĕлÿ шайĕ, ăсталăхĕ пирки мĕн калама пултаратăр; Сирĕн пай ĕçри ăнăçусемпе кăна çырлахмасть вĕт;

– Сотрудниксем хăйсен професси пĕлĕвне ÿстермесĕр тăма пултараймаççĕ. Ку штата пĕчĕклетнĕ хыççăн уйрăмах паллă пулчĕ. Ăсталăх пирки те çавнах каламалла. Кунсăр пуçне харпăр хăй пĕлĕвне, тавра курăмне анлăлатса пымалли те кашни сотрудник умĕнче тăракан задачăсенчен пĕри.

Ăнăçусем вара çулсеренех иртекен Шалти ĕçсен министерствин чемпионатĕнче те пур, районта иртекен тĕрлĕ ăмăртусенче те. Министерство чемпионатĕнче хамăрăн ушкăнра эпир кăçал çĕнтерÿçĕ пултăмăр. Темиçе çулах Çĕрпÿсемпе тупăшса пытăмăр. Кăçал вĕсене хыçа хăвартăмăр. Районти ĕç коллективĕсен спартакиадинче те яланах лайăх кăтартусем тума тăрăшатпăр.

– Ăнăçусем пурри савăнтарать, паллах. Евгений Иванович, ĕçре вара эсир, паллах, май пур пулнă пулсан, ирĕк панă пулсан, мĕн улăштарнă пулăттăр;

– Штат ÿстерме май пулнă пулсан кашни ял тăрăхĕнче уйрăм участковăй çирĕплетме пысăк кăмăл пур. Вĕсем пакунлисенчен халăха чи çывăххисем. Хальлĕхе вара çапла тума пирĕн ирĕк çук.

– Чылай çул эпир паянхи уява Милици кунĕ теме хăнăхнă...

– Çапла. Паян вара уява Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ тетпĕр. Кун пирки «Полици çинчен» Федераллă саккун вăя кĕнĕ хыççăн пĕлтĕр çĕр-шыв Президенчĕ ятарлă указ кăларнă.

Истори страницисене тишкерес пулсан вара Раççейре 1715 çулта Пĕрремĕш Петĕр обществăлла йĕркене сыхлама ятарлă служба йĕркеленĕ. Ăна полици тенĕ. Вăл вăхăтра çак сăмах «патшалăха ертсе пырасси» пĕлтерĕшлĕ пулнă. 1917 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче РСФСР Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн йышăнăвĕпе ĕç милицине (рабочая милиция) йĕркеленĕ. Вăл малтанах вырăнти советсене пăхăнса тăнă, каярах Шалти ĕçсен наркомачĕн тытăмĕнче пулнă, 1946 çултанпа – Шалти ĕçсен министерствинче. Кĕскен истори çапла.

Самантпа усă курса пур ĕçтеше те пĕр тăнăç ĕçлесе пынăшăн тав туса уявпа саламлатăп. Кунсăр пуçне пире ĕçре пулăшса пынăшăн ветерансен канашне, пай çумĕнчи обществăлла канаша, халăх дружинисене, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсене ертсе пыракансене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, районти çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссине, йĕркене пăсассин профилактика комиссине, район администрацине пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ калатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунатăп. Тачă çыхăнура ĕçлени малашне те районта йĕркеллĕ лару-тăрăва тытса тăма пулăшассине шанатăп.

– Тавах, интереслĕ калаçушăн. Уяв ячĕпе сире.

Н. Николаева

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика