Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Политика репрессийĕсене лекнисене ĕмĕр асра тытар

10 ноября 2012 г.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче политика репрессийĕсене лекнисене асăнмалли кун пулчĕ. Хурлăхлă куна районти тури чăвашсен музейĕнче асăнса ирттертĕмĕр. Ăна чи малтан РСФСР Верховнăй Совечĕн йышăнăвĕпе паллă тума тытăннă. Хăй вăхăтĕнче вара ним айăпсăр чылай çын шăпи хуçăлнă. Çапах та вĕсен ырă ячĕсене каялла тавăрса патшалăх хăй хÿттине илчĕ.

Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче вара политика репрессийĕсене тÿснисен тата вĕсене пула инвалида тухнисен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацине йĕркеленĕренпе 20 çул çитет. Иртнĕ тапхăрта пĕр шелсĕр нушалантарнă, нумай çул иртсен кăна вĕсен таса ячĕсене тавăрнисене чăваш кĕнеке издательстви 2009 çулта кăларнă 2 томлă «Асăну кĕнекинче» вуласа пĕлме пулать. Çак террора, тĕрĕс мар айăпланине пула миллионшар çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ку вăл историн хура страници пулин те пирĕн ăна манма юрамасть.

Мĕн-ха вăл репресси; Влаç хăйне хирĕç тунă ĕçсемшĕн тесе айăплани. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши «шахта ĕçĕнчи» 1937 – 1938 çулсенче палăрнă пиншер çын; Пĕтĕм чунпа айванла çутă пуласлăха ĕненекен парти членĕсем, вĕсен шутĕнче пирĕн районти Кивĕ Матьăкра çуралса ÿснĕ М. Григорьев, выçлăх çулсенче чăваш халăхне вилĕмрен çăлса хăварас тесе ĕçленĕ. Ăна, 1932 çулта Чăваш халăх комиссариачĕн çĕр ĕç пайĕн пуçлăхĕн çумне, троцкистсемпе çыхăну тытнă тесе 1937 çулта айăпланă, кайран вара арестленĕ. Пĕр шелсĕр асаплантарнине пула вăл 1939 çулта тĕрмере çакăнса вилнĕ.

Кивĕ Матьăкра çуралнă П. Прокопьев репресси ачи Тюмень облаçĕнчех юлнă. Анчах та чăваш çĕр-шывĕпе вăл çыхăну татман. Хăй пултарнă таран типĕ çулсенче «Ударника» утă-улăмпа пулăшнă. Ĕмĕрĕ-пех колхоз председателĕнче ĕçленĕскер Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ, яланах район пурнăçĕпе интересленнĕ.

Паянхи кун вара районта политика репрессийĕсене лекнĕ 45 çын пурăнать. Вĕсем ĕмĕрех пирĕн асăмра пулĕç. Çакă – чи кирли. Нихçан та вĕсене манас марччĕ, пĕрре тунă йăнăша тăвас марччĕ.

Мĕнле хирĕç тăма пултарнă-ха генералсемпе маршалсем, поэтсемпе артистсем – Гумилев, Смеляков, Митта Ваçлейĕ тата ыттисем те. Вĕсен шутĕнче Якаткассинче çуралса ÿснĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, кайран И. Яковлев ыйтнипе кунта ĕçленĕ чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикине йĕркелекенĕ Тимухха Хветĕрĕ. Ăна 1937 çулта репрессиленĕ, 1941 çулта вара вăл çĕре кĕнĕ.

Пирĕн районти политика репрессийĕсене лекнисен шăпипе паллашма эсир район музейне килме пултаратăр. Кунтах «Возрождение надежды» хаçат страницисем, куççульпе тулнă йĕркесем упранаççĕ. Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен Чăваш Республикинчи Ассоциацийĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Н. Клементьев пулăшнипе кунта ятарлă стенд хатĕрленĕ. Район историйĕпе кăсăкланакансене те кунта чĕнетпĕр.

О. Клементьева,

музей методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика