Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ

10 ноября 2012 г.

Район территорийĕнче пысăк çул-йĕр строительствин ĕçĕсем пыни пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ. Сăмах кунта федераллă трасса – Мускавран Владимир тата Чул хулапа Хусан урлă Уфана каякан М-7 «Волга» автоçул пирки пырать. Асăннă çул пирĕн район территорийĕпе те иртет. Каламасăрах паллă, кунсерен те талăксерен ку çулпа çăмăл автомашинăсемсĕр пуçне пысăк тиевлĕ тĕрлĕ автомашинăсем пиншер те пиншер иртеççĕ. Çулĕ ĕнер-паян тунăскер мар. Вăл автомашинăсем иртеслĕхĕн енĕпе те, хăйĕн хăрушсăрлăхĕпе те хальхи требованисене тивĕçтереймест. Çавна май халĕ кунта çула сарас, çирĕплетес, реконструкци тăвас ĕçсем анлă сарăлнă. Кунпа пĕрлех федераллă трассăпа Муркашран Козьмодемьянска каякан Москакасси тĕлĕнчи çул хĕресленĕвне те çĕнĕлле тума пăхса хунă. Асăннă объект район компетенцине кĕмест пулин те, малашне кунта çул, çулсен Москакасси тĕлĕнчи хĕресленĕвĕ мĕнлерех пуласси, çуран çÿрекенсен хăрушсăрлăхне мĕнле тивĕçтересси пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхне Владимир НИКИТИНА каласа пама ыйтрăм:

– Çавна каласа хăварасшăн. Чăннипех те ĕнтĕ кунти строительство ĕçĕсемпе интересленекенсем çук мар. Федераллă трасса çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă чухне, пĕрлехи информаци кунĕсенче ку ыйтăва çĕклекенсем пур. Пĕтĕмĕшле калас пулсан строительство ĕçĕсене автомашинăсене çÿреме лайăхрах майсем туса парас, çул çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес, çуран çÿрекенсемпе пулакан инкексене чакарас тĕллевпе туса ирттереççĕ.

Реконструкци ĕçĕсен проектне «Волгаавтодорпроект» проект институчĕ» чикĕллĕ яваплăхлă общество туса хатĕрленĕ. Çул тăвас ĕçсене «Ханты-МансийскДорстрой» уçă акционер обществи пурнăçлать. Юсавпа реконструкци ĕçĕсене пирĕн район территорийĕнче 613Ç000 – 623Ç500 километрĕсенче туса ирттереççĕ. Унăн тăршшĕ 10,5 километр.

Асăннă трасса пирĕн район территорийĕнче Ивановка, Москакасси, Калмăккасси, Рыккакасси ялĕсем çывăхĕпе иртет. Çуран çÿрекенсем, çул урлă каçакансем те пулмаççĕ мар. Çавна май çуран çынсем валли çул урлă каçма Москакасси, Калмăккасси тата Калайкасси тĕлĕсенче ятарлă кĕперсем пулĕç. Çакна пĕтĕмпех çул урлă каçнă чухне инкек-синкек ан пултăр тесе пăхса хунă.

Ивановка тĕлĕнче выльăх-чĕрлĕхе çултан тепĕр енне каçарма ятарлă вырăн тăваççĕ. Вăл автоçул айĕпе иртет. Ун чухне кунта выльăхсене çул урлă каçарассипе ыйту пулмалла мар.

Кунпа пĕрлех трассăпа пыракан автомашинăсем валли каялла çаврăнмалли вырăнсем пăхса хăварма палăртнă. Кун пек ятарлă вырăнсем Калмăккасси, Ахмане тата Ивановка ялĕсем тĕлнерех пулмалла.

Москакасси тĕлĕнчи çулсен хĕресленĕвĕ икĕ хутлă пулать. Шупашкар енчен Чул хула еннелле е тепĕр майлă каякан автотранспорт хатĕрĕсем пĕр чăрмавсăрах çулсен хĕресленĕвĕ тĕлĕпе иртсе кайма пултарĕç. Муркашран Чул хуланалла е Мăн Сĕнтĕртен Шупашкаралла каякансен вара иккĕмĕш хутлă çулпа çаврăм тума тивĕ. Çавăн пекех Муркашран Мăн Сĕнтĕрелле е Мăн Сĕнтĕртен Муркашалла кайнă чухне те иккĕмĕш хутри çул çине тухма тивет. Кун пек чухне çулсем хĕресленекен çак вырăнта транспорт хатĕрĕсем иртсе çÿресси самай ансатланмалла, инкексем пулас хăрушлăх чакмалла. Кунти ĕçсене субподрядчик – «Мостотрест» уçă акционер обществин Шупашкарти «Мостоотряд 41» территори фирми пурнăçлама пуçăннă ĕнтĕ. Объект 2015 çул тĕлне хута каймалла.

Асăннă çул-йĕр строительствипе çыхăннă тепĕр ыйту çинче те чарăнса тăмасăр май çук. Çул-йĕр строителĕсем Калмăккассипе Рыккакасси хушшинчи çул айĕпе шыв юхса тухмалли гидротехника сооруженине çĕнĕрен тума тытăннă май айккипе иртсе кайма бетон плитасем хурса вăхăтлăх хĕсĕк çул кăна туса панăччĕ. Çавна май ку вырăнта яланах автомашинăсен «пробки» темиçе километра тăсăлатчĕ. Çавăнпа та йывăр тиевлĕ автомашинăсенчен чылайăшĕ Москакассинчен Катькаса е Катькасран Москакассине Мăн Сĕнтĕр урлă тавра çулпа тухатчĕ. Курса тăрсах ку çул ишĕлме тытăнчĕ. Çавăнпа та халĕ ку ыйтăва татса панă теме пулать ĕнтĕ – иртнĕ эрнере гидротехника сооруженине хута янă, ун урлă çул уçнă.

Кунпа пĕрлех çак кунсенче Москакассинчен Мăн Сĕнтĕр урлă Катькаса тухмалли çулăн ишĕлнĕ участокĕсене юсас ĕçсем пуçăнчĕç. Кунти ĕçсене «ДЭП " 146» уçă акционер обществи пурнăçлать.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика