Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕ

10 ноября 2012 г.

Чăваш Ен экономикин никĕсĕн тĕп тытăмĕсенчен пĕри – пĕчĕк тата вăтам бизнесăн аталанăвĕ. Çавна май патшалăх шайĕнчен юлашки вунă çулта кăна пирĕн района 15 миллион ытла тенкĕлĕх тĕрлĕ грант килнĕ, вăл шутра асăннă бизнес субъекчĕсем валли – 1, 9 миллион тенкĕ. Ку хушма пулăшу йăлтах çĕнĕ ĕçе вăя кĕртекенсем тата маларах пуçарнине тĕллевлĕрех аталантаракансем валли. Апла пулсан паянхи вăтам, пĕчĕк бизнес пĕр вырăнта тăрать тата вăл малашлăхсăр тесе калаймăн.

Район шайĕнче ав пĕчĕк, вăтам бизнес ĕçĕ аталанни куç кĕрет: çĕнĕ цехсем хута каяççĕ, обществăлла апатлану точкисем уçăлаççĕ тата ытти те. Эпĕ асăннă сферăри лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарма райадминистрацин экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕнчен Н. Костинăран ыйтрăм.

– Нина Марксовна, пĕчĕк предпринимательство субъекчĕн тытăмĕ анлă. Кунта пĕчĕк предприятисем, уйрăм предпринимательсем тата ыттисем кĕреççĕ. Хăш формăллисен аталанăвĕ ытларах палăрать.

– Юлашки виçĕ çула тишкернĕ май çакă курăнать. 2009 çулта районĕпе 1005 пĕчĕк предпринимательство субъекчĕ пулнă, иртнĕ çул вара ку кăтарту 1052 танлашнă. Çак шутра 892 индивидуаллă предприниматель, 135 пĕчĕк предприяти, 9 вăтам предприяти, 16 ял хуçалăх пĕчĕк кооперативĕ. Кунта пĕчĕк тата вăтам предприятисен хисепĕ ытларах ÿснине палăртмалла, çавăнпа пĕрлех вĕсен ĕçĕ те. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем районта 101, унта 124 çын вăй хурать.

Пĕтĕмĕшле илсен пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсенчен ял хуçалăх ĕçĕнче 32 проценчĕ, суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче – 30 проценчĕ, тĕрлĕ услуга парассинче – 21 проценчĕ, 18 проценчĕ промышленноçра вăй хуни курăнать.

– Хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесси – яланхи тĕп ыйтусенчен пĕри.

– Пĕчĕк предпринимательство сферинче виçĕ çул каялла 2300 çын вăй хунă пулсан, иртнĕ çул ку кăтарту 2600-па танлашнă. Çакă харпăр хăй ĕçне пуçарас, аталантарас текенсен тата унта вăй хуракансен йышĕ ÿснине кăтартать.

– Кунта паллах инвестици проекчĕсен ырă витĕмне те палăртмалла пулĕ.

– Юлашки вунă çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем инвестициллĕ 169 проект вăя кĕртрĕç. Çакă 52, 9 миллион тенкĕлĕх хушма пулăшу пулчĕ. Асăннă проектсем пурнăçланнă май 338 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленчĕ.

– Асăннă проектсенче экономика тĕлĕшĕнчи эффективлăха курма пулать-и;

– Инвестици проекчĕсене вăя кĕртнĕ май 4,1 миллион тенкĕлĕх тупăш илнĕ тата хушма 140 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Инвестици проекчĕсене пурнăçлама 139 çĕр лаптăкĕ уйăрнă, унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 37,7 гектарпа танлашать.

– Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсенче вăй хуракансен ĕç укçи калăпăшĕ пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Пĕчĕк предпринимательствăра вăй хуракансен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи шайĕ иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх 9075 тенкĕпе танлашнă, виçĕ çул каялла 7100 тенкĕ пулнă, кăçал вара – 9700 тенкĕ.

– Асăннă сферăра тăрăшакансем район экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсем туса илнĕ тупăш шайĕ еплерех;

– Пĕчĕк предприятисен вăйĕпе иртнĕ çул 303, 4 миллион тенкĕлĕх тавар ăсатнă. Виçĕ çул каялла ку кăтарту 221 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи тăхăр уйăхра – 305 миллион тенкĕ.

– Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсем район шайĕнчи хÿтлĕхе, тимлĕхе туяççĕ-и;

– Асăннă бизнес аталанăвĕшĕн тивĕçлĕ услови йĕркелес тĕлĕшпе район шайĕнче ятарлă программа ĕçлет. Пĕчĕк предпринимательство ыйтăвĕсемпе тачăрах ĕçлеме район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи предпринимательсен канашне йĕркеленĕ. Асăннă канаш нумай ыйтăва татса парать. Çавăн пекех ытти ĕçсем те пурнăçланаççĕ.

– Кунта паллах бизнес-инкубатор ĕçне çутатмасăр хăварма çук пулĕ.

– Районта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма майсем туса парас тĕллевпе федераллă центр пулăшнипе бизнес-инкубатор хута кайрĕ. Унти услови питĕ меллĕ. Паянхи кун тĕлне 7 пÿлĕм (3-шĕ офис, 4-шĕ производство валли) вырнаçса ĕçлес текенсене кĕтет. Çавăнпа та харпăр хăй бизнесне пуçарас тата аталантарас тĕллевлисене хапăл тăватпăр.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика